Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Хастар ветеран сакӑрвуннӑра!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Rodionova04061969 27.02.2014 10:45 | 1640 хут пӑхнӑ
Персона

Мӗншӗн пурӑнать ҫӗр ҫинче этем? Мӗн-ха вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнчи тӗп тӗллев? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама ырӑран та ырӑ, сӑпайлӑран та сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпин, пурнӑҫӗн саманчӗсене палӑртса хӑварас килет. Этемӗн ҫӗр ҫинчи тӗп тӗллевӗ – хӑй вырӑнне тупса, пӗтӗм кӑмӑлтан, чуна парса ӗҫлесе, халӑха, ҫӗршыва усӑллӑ ҫын пуласси.

Ҫакӑн пек ҫынна, Клара Александровна Смеловӑна, сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама пухӑннӑ та ял халӑхӗ нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ял клубне.

Клара Александровна Смелова 1934 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Ҫурлатӑри ялӗнче учитель ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ, Алексеев Александр Алексеевич, шкулта ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ. Амӑшӗ, Федосия Сергеевна, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Муркаш шкулӗнче пуҫламӑш класс ачисене ӑс панӑ.

Ҫын хӑйӗн тивӗҫне мӗнле пурнӑҫласа пырасси ҫынран хӑйӗнчен нумай килет. Мӗн ачаранах йывӑрлӑх тути-масине астивнисем вара нимӗнле ыйту ҫине те ҫиелтен пӑхмаҫҫӗ. Акӑ, Клара Александровна Смелова 31 ҫул хушши Орининти ял вулавӑшӗнче вай хунӑ. Унӑн ҫак сферӑра вӑй хунӑ ӗҫ стажӗ пӗтӗмпе 40 ҫул. Оринина ӗҫлеме киличчен Клара Александровна Муркашри сельхозтехникӑра вулавӑшҫӑ пулса ӗҫленӗ, унтан Ҫурлатӑринчи ял вулавӑшӗнче тӑрӑшнӑ. 1956-мӗш ҫулта Ҫӗрпӳри вулавӑш техникумне вӗренсе пӗтерни ҫинчен ятарлӑ диплом алла илет. 1961 ҫулта библиотекарь пӗлӳне илнӗ специалиста кӗнекисемпе пӗрлех Мулкачкасси ялне ӗҫлеме куҫараҫҫӗ. Тепӗр чухне Клара Александровна шӳтлесе: «Ман пек пуян хӗр Мулкачкасси ялне килмен те пулӗ. Эпӗ 7 000 кӗнекепе, пысӑк пуянлӑхпа, качча килтӗм», — тет. Мӗншӗн тесен 1963-мӗш ҫулта январь уйӑхӗнче Мулкачкасси каччипе, Смелов Анатолий Мефодьевичпа пӗрлешсе пӗр ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Пӗр хӗрпе икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтерсе, пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ Клара Александровнӑпа Анатолий Мефодьевич.

1963 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа, 31 ҫул хушши пӗр улшӑнмасӑр, Клара Александровна Оринин вулавӑшӗнче вӑй хурать. Хушнӑ ӗҫе яланах тирпейлӗн, кирлӗ пек туса пыма тӑрӑшать. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тата ун хыҫҫӑн та 5 ҫул хушши ӗҫре тӑрӑшуллисен ретӗнче пынӑ Клара Александровна. Вӑл хӑйӗн ӗҫне чунтан юратакан культура ӗҫченӗ. Унӑн ӗҫӗсен пысӑк пахалӑхне тата пултаруллӑхне тӗрлӗ дипломпа хисеп хучӗ, Тав ҫырӑвӗ ҫирӗплетет. Ял тӑрӑхӗнче ирттерекен тӗрлӗ мероприятисенче те яланах хастар хутшӑнать хисеплӗ ветеран. Вӑлах театр сцени ҫинче те, ветерансен хорӗнче те яланах кӗтнӗ ҫын. «Ӗҫ ветеранӗ», телейлӗ амӑшӗ, юратнӑ асанне, ҫепӗҫ кукамай. Унӑн 4 мӑнук тата 2 мӑнук ачи. Паянхи кун вӑл кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемьипе, Володьӑпа, Наташа кинӗпе тата мӑнукӗсемпе пурӑнать.

Уяв каҫӗнче Клара Александровнӑна саламлама Оринин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С.Волков, депутатсен районти Пухӑвӗн депутачӗ В.Г. Иванов, Муркаш районӗнчи ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи М.В. Виноградова, Муркаш районӗнчи культура ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗн ертӳҫи Е.И.Налимова, Орининти информаципе культура центрӗн ертӳҫи В.А.Васильева, ветерансен «Оринин» халӑх хорӗ ячӗпе Е.Ф.Никитина, ачисемпе мӑнукӗсем килсе ҫитрӗҫ. Оринин ял тӑрӑхӗнчи РФКП секретарӗ В.П.Васильев Клара Александровнӑн кӑкӑрӗ ҫине «М.В.Ломоносов 330 ҫулта» медале ҫакса чысларӗ. Хисеп хучӗсемпе тав ҫырӑвӗсем, чечексем парнелерӗҫ хӑнасем.

Вӑрӑм ӗмӗрӗн пурнӑҫ сукмакӗпе малашне те ҫирӗппӗн утма тата чун-чӗрери ҫӗкленӳллӗхпе ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшӳпе тату пурнӑҫ, юрату сунчӗҫ.

Юбилей каҫне «Оринен» халӑх ветерансен хорӗпе Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем илем кӳчӗҫ.

Саламласа сунатпӑр ырлӑх.

Пуринпе те пулӑр тарават.

Сакӑрвуннӑра та пултӑр сывлӑх,

100 ҫула ҫитмешкӗн вӑй-хӑват!

Сӑнсем (38)

#Муркаш районӗ, #Оринин ял тӑрӑхӗ, #Мулкачкасси, #Ҫурлатӑри, #юбилейсем, #Муркаш, #Ҫӗрпӳ, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем