![]() Хӑйне евӗрлӗ кунсенче пӗрлешес йӑлана ҫамрӑксем хальхинче те тытса пычӗҫ. Паян — виҫӗ вунпӗрлӗ кун — 2011-мӗш ҫулти 11-мӗш уйӑхӗн 11-мӗш кунӗнче тӗп хулари 45 мӑшӑр хуйхи-суйхине тата савӑнӑҫне пӗрле пайлама сӑмах пачӗҫ. Аса илтеретӗп, виҫӗ 9 пӗлтерӗшӗн асамлӑхне 22, ҫиччӗсен ӑнӑҫлӑхне 89 мӑшӑр ӗненнӗ. 2008-мӗш ҫулти августӑн 8-мӗшӗнче вара 103 ҫамрӑк пӗрлешнӗ. | ||
![]() Шупашкарта Ҫӗршыври ҫамрӑк самбистсем Чӑваш Республикин президенчӗн кубокӗшӗн кӗрешрӗҫ. Кунта вӑй виҫме Раҫҫейри 11 тӑрӑхран тата Казахстанран, пӗтӗмпе 200 ытла спортсмен килнӗ. Йӑлана кӗнӗ турнир Шупашкарта 5-мӗш хут иртрӗ. Ӑмӑртура самбистсем турнир наградисемсӗр пуҫне ҫитес ҫул Можайск хулинче иртекен Раҫҫей чемпионатне хутшӑнма май паракан путевкӑсене тивӗҫессишӗн кӗрешрӗҫ. Самбо чӑваш кӗрешӗвне аса илтерет. Ҫавӑнпа та пирӗн спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ. Ҫавӑнпа пӗрлех хӗрсем те ӑмӑртура хӑйсене кӑтартрӗҫ. Турнир икӗ куна пычӗ. Кӗрешӗве хутшӑннӑ 33 командӑран президент кубокне чӑваш паттӑрӗсем ҫӗнсе илчӗҫ. Пӗтӗмпе пирӗн командӑ пуххинче 9 медаль — 1 ылтӑн, 4 кӗмӗл тата 4 бронза. Пӗртен-пӗр ылтӑн медале Артем Щербаков тивӗҫрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе тренерсене Республика элтеперӗ Михаил Игнатьев саламларӗ, малалла та ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. | ||
![]() Раҫҫейре «Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер» акци пырать. Унта Чӑваш ен те хутшӑнать. Унӑн тӗллевӗ наркотиксене хирӗҫ кӗрешес ӗҫе ҫынсене явӑҫтарасси. Ҫавна май талӑкӗпех шанӑҫ телефонӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Наркотиксене ӑҫта сутнине 23-01-00 е 23-01-06 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Унсӑр пуҫне Республикӑри наркологи диспансерӗ те шӑнкӑравсем йышӑнать. 62-63-63 е 58-03-84 телефонсемпе тухтӑрсенчен сӗнӳ-канаш ыйтма май пур. | ||
![]() Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ. Комисси эскиз проекчӗсен конкурсне пӗтӗмлетрӗ. Аса илтеретӗп, кун пирки ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Конкурса 3 ҫын кӑна хутшӑннӑ. Республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе палӑк эскизӗсене ӳнер музейне вырнаҫтарнӑ. Унта пыракансем хӑш скульптура ытларах килӗшнине кӗнекере ҫырса хӑварнӑ. Хаклава Яков Гавриловичӑн хӗрӗ те хутшӑннӑ. Ятарлӑ комисси ӗҫсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пӗри те конкурс ыйтнине туллин тивӗҫтермест тесе йышӑннӑ. Вӗсен шучӗпе Ухсай сӑнарне палӑк авторӗсем уҫса парайман. Конкурса комисси тепӗр хут ирттерме сӗннӗ. | ||
![]() Раҫҫейпе Германи вӗрентӗвӗпе инновацисен ҫулталӑкӗн программипе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре Германи кунӗсем иртеҫҫӗ. Уяв Шупашкарта ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче уҫӑлчӗ. Икӗ халӑх туслӑхне ҫирӗплетекен уява унччен те ирттернӗ, кӑҫалхи тӗлпулу 4-мӗш. Ӑна йӗркелес тӗллевпе Мускаври Германи посольстви уйӑрнӑ гранта хальхинче «Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалӑх университечӗн» Шупашкарти филиалӗ ҫӗнсе илнӗ. Уяв ирттерме Мускаври Германи посольствин представителӗсем, Раҫҫейпе Германин вӗрентӳпе культура ӗҫченӗсем килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн хӑнасем валли лекцисем, куравсемпе презентацисем, наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ. Уява йӗркелекенсем республика шайӗнче ирттернӗ пултарулӑх конкурсӗпе викторинӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Нимӗҫсен культурине, вӗсен юмахӗсене, Раштав уявне халалланӑ ӗҫсене конкурса тӑратма ятарлӑ курав йӗркеленӗ. Ӑмӑрту тӗрлӗ номинаципе иртнӗ. Чи хастаррисен шутӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем. | ||
