Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Ку должноҫе полици полковникне Михаил Енина шанса панӑ. Вӑл 2010 ҫулсен варринче Сочири ҫар чаҫӗн полици полкӗн командирӗ пулнӑ. Унтан Росгвардин тӗп аппаратӗнче ӗҫленӗ.

Палӑртса хӑварар: Росгвардин Чӑвша Енри управленине 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе Дмитрий Расчетов ертсе пынӑ. Унччен Алексей Ежеев ку постра 4,5 ҫул ӗҫленӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрненче мӗнле ҫанталӑк пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен пӗрремӗш ҫурринче тӗтре тӑрӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 1 градус сивӗрен пуҫласа 4 градус таран ӑшӑ пулӗ.

Ытларикун, ахӑртнех, 2002 ҫулхи рекорд ҫӗнелӗ: 1,2 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫавна май юр хулӑнӑшӗ чакӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта вӑл 11 сантиметр хулӑнӑш.

Телее, йӑлтах ирӗлсе пӗтмӗ. Канмалли кунсенче юр ҫӑвӗ. Ун хыҫҫӑн ҫитес эрнере арктика сывлӑшӗ килӗ. Эппин, хӗлле таврӑнӗ-ха.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Олег Яковлев Атӑлҫи федераци округӗнчи ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Биатлон ӑмӑртӑвӗ Ӗпхӳре иртнӗ.

Вӑл 12.5 километра ӑмӑртса 17-18 ҫулсенчи яшсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

Культура

Шупашкарти ватӑсем иртне эрнекун пӗрле пуҫтарӑнса Чӑваш академи драма театрне спектакль курма кайнӑ. Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем, кӗмӗл волонтёрсем, Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» спектакле пӑхса савӑннӑ.

«Ку спектакле эпӗ виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ куртӑм. Маншӑн чӑваш чӗлхи тӑван чӗлхе мар пулин те спектакль тыткӑнламаллипех тыткӑнларӗ. Тӗлӗнсе каймалла! Пурне те пысӑк тав!», — хавхаланса калаҫнӑ, сӑмахран, Людмила Тимошкина ятлӑ хастар ватӑ.

 

Культура
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче археологипе истори музейӗ пур-мӗн. Кун пирки Шупашкарти шкулсенчен пӗринче чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗслекен Александр Степанов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Чӑннипе каласан официаллӑ майпа ӑна уҫман-ха, анчах та уҫма пӗтӗмпех хатӗр. Экскурсие Николай Мясников, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ирттерчӗ — чӑн-чӑн специалист, чӑн-чӑн экскурсовод. Музей ҫав тери пуян. Тӗлӗнмелли япаласем те пур. Вӗсенчен пӗри гуннсен хуранӗ. Ӑна Тутарстанри пӗр чӑваш ялӗ ҫумӗнче тупнӑ», — хыпарланӑ вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall47036538_4514
 

Культура
cap.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк
cap.ru сайтран илне сӑнӳкерчӗк

Ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӗ иртӗ. Регионсем хушшинчи XIX конкурса 15 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи авторсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ӗҫсене виҫӗ номинацире тӑратмалла:

— «Проза»,

— «Поэзи»

— «Драматурги».

Ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырма юрать. Хайлавсен калӑпӑшӗ А4 форматпа 20 страницӑран ытла пулмалла мар.

Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене kray@rdub21.ru электрон почтӑпа Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшне ярса памалла.

 

Культура

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал ҫумӗнче ҫитес ҫулсенче «Ҫӗнтерӳ чиккисем» парк» мегапроект пурнӑҫа кӗрӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Ҫапла майпа, Олег Алексеевич пӗлтернӗ тӑрӑх, мемориал концепцине малалла аталантарӗҫ. Унта ҫӗнӗ экспозици тӑвӗҫ, часавай хӑпартӗҫ, усӑ курман ҫар техникине вырнаҫтарӗҫ.

Аса илтерер: «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориала 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ.

 

Хулара
vzsar.ru сайтри сӑн
vzsar.ru сайтри сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, 17 сехетре Шупашкарти ГЭС ҫывӑхӗнче ҫӑлавҫӑсем ҫынсем инкек пулнине хунарпа ҫутатса пӗлтернине асӑрханӑ. Икӗ арҫын пулӑ тытнӑ чухне пӑр катӑлнӑ та ишме пуҫланӑ иккен.

Ҫӑлавҫӑсем пулӑҫсене пӑр ҫинчен илсе ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ. Арынсем – Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Шупашкартан.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_74433
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова Красноярскра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Иван Ярыгин кубокӗ» пӗтӗм тӗнчери турнирта ҫӗнтернӗ. Вӑл финалта 57 килограмм таякан виҫе категорийӗнче Узбекистанри спортсменкӑна Лайлохон Сабировӑна парӑнтарнӑ.

Иккӗмӗш вырӑна – Севастопольти Кристина Михнева, виҫҫӗмӗш вырӑна Бурятири Эржема Жамсаранова йышӑннӑ.

Палӑртмалла: Вероника Чумикова Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_417343
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене халалланӑ мӗнпур палӑка юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов Атӑш леш енне ҫитсе палӑксем мӗнле лару-тӑрура пулнипе паллашнӑ. Вӑл вырӑнти пуҫлӑхпа тӗл пулса ку ыйӑва сӳтсе явнӑ. Палӑксене ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫӗнетме тытӑнӗҫ те ҫу уйӑхӗччен вӗҫлӗҫ.

Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем палӑксен инвентаризацине тунӑ. Халӗ хула пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутлаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 417, 418, 419, 420, 421, 422, 423, 424, 425, 426, [427], 428, 429, 430, 431, 432, 433, 434, 435, 436, 437, ... 4242
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Ҫурла, 30

1905
121
Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор ҫуралнӑ.
1975
51
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри вилнӗ.
1976
50
Герасимов Василий Герасимович, гоелоги-минералоги ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
1991
35
«Хыпар» хаҫат хӑйӗн малтанхи ятне тавӑрнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...