Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине пырса тем тӗрлӗ пулӑшу та ыйтаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухтӑрсем пӗчӗк хӗрачан чӗлхине пластик кӗленче пӑккинчен кӑларма пулӑшнӑ. Ача чӗлхине унта интереслӗ пулнипе чикнӗ иккен. Тепрехинче тухтӑрсем тепӗр хӗрачан сӑмсинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ. Вӑл пиччӗшӗпе пулла кайнӑ. Арҫын ача вӑлтана шыва пенӗ те ҫекӗлӗпе ӑнсӑртран йӑмӑкӗн сӑмсине ҫаклатнӑ. Тухтӑрсем ӑна ӑнӑҫлах кӑларнӑ, пӗчӗк пациента киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Неонила Белова. cap.ru сайтри сӑн Соцфонд пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 100 ҫултан каҫнӑ 50 ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 47-шӗ – хӗрарӑмсем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем ытларах Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Вӑрнар районӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Республикӑра 90-99 ҫулсенчи 5,5 пин ытла ҫын кун кунлать. Чӑваш Енри чи аслӑ ҫын – Муркаш районӗнчи Неонила Белова. Вӑл Москакасси ялӗнче кун кунлать. Пӗлтӗр вӑл юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 106 ҫул тултарнӑ. Вӑл – нумай ача амӑшӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ. 6 ача ҫуратнӑран пенсие 47 ҫулта тухнӑ, анчах 81 ҫул тултариччен ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнери канмалли кунсем ӑшӑ пулӗҫ. Вырсарникун термометр 23-24 градус кӑтартӗ. Тунтикун сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варриччен кӑнтӑрла 15-20 градус пулӗ, ҫил вӑйланӗ. Юпан 6-мӗшӗнче 12-14 градус кӑна пулӗ. Анчах сивӗ ҫанталӑк нумайлӑха тытӑнса тӑмӗ. Юпан 7-8-мӗшӗсенче кӑнтӑрла 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Синоптиксем унччен пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗнче пӗрремӗш декада вӗҫӗнче юр ҫумаллаччӗ. Халӗ вара урӑхларах прогноз: юпа уйахӗ варричченех ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/idhypar сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин коллегийӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тата полиграфи отраслӗнче тӑрӑшакансене чысланинчен пуҫланнӑ. Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ» хаҫатӑн тӗп редакторне Лилия Петровӑна чысланӑ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн дизайнерне Марина Ивановӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн Тав хучӗпе хавхалантарнӑ. «Канаш» райхаҫат корреспонденчӗ Василий Лапин Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ пулса тӑнӑ. «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗн переплётчикне Геннадий Захарова «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствин Хисеп грамотисене маларах асӑннӑ издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗн редакторне Елена Атамановӑна тата «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспондентне Ирина Ивановӑна панӑ. Тата темиҫе ҫынна ведомствӑн министрӗн Тав хучӗпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Ключ Медиа" сайтри сӑн Чӑваш Енри ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Владимир хулинче иртнӗ стрит-арт ӳнер фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Асаткин урамӗнчи 31-мӗш ҫурт стени ҫине хӗре ӳкернӗ. Ку - вырӑс юмахӗсенчи сӑнар. Унӑн вырӑс халӑхӗн наци тумӗ хитрелӗхне кӑтартать. Сӑмах май, Ксения Кокель ют ҫӗршывсенче иртекен фестивальсене те хутшӑнать. Германири, Австрири урам галерейисенче унӑн ӳкерчӗкӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Эрнекун, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм 17 сехет те 15 минутра эсир ӑҫта пулатӑр, мӗн тӑватӑр? Сирӗн ҫывӑхра телевизор, компьютер е смартфон пулсан телекурӑмӑн «Культура» каналне тупмашкӑн тӑрашсах сӗнетӗп. Шӑп ҫав вӑхӑтра унта «Письма из провинции» ярӑмри черетлӗ кӑларӑм, документлӑ фильм пуҫланать. Ку ярӑм «Культура» каналпа 20 ҫул хушши пырать ӗнтӗ. Пӗринче унта Хусан пек пысӑк хулапа паллаштараҫҫӗ, тепринче – районпа‑округпа, виҫҫӗмӗшӗнче – тинӗсри утравпа е пӗчӗкҫӗ ялпа. Ку хутӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Тверь облаҫӗн Бологой районӗнчи Денисова Горка (Тенис Сӑрчӗ) ялне ҫитсе килнӗ. Ҫак ял пирӗншӗн мӗнпе кӑсӑклӑ-ха? Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи, Библин чӑвашла куҫарӑвӗн тӗп редакторӗ Ева Николаевна Лисина ҫу уйӑхӗсене (вӑтӑр ҫул ӗнтӗ) ҫак ялта ирттерет. Кӑшт ӗлӗкрех Ева Лисина пиччӗшӗн Геннадий Айхи поэтӑн ҫуллахи «резиденцийӗ» те ҫак касрах пулнӑччӗ. Вӗсен чӑваш, вырӑс тата тӗнче литературине илем кӳрекен чылай хайлавӗ шӑпах ҫавӑнта ҫуралнӑ е тӗвӗленнӗ. Эпир сирӗнпе курма тӑрӑшакан фильмӑн сӑнарӗсем: Тенис Сӑртлӑхӗ, Ева Лисина тата унӑн кӳршисем Евгения Гребеневӑпа Лев Иванов. |
Статистика
![]() Республикӑра утӑ уйӑхӗнче вӑтам шалу 47,8 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет. Кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче организацисенче ӗҫлекенсен вӑтамран 47161,9 шалу илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8027,8 тенкӗ ытларах пулнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчи вӑтам шалу пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен 20 процент пысӑкрах пулнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнчипе танлаштарсан, 11,1 процент ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 19 почта уйрӑмне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Вӗсен проекчӗсем экспертиза витӗр тухнӑ. Ҫав йышра Патӑрьелти, Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑш, Пайкилт ялӗнчи почта уйрӑмӗсем пур. Мӗн юсӗҫ-ха вӗсенче? Алӑкӗсене, чӳрече блокӗсене, урайне, батарейсене, электро-, шыв тытӑмӗсене улӑштарӗҫ. Сусӑрсене кӗрсе тухма та май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() wp-s.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫак кунсенче Златан ячӗллӗ арҫын ача ҫурални пирки пӗлтернӗччӗ. Калинин районӗн ЗАГС пайӗнче халӗ Леон ятлӑ ачана регистрациленӗ. Ку ят мӗнрен пулса кайнин икӗ вариант пур. Вӑл латин чӗлхинчен килнӗ, «лев» /арӑслан/ тенине пӗлтерет. Иккӗмӗш верси: грек чӗлхинчен кӗнӗ, унта та «арӑслан» тенине пӗлтерет. Палӑртмалла: пирӗн ҫӗршывра арҫын ачасене ытларах Лев ят параҫҫӗ. Европӑра вара Леон тата Лео анлӑ сарӑлнӑ. Леони пирӗн ҫӗршывра сайра хутра тӗл пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() leader-id.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре «Мастер коммуникаций» (чӑв. Коммуникаци ӑсти) конкурс иртӗ. Унта халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсем хутшӑнӗҫ. Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ республикӑри тата федераци шайӗнчи ӗҫ тӑвакан органсемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе пӗрле ирттерет. Унта тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ организацисен специалисчӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хусанта «Канаш» хаҫатӑн пӗрремеш каларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |