Чӳкӗн 23 Чӑваш патшалӑх филармониӗнче "Марий Эл" патшалӑх ташӑ ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Пурне те ҫак концерта чӗнетпӗр. "Марий Эл" патшалӑх ташӑ ансамблӗ мари халӑхӗн ташӑпа кӗвӗ пултарулахне пухса ӑна сарассишӗн тӑрӑшать. Ансамбль "Марий Эл" сюитине кӑтартӗ. Ҫӑлкуҫ: Cap.ru |
Удмуртире иртнӗ «Воткинск – П.И. Чайковскиӗн ҫуралнӑ вырӑнӗ» IV ача-пӑча ӳнер исскуствин регионти фестиваленчи Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗпе хисепленсе тӑракан кӗвӗ училищи студенткисем «композици» номинациӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурсра Пермьри, Кироври, Удмуртири, Аялти Тагилӑн, Тутарстанӑн, Пушкӑрт Республикин тата Чӑваш Енри 38 ҫамрӑк ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Елена Фёдорова тата Ирина Алмазова ҫӳллерех ассӑнӑ номинацире пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑ. Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru |
Шупашкарта чӳкӗн 20 "Кӑвакарчӑн — туслӑх палли" ятлӑ кӑвакарчӑнсен куравӗ иртнӗ. Курава "Карӑш" центр тата Шупашкарти кӑвакарчӑнсене пӑхакан клуб йӗркеленӗ. Куравра 18 тӗслӗ 134 кӑвакарчӑна курма пултарнӑ. Пурӗ 200 ытла ҫын куравра пулса курнӑ. |
К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ ячӗпе Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче литература каҫӗ иртнӗ. Ку каҫ пултаруллӑ сӑвӑҫӑ ҫуралнаранпа 115 ҫул ҫитни тата музейе уҫнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ячӗпе иртернӗ. Кунтах К.В. Ивановӑн "Нарспи" поэми ҫине ӳкернӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлчӗ. Валери Тургай "Нарспи" поэми пичӗтленнине 100 ҫул ҫитнине мӗнле уявласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
"Грани" хаҫатпа пӗрле иртернӗ Ҫӗнӗ Шупашкар валли слогансем хатӗрлес конкурс вӗҫленнӗ, унӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ: 1 вырӑна Синицин Евгенийӗн "Красив, уютен, чист и молод - Мой самый лучший в мире город!" слогана палартнӑ. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
Етӗрне районӗн депутатсен пухӑвӗнче Етӗрне районӗн уставӗн ҫӗнӗ редакциӗне йышӑннӑ. Кунта районӑн кивӗ уставӗпе паллашма пултаратӑр, ҫӗннине халлӗхе район сайчӗ ҫине кӑларса хуман. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
Канаш хула библиотекинче хула уставне халӑха вуласа панӑ, сӳтсе явнӑ. Ҫурла уйӑхӗнчех устава хула периодикӑллӑ кӑларӑмӗсенче пичӗтленӗчӗ. Ҫав майпа вара пур ҫынӑн та хула уставӗпе паллашма, хӑйӗн сӗнӗвесене пама май пулнӑ. Хальхинче панӑ сӗнӳсене протокола кӗртнӗ, проекта хула депутачӗсен пухӑвӗн пулас заседаниӗнче йышӑнӗҫ. |
"Сириус" ача-пӑча театр студиӗ хӑйсем патне пӗчӗк артистсене чӗнет. Студи Елчӗкӗн халӑх театрӗ ҫумӗнче ӗҫлет. 1994 ҫулта пуҫарӑнтарса ярнӑ хыҫҫӑн кунта темиҫе ушкӑн вӗренсе тухнӑ. Студи темиҫе спектакль лартнӑ. |
Чӳк уйӑхӗн 18 Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн 45 ҫула ҫитнине уявлать. Уяв программипе кунта паллашма пулать. Кӗскен каласан, эстафета, музейсенче тӗрлӗ куравсем, конкурсем, концертсем (тӗслӗхрен, Ефим Шифрин "Химик" КК хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартӗ) иртӗҫ. |
чӳк уйӑхӗн 4-8 хушшинче Пензӑра иртнӗ "Созвездие" ятлӑ ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗнче Куславвкари интернат шкулӗнчи духовой инструмент ансамблӗн коллективӗ чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Фестивалте 28 регионтан 250 хутшӑнакан пулнӑ. Ачасем Пушкӑрт, Калмыки, Мордови, Чӑваш, Кабардин-Балкари Республикинчен, Краснодар тата Ставрополь енӗсенчен, Белгород, Владимир, Иваново, Кострома, Ленинград, Липецк, Мурманск, Чулхула, Оренбург, Орел, Пенза, Пермь, Рязань, Самара, Саратов, Свердловск, Тамбов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен хутшӑннӑ. Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |