Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле «Ҫӗрпӳ – Красноармейски» ҫул ҫинче, Ҫамрӑксен поселокӗ ҫывӑхӗнче, Красноармейски районӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Борис Клементьев аварие лекнине, унта 20 ҫулти водитель вилнине пӗлтернӗччӗ.
Клементьев хӑй те суранланнӑ, пульницӑна лекнӗ. Унта анализ илнӗ, вӑл руль умне ӳсӗрле ларни палӑрнӑ.
Паян вара пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар ҫитнӗ: 55 ҫулти Борис Клементьевӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.