Усӑллӑ семинар![]() Чӳкӗн 8-10-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Кӳкеҫри 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта семинара пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыраканӗ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова пулчӗ. Семинар «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен информаципе коммуникаци компетентноҫне ӳстермелли майсемпе меслетсем» темӑпа иртрӗ. Вӗрентекенсем «Чӑваш литературипе урок парасси: хаклав критерисем, вӗсене шута илесси», «Тулли урок конспектне ҫырасси, харпӑр хӑй урокне тишкересси», «Презентацисем, вӗсен тӗсӗсем. Презентаци материалӗсене йӗркелемелли критерисем», «Урока презентацилесе тишкересси», «Учительсем проект ӗҫне тунӑ май алла илмелли ӑслайсем», «Шкул ачисем ҫыракан ӑслав сочиненине проектлама вӗрентесси» темӑсемпе лекцисем итлерӗҫ, практика ӗҫӗсем турӗҫ. Семинар тухӑҫлӑ иртрӗ. Вӗрентекенсем кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Ҫакӑн пек семинар йӗркеленӗшӗн вӗсем вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедринче ӗҫлекенсене тав сӑмахӗ калаҫҫӗ. | ||
![]() Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики—2011» конкурс иртнӗ. Унта Чӗмпӗртен килнӗ Елена Васильева (хатӗрлекенӗ — Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Тарават) Гран-при ҫӗнсе илнӗ, уншӑн ӑна ют ҫӗршыва курма кайма путёвка панӑ. Елена Чӑнлӑ районӗнчи Йӗпе Пӑкӑрлӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 2010 ҫулта облаҫри «Сарпике» конкурсра мала тухнӑ. Халь вӑл Ульяновскри авиаци аслӑ шкулӗнче (институт) 1-мӗш курсра вӗренет. Иккӗмӗш вырӑна та Чӗмпӗр Ен хӗрӗ тухнӑ — Чӑнлӑ районӗнчи Пухтелӗнчи вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Анастасия Ахмерова. | ||
![]() Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ. Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ. Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр! Сӑнсем (48)
Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ. Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Республикӑра ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫийӗ кӑҫал 14 пине ҫитнӗ. Чӑвашстатран пӗлтернӑ тӑрӑх, ку вӑл пӗлтӗрхипе танлаштарсассӑн 12 тулли те 5 процент ытларах. Статистика кӑтартӑвӗ тӑрӑх ял хуҫалӑхӗнче тата пир-авӑр прмышленноҫӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ чи пӗчӗкки. Финансистсемпе ӑслӑлӑх тӗпчевҫисен ӗҫ укҫийӗ вара вӑтам кӑтартуран 2 хут нумайрах. | ||
![]() Ҫынсене сутма палӑртнӑ хими концентрачӗсене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӗсенчен этеме анратакан наркӑмӑш хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа палӑртас тесе наркополицейскисен республикӑн тӗп хулинче анчах мар, Мускавра, Ӗпхӳре, Йошкар-Олара тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме тивнӗ. Ӗпхӳре пурӑнакан арҫын, маршрутлӑ такси водителӗнче ӗҫленӗскер, унчченех ҫӑмӑл меслетпе пуймалли ҫул-йӗр шыранӑ. Шупашкарта наркотик ҫаврӑнӑшӗ япӑх аталаннине те пӗлнӗ вӑл. Тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ хӑварнӑ. Наркӑмӑшпа усӑ курас текенсем тӳрех тупӑннӑ. Хӑйӗн суту-илӗвне анлӑлатас тесе вӑл Мари республикине ҫул тытнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |