Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Канмалли кунсенче Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче, Раҫҫейри ытти ялсемпе хуласенчи пекех, «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2013» чупу иртрӗ. Унта хутшӑнма хаваспах шкул ачисем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те хаваспах килӗшрӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑтра чупӑва хутшӑнма хапӑл тӑвакансем Кӗтне юханшывӗ хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ. Алексей Викторович Гаврилов вӑй-хал культурин учителӗ пурне те пӗлсе йӗркелесе пычӗ. Шкулта ӗҫлеме тытӑнни нумай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, ун сӑмахне пурте вырӑна хурса итлесе-туса пычӗҫ. Чӑн малтанах старта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем тухрӗҫ. Ун хыҫҫӑнах ӑмӑртӑва пиллӗкӗмӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекен арҫын ачасем тухрӗҫ, хыҫҫӑнах — ҫак ушкӑнти хӗрачасем. Каярахпа — вӗрентекенсемпе ӳнер ӗҫченӗсем те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ӳкрӗҫ.
Хӗрачасем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Диана Ятманова тивӗҫрӗ, арҫыначасем хушшинче — ҫак класрах вӗренекен Максим Белков. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ, ытти хутшӑнакансене — сертификатсем. Пуринчен пахи вара — пурте харӑс пӗрле уҫӑ ҫутҫанталӑка тухса сывӑ пурнӑҫ йӗркисене пӑхӑнни. Хаваслӑ кӑмӑлпа ҫирӗп сывлӑхран пахи пурнӑҫра ҫуках ӗнтӗ.
