Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Трак енре сӗтелҫи теннис ӑмӑртӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.04.2014 12:15 | 1809 хут пӑхнӑ
Спорт

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трак вӑтам шкулӗнче «Трак ен» ентешлӗхӗн членӗн Виктор Николаевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн сӗтелҫи теннисӗпе Красноармейски районӗн ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшӑва тӗрлӗ ӳсӗмри 27 теннисҫӑ хутшӑннӑ.

Чи малтанах Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, Чӑваш Енри сӗтелҫи теннисӗн федерацийӗн президенчӗ Максим Малов, «Трак ен» ентешлӗхӗн членӗ Алексей Львов, Виктор Николаев спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.

1–6-мӗш классем хушшинче Алманчири Денис Сергеев ҫӗнтернӗ. Упири Андрей Илларионов — 2-мӗш, Мӑн Шетмӗри Дмитрий Величко 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Ман Шетмӗри Виктория Юдинӑпа Алла Яковлева маттур пулнӑ.

7–11-мӗш классем хушшинче Трак шкулӗнчи Николай Кузьминпа Дмитрий Кузьмин малти вырӑнсене йышаннӑ. Хӗрсен ушкӑнӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗнчи Светлана Леонидова тата Елена Родионова, Трак шкулӗнчи Христина Федорова малтисем пулнӑ. 18 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче Юрий Никандров ҫӗнтернӗ. Юрий Васильев — 2-мӗш, Михаил Голубев 3-мӗш пулнӑ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Марина Степанова тата Мария Павлова малти вырӑнсене йышӑннӑ.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #спорт, #сӗтелҫи теннисӗ, #Упи, #Мӑн Шетмӗ, #Алманч

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем