Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

ЧӲК
26

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 26.11.2005 15:31 |

Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпӗҫ вӑтам шкулӗнче Аруй Михаил Филлипович ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине, тата шкула никӗсленин 165 ҫул ҫинтине халалланӑ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Конкурса А.И.Борисов уҫнӑ. Пурӗ вӑтӑрпиллӗкӗн хӑйсен тата М. Аруй сӑввисене вуланӑ. Пӗрремӗш вырӑнсене Раиса Ивановна Долгова (чӑваш чӗлхипе литературине малтан ку шкулта вӗрентнӗ), Катя Романова тата Аня Круглова (1 клас), Александр Петров (5 клас), Наталия Краснова (10 клас) йышӑннӑ. Вӗсене грамотӑсем тата парнесем панӑ.

 

ЧӲК
24

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 24.11.2005 14:01 |

Литература кӗтесӗ К.В. Ивановӑн тата темиҫе сӑввипе тата "Хальхи самана" поэмипе пуянланчӗ. Ҫӗнӗ сӑвӑсем: "Ешӗл вӑрман айккипе..." , "Ватӑ вӑрман шухӑшӗ", "Кӗркенне", "Килсе ҫитрӗ кӗркунне..."

 

ЧӲК
23

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 23.11.2005 22:54 |

Чӳкӗн 25 Туҫи Мӑрат вӑтам шкулне туса хунипе 110 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сӑмах май каласан шкула 1895 ҫулта никӗсленӗ.

Уява шкултан вӗренсе тухнисене, вӗрентекенсене, хӑнасене чӗнеҫҫӗ. Юбилей валли "Туҫи Мӑрат шкулӗ: ӗнер, паян, ыран" стенд йӗркеленӗ. Унта хӑнасем малтанхи тата хальхи шкул пурнӑҫӗпе, шкулӑн малашлӑхӗпе паллашма пултараҫҫӗ.

 

ЧӲК
23

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 23.11.2005 18:51 |

Шупашкарӑн Калинин районӗнчи 177 номерлӗ ача-пӑча сачӗнче кашни ҫул Анне Кунне халаласа халӑх кӗпе-тумӗн уявне иртереҫҫӗ. Кӑҫал та чӳк уйӑхӗн 21-пе 22 хушшинче иртернӗ. Ача-пӑча сачӗнче воспитани илекен ачасен асаннесем ачасене чӑваш, вырӑс тата тутар халӑхӗн кӗпе-тумӗсене кӑтартрӗҫ.

Уяври сӑнӳкерчӗксене кунта курма пулать.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

ЧӲК
22

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 22.11.2005 19:29 |

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Акцыновия – юрату планети» ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 500 ӗҫ патнелле ярса панӑ. Вӗсенчен суйласа илнӗ 100-нe экспозицинче курма май пур.

Хӑш пӗр ӗҫсене эсир кунта курма пултаратӑр.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

ЧӲК
22

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 22.11.2005 19:20 |

Шупашкарта "Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ" хула конкурсне ирттерме йышӑннӑ.

 

Ҫaкӑн ҫинчен хула пуҫлӑхӗ Николай Емельянов хушу кӑларнӑ. Конкурс 2005 ҫулхи раштавӑн 17-пе 28-мӗш хушшинче иртӗ. Виҫӗ номинаци пулӗ:

1. Социаллӑ сферӑра ӗҫлекен учрежденисен ҫӗнӗ ҫул валли ерешлетнӗ чи капӑр кантӑк е витрина.

2. Социаллӑ сферӑра ӗҫлекен учрежденисен ҫӗнӗ ҫул валли ерешлетнӗ чи капӑр малти алӑк е ҫурт умӗ.

3. Учрежденисем ҫумӗнче вырнаҫнӑ лаптӑксенчен чи тирпейлӗ те чи лайӑх уява хатӗрленнисем.

Конкурса 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 15 пӗтӗмлетӗҫ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.Ru

 

ЧӲК
22

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 22.11.2005 17:07 |

Ыран (23.11.05) Вӑрнар районен «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫачӗн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 75 ҫул ҫитнине уявлӗҫ. Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1930 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ.

Хаҫат малтан «Социализм ҫулӗпе» ятлӑ пулнӑ. 1962 ҫулта хаҫата хальхи ята панӑ. Xаҫата «Вӑрнар издательство ҫурчӗ» кӑларать.

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

ЧӲК
21

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 21.11.2005 18:29 |

Чӳкӗн 23 Чӑваш патшалӑх филармониӗнче "Марий Эл" патшалӑх ташӑ ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Пурне те ҫак концерта чӗнетпӗр.

"Марий Эл" патшалӑх ташӑ ансамблӗ мари халӑхӗн ташӑпа кӗвӗ пултарулахне пухса ӑна сарассишӗн тӑрӑшать. Ансамбль "Марий Эл" сюитине кӑтартӗ.

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

ЧӲК
21

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 21.11.2005 17:51 |

Удмуртире иртнӗ «Воткинск – П.И. Чайковскиӗн ҫуралнӑ вырӑнӗ» IV ача-пӑча ӳнер исскуствин регионти фестиваленчи Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗпе хисепленсе тӑракан кӗвӗ училищи студенткисем «композици» номинациӗнче ҫӗнтернӗ.

Конкурсра Пермьри, Кироври, Удмуртири, Аялти Тагилӑн, Тутарстанӑн, Пушкӑрт Республикин тата Чӑваш Енри 38 ҫамрӑк ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Елена Фёдорова тата Ирина Алмазова ҫӳллерех ассӑнӑ номинацире пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑ.

Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru

 

ЧӲК
21

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 21.11.2005 17:30 |

Шупашкарта чӳкӗн 20 "Кӑвакарчӑн — туслӑх палли" ятлӑ кӑвакарчӑнсен куравӗ иртнӗ. Курава "Карӑш" центр тата Шупашкарти кӑвакарчӑнсене пӑхакан клуб йӗркеленӗ.

Куравра 18 тӗслӗ 134 кӑвакарчӑна курма пултарнӑ. Пурӗ 200 ытла ҫын куравра пулса курнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3835, 3836, 3837, 3838, 3839, 3840, 3841, 3842, 3843, 3844, [3845], 3846, 3847, 3848, 3849
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 12

1874
151
Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1944
81
Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ.
2005
20
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...