Муркаш районӗнчи Мулкачкассинчи Уралекки урамӗнче пурӑнакансем утрав ҫинчи пекех пурӑнаҫҫӗ. Ял халӑхӗ йӗркеллӗ ҫул ҫуккипе нушаланнине Чӑваш Енӗн патшалӑх телекуравӗпе радиокомпанийӗ кайса курнӑ.
Уралекки урамӗпе йӗпе-сапара кӑна мар, типӗ ҫанталӑкра та ҫӳреме нушаллӑ. «Машинӑпа кӗрсе тухма май та ҫук», — пулӑшу ыйтса тележурналистсен куҫӗнчен тӗмсӗлнӗ, сӑмахран, Алексей Смелов.
49 хуҫалӑхлӑ Уралекки урам тӑршшӗ — ҫухрӑм ҫурӑ. Пушар машини урама урама кӗрейменнипе нумай пулмасть 2 ҫурт ҫунса кӗлленнине те каласа кӑтартнӑ ял ҫыннисем. Тепӗр ватӑ васкавлӑ пулӑшу машинине кӗтсе илеймесӗр инсульта пула куҫне хупнӑ.
Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Бардасов хӑй те Мулкачкассинчи Уралекки урамӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл тӑрӑхри 14 яла ертсе пыма ӑна пӗлтӗр шаннӑ. Тӑван ял урамӗнче ҫул сарма вӑл хӑй те тахҫантанпах ӗмӗтленет иккен. «Проекчӗ пур, халӗ ытти кирлӗ документсене хатӗрлеме тытӑннӑ», — тенӗ Станислав Бардасов. Ҫул сарасса Уралекки урамӗсен сахалтан та тепӗр 2—3 ҫул кӗтме тивӗ. Ҫак шухӑша палӑртнӑ вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче.
Источник: http://chgtrk.
Муркаш районӗнчи Оринин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫӑвана сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ, ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унти ял тӑрӑхӗнче.
Чӑн та, ҫӑва картисене тирпейлессипе ҫулсеренех шӑматкунлӑхсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак сӑлтавпах Мулкачкасси тата Ҫеменькасси ял ҫӑвисенче вырӑнта пурӑнакан хастарсем пухӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле кашниех ӗҫ хатӗрӗсем илсе тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑк-туратран, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурт юрӑхсӑра тухни ял халӑхне тахҫанах пӑшӑрхантарнӑ. Унта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса укҫа пухма килӗшсе татӑлнӑ. «Восток» ял хуҫалӑх ертӳҫи Валентина Налимова хуҫалӑхри пахча ҫуртне куҫарса кайма ирӗк панӑ.
Мулкачкасси ҫӑви ҫинчи ҫурта ҫӗнетсе хута ярассипе тимлеҫҫӗ. Ку ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине Мулкачкассинче пурӑнакан, ҫак ял старости, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.А. Калинин хӑй ҫине илнӗ. Ӑна пулӑшаканӗсем — ялта пурӑнакансемех: Николай Галкин, Юрий Галкин, Аркадий Иванов, Виталий Ефремов, Вячеслав Калинин.
Ҫӗмӗрле районӗнче те ял кунӗсене паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Утӑн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ҫыннисем уява пухӑннӑ. Вӗсем уяв лапамне илемлетнӗ, кӗвӗ янӑраттарнӑ.
Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Николаев ентешӗсене нумай ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов Евгения Отнюковӑна, Мария Игнатьевана район аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Никитина та нумай ҫул пӗрле пурӑнакан Александрпа Людмила Козловсене, Петрпа Алевтина Андрюшкинсене саламланӑ.
Унтан пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ. Ҫынсем пӗр-пӗрне уявпа саламласа чун каниччен савӑннӑ.
Сӑнсем (24)
Хальхи вӑхӑтра унта та кунта ял уявӗсем иртеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи мулкачкассисем те ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Кил-таврашри, урамри ҫӳп-ҫапа пуҫтарса, вӗлтӗренсене ҫулса тирпейленӗ. Уяв кунӗ ҫитсен ял варринче вырнаҫнӑ клуб умнелле васканӑ.
Уяв программине вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Волков уҫнӑ, пурне те ҫирӗп сывлӑх, савӑк кӑмӑл суннӑ, тивӗҫлисене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ, Оринин ял тӑрӑхӗнчи ветерансен канашӗн ертӳҫи В.И. Вязов, ял старости В.А.Калинин, Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов килнӗ хӑнасене, ял-ҫыннисене саламланӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан И.А. Ершова пухӑннисене Мулкачкасси ял историйӗпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, мулкачкассисем хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑвашла стенд та йӗркеленӗ — хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ вырӑсла йӗркелеме хӑнӑхнине шута илсен вӗсене куншӑн мухтамалла кӑна.
Ҫавӑн пекех уява пухӑннисем пурте тутлӑ шашлӑкпа, вӗри шӳрпепе сӑйланнӑ. Ачасене савӑнӑҫлӑ пултӑр тесе Лапкас ялӗнче ҫуралса ӳснӗ М.А. Игнатьев усламҫӑ батут вырнаҫтарнӑ. Ачасен хаваслӑ кулли тахҫанчченех янранӑ.
Муркаш районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ хастар — чылай мероприятирен айккинче юлмаҫҫӗ. Темӗнле пулсан та — чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Ку енӗпе культура ӗҫченӗсем самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ав Орининти информаципе культура центрӗнче кӑҫал чылай мероприяти иртнӗ. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай пулин те пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарма вӑхӑт тупаҫҫӗ. Атапайри «Сурпан», Мулкачкассинчи «Пучах», Орининти «Шуракӑш» тата «Орин ен» пултарулӑх ушкӑнӗсем Муркаш районӗпе республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашне те ҫитсе килнӗ.
Мулкачкассинчи «Пучах» ушкӑн Мари Республикинчи Звенигово районӗнче иртнӗ Акатуя хутшӑннӑ ав. «Сурпан» Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестивале (Ҫӗрпӳ районӗ) ҫитнӗ. Москакассинчи «Пилеш» ташӑ ушкӑнӗ вара Алтая таранах кайса килнӗ.
Утӑн 13-мӗшӗнче «Пучах» каллех уява ҫитнӗ. Хальхинче — Шупашкар районӗнчи Атӑльял уявне. Уяв вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Ял мӗнле пуҫланса кайнине кӑтартнӑ.
Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси.
Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ял клубне.
Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Ҫурлатӑри ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Муркаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ.
Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши Орининти ял вулавӑшӗнче вай хунӑ.
Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ,
Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать.
Ялан малти ретре вӑл пулӗ,
Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать.
Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл,
Анчах та унсӑр ним те ҫук.
Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр,
Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух!
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе Оринин — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван Муркаш районӗнчен тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |