Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 70 ҫулти арҫынна питӗ васкавлӑ медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратма пуҫласан ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе килнӗ. Тухтӑрсем сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна кардиологи уйрӑмне яма йышӑннӑ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн пациента санавиаци вертолечӗпе Республикӑри клиника пульницине коронографи тумашкӑн ӑсатма йышӑннӑ. Ҫак арҫын темиҫе ҫул каялла инфаркт чӑтса ирттернӗ. Халӗ ӑна операци тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш агромаркечӗ валли ят суйланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сасӑлав «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин халӑх тетелӗсенче иртнӗ. Чӑваш агромаркечӗ валли ҫапла ятсем сӗннӗ: «Агро и точка», «Натур-маттур», «Пехет», «Все свое», «Наше». Сасӑлава хутшӑннисенчен ытларахӑшне «Пехет» тени килӗшнӗ. Агромаркет валли мобильлӗ приложени те хатӗр, кирлӗ тавара ҫынсем килте ларса та туянайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Забайкалье крайӗнчи Агинское поселокӗнче ухӑран перес енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Олимп резервӗсен Шупашкарти шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Артур Гареев «Компаунд» дисциплинӑра тупӑшса малти вырӑна йышӑннӑ. Кунашкалли пирӗн ентешсен хушшинче 11 ҫул пулман. Ҫапла 11 ҫултан Шупашкара «ылтӑн» тавраннӑ. Спортсмен 20 ҫулта. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Максим Яриков патӗнче ӑсталӑхне туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Шупашкарти хыпарсем» (выр. «Чебоксарские новости») хаҫата халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – 30 ҫулти Елена Леонтьева. Унччен унта Лариса Буланкина тӗп редактор пулнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ӑна тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ. Елена Леонтьева – Мусквран, Леонтьевсен продюсер центрӗнче ӗҫленӗ. Ку эрнекун тухнӑ хаҫатра тӗп редактор хаҫатран хальхи йышши медиацентр тӑвасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шара ҫамрӑксене мунча кӗртесшӗн. Тӗрӗсрех каласан, муниципалитетӑн мунчисем ҫинчен халӑх тетелӗсем урлӑ ытларах каласа кӑтартасшӑн. Шупашкарта паян муниципалитетӑн 8 мунчи ӗҫлет. Вӗсенче пӗр харӑс 450 ытла ҫын ҫӑвӑнма пултарать. «Сывлӑх» акционерсен обществи кӑҫалхи ҫур ҫулта 52,05 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 18 процент нумайрах. «Мунча кӗмелли хаксене хӑйхаклӑхне кура йӗркелеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хак 300-310 тенкӗ тӑрать. 14 ҫула ҫитмен шкул ачисемшӗн 190 тенкӗ тӳлемелле, пенсионерсен — 290 тенкӗ (ку вӑл эрне варринчи хак). 7 ҫулчченхи ачасемшӗн — тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем больницӑра выртакан хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Ҫулланнӑ хӗрарӑма ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Энергозапчасть» общество чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ. Ун ҫумӗнче документсем пулман, ҫынпа вӑл калаҫмасть. Сӑнпа пӑхсан, хӗрарӑм 70-сенче пек курӑнать, хӑй 155-160 сантиметр ҫуллӗш, начаркка кӗлеткеллӗ, ҫутӑ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑрах кӑвак тӗслӗ. Хӗрарӑмӑн алли ҫинче татуировкӑсем пур. Ятсӑр пӳрнин шал енне «чӗре+чӗре=Л» евӗр паллӑсем ӳкерсе хунӑ. Йӗрке хураҫисем хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
lyubimiigorod.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм мессенджерта пуҫлӑхӗнчен ҫыру килнӗ тесе ӗненнӗ те питӗ пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Ҫырура "пуҫлӑх" унӑн йӗрке хуралҫисемпе тата банк ӗҫченӗсемпе калаҫмаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма номер пуҫлӑхӑн пулманни те, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫукки те иккӗлентермен. Кӗҫех ун патне шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗсене такам тапӑннӑ, ҫавӑнпа кредит илсе укҫана "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫармалла имӗш. Хӗрарӑм вӑл каланине итлесе кредит илнӗ 2 миллион тенке ултавҫӑ счечӗ ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Демьян Семёнов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Демьян Семёнов журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, политика тата патшалӑх деятелӗ, пурӑннӑ пулсан паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 85 ҫул тултармаллаччӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна халалласа унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем асӑну каҫне пухӑннӑ. Демьян Филиппович Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата Партин аслӑ шкулӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче литература сотрудникӗнчен пуҫласа тӗп редактора ҫитнӗ. 1988-мӗш ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн секретарьне суйланӑ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн редакципе издательство пайӗнче 11 ҫул тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн правленине 5 ҫул ертсе пынӑ. Демьян Семёнова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденӗпе, тӗрлӗ медальпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» сайтри сӑн Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта паян ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӗнерпуҫ ялӗнче пӑр ӳкнӗ. Ку 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Пӑрӗ путене ҫӑмарти пысӑкӑш, шултрараххи те пур», - пӗлтернӗ ҫынсем. Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта чашлаттарсах ҫумӑр ҫунӑ. Ҫил те вӑйланнӑ, Винокуров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт патӗнчи суту-илӳ палаткисене илсе ывӑткаланӑ. «Пике» фабрика патӗнче вара хурӑн ҫул ҫине персе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл? Ӗҫ вӗҫлентӗр тесе ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 344 миллион та 93,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче подрядчикпе тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе ҫӗннине тупман. Ҫапах ку тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |