Ҫӗпрел районӗнче кӗрешӳ спорчӗ аван аталанса пырать. Николай Угаслов ҫывӑх вӑхӑтра кашни чӑваш шкулнех кӗрешӳ кавирӗ туянса пама шантарчӗ. | ||
Интертетелте Балтай Микуҫӑн блогӗ уҫӑлни ҫинчен сире пелтересшӗн. Вӑл http://baltaj.blogspot.com вырнаҫнӑ. Микуҫ медаль ӑсталас ӗҫпе 25 ҫул ӗслет ӗнтӗ — ун блогӗнче вӗсемпе эсир паллашма пултаратӑр. Тӗслӗхрен, Атилла патшана халалласа тунӑ медальне курма май пур. Енчен те Балтай Микуҫпа мӗн пирки те пулин калаҫса илмелли пур пулсан, унӑн электронлӑ адресӗ: mikus2@narod.ru | ||
Элӗк районӗн ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» кӗнекепе паллаштаракан мероприяти иртрӗ. Кӗнекене «Чӑваш Ен» фонд кӑларнӑ. Сӑмах май, фонд ҫамрӑксем хушшинче литература енчи пултарулӑха уҫас ӗҫпе тӑрмашать. Кӗнекепе вулавӑх заведующийӗ Гордеева Раиса Митрофановна паллаштарчӗ. Кӗнекере Элӗк районӗн ачисен ӗҫӗсем те пур.
«Анне ӑшши» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Абанникова Ирина, «Ҫутӑ ҫалтӑрӑм» калавшӑн Михайлова Анжелика, «Чаранӗ–ши килти ҫил–тӑвӑл» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Степанова Августина, «Хӗр чӗри» калавшӑн Кузнецова Кристина «Чӑваш чӗлхеллӗ проза» номинацийӗн дипломанчӗ ятне илнӗ. «Вутпа ан выля» пьесӑшӑн чӑвашла драматурги енӗпе Абанникова Ирина пӗрремӗш вырӑн, Михайлова Анжелика «Пирӗн те пурӑнас килет» пьесӑшӑн — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӗнекепе паллаштарма ҫаврӑк ҫыравҫӑсем те килнӗччӗ. Кузнецова Кристинӑпа Степанова Августина хӑйсем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем мӗн пӗчӗкренех сӑвӑ ҫырма юратнӑ. | ||
Кӗлӗмкассинчи вӑтам шкула пырса кӗрсенех, куҫ умне тӗрлӗ ӳкерчӗксем тухса тӑраҫҫӗ. Ӳкерчӗксен куравне 8 класра вӗренекен Татьяна Белова йӗркеленӗ. Таня тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӑйӗн ӑсталӑхне Йӗпреҫри ӳнер шкулӗнче аталантарать. Графика, натюрморт, тӗрлӗ тӗслӗ композици - тӗрлӗ жанрпа ӑсталанӑ ӗҫсем куракансене чӑннипех те илӗртеҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене ачасем кӑна мар, вӗрентекенсем те пысӑк хак пачӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫӗнтерӳшӗн, 2008, 10-11 № | ||
Диплом ӗҫӗ
| ||
Кино куравӗНарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» илемлӗ фильм куравӗ пулать. Кино кӑларма Анат тата Тури Ачаксем хастар хутшӑннӑ, артистсене кӗпе тумтирсем тупса панӑ, хӑйсем те эпизодла рольсенче вылянӑ. Халӗ кино ӳкерекенсем ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫакӑ куракансен сӗнӗвӗсене тата вӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илме, малашне халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен киносем кӑларма пулӑшӗ. | ||
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай ялӗнче В.Г. Васильева асӑнса волейбол Кубокӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва 7 ушкӑн хутшӑнчӗҫ: Тӑвай районӗнчен тӑватӑ ушкӑн, иккӗ Муркаш районӗнчен тата Шупашкарти «Старко» ҫурт тӑвакан фирмӑн ушкӑнӗ. Ӑмӑртӑва ирттерекенсемпе курма килнӗ хӑнасем вӑйӑсем интереслӗ иртнине, пур ушкӑн та мала тухассишӗн пӗтӗм вӑйне хунине палӑртрӗҫ.
Вӑйӑ ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе темле тапӑҫнӑ пулин те ӑмӑртӑва районти ушкӑн ҫӗнтерсе илчӗ: пӗрремӗш вырӑн «Дорстрой» ООО ушкӑнне лекрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Старко» фирмӑн ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшне «Тушкил» ЯХПК ушкӑнӗ лекрӗ. Вӗсене пурне те Дипломпа парнесем пачӗҫ. Парнесем чи лайӑх вылякансене те лекрӗҫ.
| ||
«Етӗрнен халӑха социаллӑ пӑхакан центрӗн» кун хӑналӑхӗн пайӗнче Здорнова Мария Михайловна тыл ӗҫченӗн чуслав каҫӗ иртрӗ. Чыслав каҫӗ «Ыр шанӑҫпа ӗҫченлӗх тата ырлӑх нумай ҫул тӑсӑлтӑр» ятпа иртрӗ.
Мария Михайловна ку ҫул 85 тултарать. Пурнӑҫӗ унӑн вӑрӑм пулнӑ. Чыслав каҫне килнӗ хӑнасем Мария Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине кӑмӑллӑн итлерӗҫ. Мероприятинче юрату, ашшӗ-амӑшӗ, ҫамрӑклӑх ҫинчен юрӑсем нумай янрарӗҫ.
Пирӗн пӗрлӗх Мария Михайловнӑна ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫӗнче телей сунать.
| ||
Палтай шкулӗнче «Музей тата ачасем» уйӑхлӑхне кӗрекен Тани Юн ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитне ятпа ятарлӑ каҫ иртрӗ. Чи малтан шкулти таврапӗлӗвӗн кружокӗнче тӑрӑшакан ачасем пӗрремеш чӑваш актрисин кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн ятарласа чӗнсе илнӗ Халӑх Академикӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Валерий Венедиктович Муравьев Тани Юнпа унӑн мӑшӑрӗ ҫинчен каласа пачӗ — вӑл вӗсене пӗлнӗ, вӗсемпе хутшӑннӑ. Валерий Венедиктович ҫакна та каласа хӑварчӗ — халӑх ӑсӗнче Тани Юн пӗрремӗш актриса пек юлнӑ. Шел те, ун шайне ҫитекен Чӑваш Енре урӑх пулман. Юлашкинчен вара Тани Юнпа лайӑхрах паллашмашкӑн Валерий Муравьев шкул вулавӑшне хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Хӑнасене ҫавӑн пекех Серебрякова Н.В. ертсе пыракан фольклор кружокӗнчи ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ачасем ҫавӑн пекех Тани Юн пултарулӑхӗнчи пӗр сценӑна та выляса пачӗҫ.
| ||
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче «Культура» телеканалпа Чӑваш Ен тата Шупашкар пирки каласа паракан фильм эфира тухать. Кӑларӑм 13 сехет те 35 минутра пуҫланать. Сюжет никӗсӗ — К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми 100 ҫул тултарнипе ҫыхӑннӑ. Илемле фильм "Письма из провинции" ярӑмри пӗр передача. Ҫитес кӑларӑм чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ пирки, культури тата халӑх йӑли-йӗрки ҫинчен пулӗ.
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |