Тӗнче шайӗнче апат-ҫимӗҫ ӳссех пырать. А ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, The Financial Times хаҫат тӗнче пасарӗнче пӗр тонна рис хакӗ пин доллартан иртни ҫинчен пӗлтерет. Рис хакӗ Вьетнам, Ӗнчӗ, Екипет, Китай тата Камбоджа патшалӑхсем рис экспортне чакарнине пула хӑпарнӑ. Finfacts хаҫат чи пысӑк хак Филиппинри торгра пулнине пӗлтерет — унти пӗр тонна рис хакӗ 1046 доллара ҫитнӗ. Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерес тесе Филиппин правительстви ӑна тӗрлӗ торгсенче туянать, анчах та сутӑҫсем сутасшӑнах мар. Bloomberg агентство пӗлтернӗ тӑрӑх рис хакӗ пилӗк кун ӳсет ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех тулӑ хакӗ те хӑпарать — ку Раҫҫей, Касахстан патшалӑхсем экспорта чарнипе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ хакӗсем хӑпарни тӗнче экономикине самай пӑшӑрхантарать. Экономистсем «агрофляци» (ял хуҫалӑх инфляцийӗ) пирки те калаҫа пуҫланӑ — вӑл экономикӑна ӳсме чарнисӗр пуҫне тӗнчери лару-тӑрӑва та пӑсса яма пултарать. Сӑмахран Африкӑри темиҫе патшалӑхра пысӑк хаксене хирӗҫ забастовкӑсем иртнӗ. ПНО та ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче аталаннӑ патшалӑхсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ.
|
И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа кӗҫех 160 ҫул ҫитет. Вӑл куна тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсем хатӗрленеҫҫӗ — мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ак Мускавсем те ку кун тӗлне «Вӗрентӳҫӗ халалланӑ туслӑхпа килӗшӳ азбуки» ятлӑ юбилей каҫне ирттерме хатӗрленӗ. Юбилей каҫӗ вырсарникун, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Прожектор» КК иртӗ. Пуҫламӑшӗ 16 сехетре.
Каҫ программинче: Арсений Тарасовӑн «Пурнӑҫ тӑршшӗ каҫ» фильм куравӗ; вӗрентӳҫӗн тӑхӑмӗпе тӗл пулни; Чӑваш Енри паллӑ пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗ;
«Прожектор» КК ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Мускав, м. Энтузиастсен шоссейӗ, 1-мӗш Владимир урамӗ, 10 В ҫурт. |
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Н.В. Фёдоров «Чӑваш Республикинчи культурӑна пулӑшу кӳмелли хушма мерӑсем пирки» Хушӑва тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн професионаллӑ пултарулӑх ушкӑнӗсем валли икӗ миллионлӑ виҫӗ грант йӗркеленӗ. «Чӑваш Республикинчи культурӑна пулӑшу кӳмелли хушма мерӑсем пирки» Хушӑва 2006 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ала пусса ҫирӗплетнӗ — унпа килӗшӳллӗн грантсен шучӗ иккӗ пулнӑ, вӗсен пысӑкӑшӗ пӗр миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку грант укҫипе, тӗслӗхрен, «Нарспи» мюзикла лартнӑ.
|
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сана (Йемен тӗп хули) сучӗ сакӑр ҫулхи Йемен хӗрачине упӑшкинчен уйрӑлма ирӗк панӑ.
Ӗҫ-пуҫӗ ҫапла пулса иртнӗ. Икӗ уйӑх ҫурӑ каялла Нуют Мухамет Алине (Nojud Mohammed Ali) ашшӗ 28 ҫулхи Фаес Али Тамӑра (Faez Ali Thameur) качча панӑ пулнӑ. Хӗрачана мӑшӑрлану контрактне вӑйпа алӑ пустарнӑ хыҫҫӑн 18 ҫула ҫитиччен килӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Анчах та эрне иртсен ашшӗ ӑна килӗнчен хӑйӗн упӑшки патне хӑваласа янӑ. Нуют Мухамет Али пулса иртнипе килӗшмен пирки суда ӑна упӑшкинчен уйӑрма ыйтнӑ. Суд унпа килӗшнӗ, ашшӗн Фаеса ҫемье саланса кайнишӗн 250 доллар патнелле укҫа тӳлемелле пулӗ. Качча кайнӑ вӑхӑтра Нуют иккӗмӗш класра вӗреннӗ. Упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл каллех шкула таврӑнӗ. Ку ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн хӗрача ашшӗ килне таврӑнасшӑн мар, куккӑшӗ патӗнче пурӑнӗ.
