Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче йӗрке хуралне Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи пӗр ҫуртра ватӑ ҫын виллине тупнине пӗлтернӗ.
Кинемей 1927 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев материалӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кинмей пӗччен пурӑннӑ. Хваттершӗн тӳлемелли коммуналлӑ тӑкаксем пухӑннӑран Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ватӑскерӗн алӑкне ҫӗмӗрсе кӗнӗ.
Хваттере кӗрсен хуҫин виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа велернин йӗрӗ ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн килӗнче 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна ун ҫумӗнче тупнӑ транспортпа ҫӳремелли билет тата лавккаран туяннӑ сӗт хутаҫӗ ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта унӑн вилли унтах выртнӑ.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшӗпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.