Чӑваш Енри эмел лавккисенче спиртлӑ препаратсене пули-пулми сутма чарӗҫ. Ҫакна тума мӗн хистенӗ-ха? «Симӗс ҫӗлен» авӑрне лекнисем шӑпах ҫакнашкал эмелсемпе наркӑмӑшланаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫак ыйтӑва ҫавра сӗтелре сӳтсе явнӑ. Унта пысӑк аптекӑсен ертӳҫисене те чӗннӗ. Эрех-сӑрапа туслашнисем укҫа перекетлес тесе аптекӑра спиртлӑ шӗвек туянаҫҫӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен препарата кӳпсе лартаҫҫӗ, наркӑмӑшланнӑскерсене пульницӑна илсе ҫитереҫҫӗ.
Чӑваш Республикинче, 2012 ҫулпа танлаштарас пулсан, алкоголизм чирӗпе апӑракансен йышӗ 0,3 процент чакнӑ. Эрех-сӑрапа наркӑмӑшланакансен хисепӗ те пӗчӗкленнӗ. Ҫапах ку ыйту халӗ те ҫивӗч-ха.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Богданова аптекӑсене «фанфуриксене» спиртлӑ мар шӗвексемпе ылмаштарма сӗннӗ. Харпӑр аптекӑсен ертӳҫисене ҫакнашкал проектӑн меморандумне панӑ.
Икӗ пысӑк аптека тетелӗ ҫакнашкал условисене йышӑннӑ. Вӗсем ыттисене тӳре-шарасен пуҫарӑвне шута илме чӗнсе калаҫҫӗ.