Йемен саккунӗсем тӑрӑх хуть те миҫе ҫулхи ҫын та пӗрлешме пултарать. Нуют хӳтӗлевҫи (адвокачӗ) Шахти Нассӑр пӗлтернӗ тӑрӑх сакӑр ҫулхи хӗрачапа пулса иртни — час-часах тӗл пулакан пулӑм, вӑл ҫулхи хӗрачасене пинӗ-пинӗпе качча параҫҫӗ тет.
|
Канаш районӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӗрарӑм ушкӑнӗсем хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ушкӑнсем Шӑхасан ялӗнчи физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӑмӑртрӗҫ. Ӑмӑртӑва тӑватӑ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ — Чарпуҫсем, Янкӑлчсем, Чакаҫсем тата Хучелсем. Ку хутӗнче Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ ыттисенчен лайӑхрах вылярӗ — ӑмӑрту кубокне ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсен ушкӑнӗнче Ольгӑпа Марина Кириллова, Зиновьева Галина, Кадушкина Лариса, Иванова Наталья тата Крылова Людмила вылярӗҫ. Янкӑлчсем иккӗмӗш вырӑн, Чакаҫсем — виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
|
Чӑваш ЕНӗн Президент администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Н.В. Фёдоров Мускавра Федерацин физкультурӑпа спорт агентствин ертӳҫипе Вячеслав Фетисовпа тата Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президенчӗпе Валентин Балахничевпа тӗл пулнӑ.
Тӗл пулура вӗсем тӗнче кубокне ирттерессипе хатӗрленӳ ыйтӑвӗсене пӑхса тухнӑ, Валентин Балахничевпа Вячеслав Фетисова Чӑваш Енре кӗтсе илмелли ыйтусене сӳтсе явнӑ.
|
Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, «Тантӑш» хаҫатран парне илчӗҫ — тӗрлӗ тӗслӗ принтера тивӗҫрӗҫ. Парнене вӗсем 2008 ҫулхи пӗрремӗш ҫулталӑк ҫурринче хаҫата ҫырӑнса илессипе ҫыхӑннӑ конкурсра ҫӗнтернишӗн илчӗҫ. Принтера парнелеме хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем шкула хӑйсем ҫитрӗҫ. Ҫакна асӑнса юлмалла — хаҫата ку класра вӗренекен 30 ача тата клас ертӳҫи Надежда Тимакова ҫырӑнса илеҫҫӗ — ҫавна май вӗсем ку парнене тивӗҫлипе тивӗҫлӗ.
|
Гонконгра «Four seasons» (чӑв. Тӑватӑ вӑхӑт) ятлӑ паллӑ хӑна ҫурчӗ вырнаҫнӑ, унӑн ҫӳллӗшӗ — 46 хут. «Франс Пресс» хыпар агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, паллӑ «эрешмен-ҫын» Ален Робер ун ҫине ятарлӑ хатӗрсене усӑ курмасӑр хӑпарнӑ. Ҫӳле ҫитнӗ хыҫҫӑн, яланхи пекех, ӑна ярса тытнӑ. Ку хутӗнче ӑна полици мар, отель сыхлавҫисем ярса илнӗ — спортсмен вӗсемпе калаҫса татӑлман пулас.
Ултӑ ҫӑлтӑрлӑ «Four seasons» хӑна ҫурчӗ Гонконг варринче, финанс урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 46 хутран тӑрать, пӗтӗмӗшле ҫуллӗшӗ 206 метр. Ӑна 2005 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.
|
Fox News канал пӗлтернӗ тӑрӑх Колумбире Неватӑ Тел Уила ятлӑ вулкан ӗҫлеме пуҫланӑ, вырӑнти пуҫлӑхсем хӑрушӑ тапхӑр пуҫланни пирки пӗлтернӗ. Инкек-синкекрен хӑтарас тесе вырӑнта пурӑнакан чылай халӑха хӑруш вырӑнтан куҫарнӑ. Хальлӗхе ҫуртсем ишӗлни пирки хыпар тухман-ха.
Неватӑ Тел Уила — Колумбире вырнаҫнӑ чи ҫӳллӗ ӗҫлекен вулкан. Вӑл Пӑкӑтран (выр. Богота) 270 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Юлашки хут вут-хӗмне пӗлтер ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗрӗхтернӗ. Ун чухне вут-хӗм пӗрӗхнине пула Пайӗспа Симпула юханшывсем ҫырантан тухнӑ, кӗперсемпе ҫулсем ишӗлнӗ. Пӗлтӗр вӑл вӑхӑтра пурӗ 3,5 пин ҫын хӑйсен вырӑнне пӑрахса кайма тивнӗ.
|
Елчӗк районӗн ҫуллахи спорт мероприятисем «Елчӗк Ен» парнисемшӗн ӑмартакансен ҫамӑл атлетика кросӗпе пуҫланчӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртрӗ.
Вӑтам пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Курнавӑш шкулӗ тухрӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче пӗрремеш вырӑна Хӑвӑлҫырма шкул ачисем тухрӗҫ. Аслисем хушшинче ҫаксем ҫӗнтерчӗҫ: * 500 метр тӑршшӗнче хӗрарӑмсем хушшинче — Надежда Седова; * 500 метр тӑршшӗнче арҫынсем хушшинче — А.Васильев; * Ветерансем хушшинче арҫынсечен чи хӑвӑрт тухаканни — М.Скворцов;
Ҫӗнтернӗ ушкӑнсем куҫакан кубоксемпе дипломсене тивӗҫрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене вара «Елчӗк Ен» хаҫата ҫурҫуллӑх ҫырӑнтарса пачӗҫ.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |