Республикӑра
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ 24 тонна маринадланӑ хӑяр туяннӑ. Ҫавна май ятарласа аукцион иртнӗ. Чи малтанах ведомство 1 млн та 528 пин те 80 тенкӗ сӗннӗ. Мускаври «Платон» организаци 24 тонна хӑяра 1 млн та 107 пин те 438,4 тенкӗпе кӳрсе пама килӗшнӗ. Хӑяр - 3 литрлӑ банкӑсенче, вӗсене тимӗр виткӗчпе питӗрнӗ, упрамалли срокӗ 15 уйӑхран кая мар. Организацин тавара Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи 17-мӗш ҫурта илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Пӑтӑрмахсем
Паян тӑвансем патӗнчен таврӑннӑ май Шупашкартан Ҫӗнӗ Лапсара М7 урлӑ каҫакан ҫул ҫинче авари асӑрхарӑм. Пысӑк тиев машини тӑрать, темиҫе васкавлӑ пулӑшу машинисем, ГИБДД транспорчӗ хӑйӗн ҫуттисемпе мӗлтлетсе тӑрать... Каярах «Руль умӗнче» автофорума пӑхрӑм та — иккен, ку тиев машини васкавлӑ пулӑшӑва ирттерсе яман. Темиҫе видео та пур. Видеосене пӑхсан ҫакӑ паллӑ: тиев машини пысӑк хӑвӑртлӑхпа светофорӑн симӗс ҫути ҫине васканӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машини Ҫӗнӗ Лапсар поселокне каҫса ӳкес тенӗ. Уншӑн хӗрли ҫутӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл, мӗлтлетмӗшне ҫутса, сасӑ кӑларса каҫса каясах тенӗ пулас. Икӗ машина пӗр-пӗрне тӗл пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу машининче виҫҫӗн аманнӑ. Чӑн та, ку ҫул тӑваткалӗ ытла та инкеклӗскер. Пӗрре ман куҫ умӗнчех кунашкал евӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑччӗ. Ун чухне те пулӑмсем йӑлт ҫакӑн пекччӗ. Росгварди машини, светофор ҫинче кӗтсе тӑрас мар тесе (вӗсен ӑҫта васкас-ха тата?) мӗлтлетмӗшпе тата сасӑ кӑларса Ҫӗнӗ Лапсара каҫас терӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Авӑнӑн 27-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче 63 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. 54-ри арҫынна тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, лешӗ ун патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Кил хуҫи хӑнана ҫурӑмӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ ҫав вырӑнта темиҫе сехетрен вилнӗ. 54 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следователь ыйтнипе ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Халӑх дружинникӗ» конкурс иртнӗ. Унта муниципалитет тата хула шайӗнче ҫӗнтернӗ 20 ҫын хутшӑннӑ. Конкурса Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби ШӖМпе пӗрле ирттернӗ. Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк районӗнчи Алексей Тихонов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Канаш районӗнчи Вячеслав Шпаков тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Элӗк районӗнчи халӑх дружинникӗ Эльвира Иванова йышӑннӑ. Малти вырӑнсене тухнисене дипломпа тата парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧР Элтеперӗн телеграм-каналӗнчи сӑн Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь ялӗнче пурӑнакан Татьяна Деевна 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - тыл ӗҫченӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. Татьяна Деевна Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫавӑнтах тӑван колхозӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче трактористка пулнӑ, кайран дояркӑра ӗҫленӗ, колхоз бригадине ҫӳренӗ. Вӑл Карп Захаровичпа 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш районӗнчи пӗр ялти ҫемье кантӑк кӗленчерен пӳрт туса лартнӑ. Ҫурт Опрыскъял ялӗнче вырнаҫнӑ. Тӑрӑшса хӑпартнӑ пӳрт пӑхма питех те хитре. Ку пӳрт ҫинчен халӑх тетелӗнчи темиҫе пабликра хыпарланӑ. Анчах ҫурт камсенне палӑртман. Комментарисенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл пӳрт Павловсен иккен. Хыпара вуланисенчен хӑшӗсем ялӗпех эрех ӗҫнӗ тесе тӑрӑхласшӑн, теприсем камӑн мӗн пур — ҫавӑнтан тӑваҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫисем пушӑ кӗленчесене пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() nmc.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри пилӗк тухтӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ. Ҫав йышра: Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи участок пульницин пӗтӗмӗшле практика врачӗ Альберт Андреев, Республикӑн вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ Вадим Григорьев, Комсомольски районӗнчи тӗп пульницӑн хирургӗ Валерий Козлов, Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн анестизиологипе реанимаци уйрӑмӗн заведующийӗ Галина Кузнецова, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн акушер-гинекологӗ Елена Чернова. Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующине Галина Кольцовӑна «Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() peoples.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн сумлӑ ентешӗмӗр, СССР лётчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитӗ. Унӑн ятне-сумне халӑхра сарас тӗллевпе 2024 ҫулта пирӗн республикӑра уяв мероприятийӗсем иртӗҫ. Ҫавӑн пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутайӗнче «Пехил» монументпа декораци скульптура композицине вырнаҫтарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрнере вара, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, скульптурӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Арт-объектра чӑвашла тумланнӑ арҫынпа хӗрарӑм кӳлепине вырнаҫтарнӑ. Вӗсем — йӑла-йӗркене тытса тӑракансем. Арҫынпа хӗрарӑмӑн икӗ енче пурнӑҫ йывӑҫҫи, вӑл ҫичӗ ӑру ҫыхӑнӑвне палӑртать. Скульптура умне «Ēмēр сакки ҫинче ēмēр пēрле» арт-сак вырнаҫтарнӑ. Скульптура 1,5 тонна таякан арт-бетонтан тӑрать. Унӑн ҫӳллӗшӗ — 2,80 метр. Проект авторӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тав тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Андреев (Эткер). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Патшалӑх Думин сайтӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫей политикӗн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Сӑмах Владимир Жириновский пирки пырать. Ҫакна Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ЛДПР депутачӗ Эдаурд Петров ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ. Ятарлӑ комисси ҫак ыйтӑва авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Хальлӗхе пӗтӗмлетӳ протоколне пичетлемен. Сӑмах май, Владимир Жириновский 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |