Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: ЧНК: Хусанта самозванецсем пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.10.2013 22:12 | 1463 хут пӑхнӑ
Политика Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ
Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ

Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.

Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)? Нивушлӗ Элли Юрьев ӳнерҫӗ, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та, пирӗн мӑнаҫлӑ ялава тӳре-шарана усӑ курмалӑх ҫеҫ ӳкернӗ?

Сӑмах май, «Про город» вӑл уява хутшӑннисен йышне самай пӗчӗклетсе пӗлтерет — 100 ҫын та пулман тет, ыттисем ӑнсӑртран лекнисен йышӗнчен имӗш.

#пухусем, #Тутарстан, #Хусан, #ЧНК, #ялавсем, #тӳре-шара

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66173
 

Комментари:

Agabazar // 1169.85.7550
2013.10.15 08:03
Agabazar
"Самозванец" сăмаха хăлăпкасемпе хупмалла пуль.
Akram // 1909.96.3541
2013.10.15 09:42
ЧНК ӳтесех кайнă. Хусанта ЧНК ячĕпе никам та витĕнсе çӳремен. Халĕ чăваш наци конгресĕ тени шараш контора тенипе пĕр. Хăйсене мăнна ан хуччăр!
Akram // 1909.96.3541
2013.10.15 09:45
Интереслĕ, "Самозванец"-сем кам ячĕпе витĕннĕ? Суда парсан "Самозванец"-сем текенсене? Чăваш чăваша экстремизмпа айăплать, чăваш ялавĕпе пулнăшăн "Самозванец" тет. Тĕнче мăшкăлĕ!!!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем