Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлисен йышӗ хутшӑннӑ. Ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑна тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пур. Вӗсене чыслама хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ уйрӑмах тунисене асӑнса хӑварнӑ. Акӑ, сӑмахран, Президентӑн пепкелӗх центрӗн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаскӑна илес тӗк, вӑл — амӑшӗсемпе ачисене виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе республикӑра йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Е тата Йӗпреҫри район пульницин хирургӗ Юрий Андреев — тӗрлӗ операцин тӗлӗнмелле технологийӗсен 10 патент авторӗ. Комсомольски районӗнчи Александровкӑри шкул вӗрентекенӗ Сергей Антонов вара ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсем валли хатӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсем ӳстерет.

Чыс-хисепе тивӗҫҫисем чылаййӑн пулнӑ. Маларах асӑннӑ Татьяна Дерипаско «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫак орден медалӗ «Брындинсен типографийӗ» директорне Анатолий Брындина тивӗҫнӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачне Татьяна Мизурована «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Малалла...

 

Культура

Етӗрнери тӗп вулавӑшра кӗнеке вулама юратакансем валли Чӑрӑш йӗркеленӗ.

Унччен культура учрежденийӗ ҫулталӑк тӑршшӗпех ятарлӑ конкурс ирттернӗ. «Ҫулталӑкри чи нумай вулакан» ят панӑскере вулавӑша 15 хутран кая мар пынӑ, 50 кӗнекерен сахал мар кӗнеке шӗкӗлченисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен вулавӑшри тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнмалла пулнӑ. Конкурса ҫапла вара 1–8-мӗш классенче вӗренекен 54 вулакан хутшӑннӑ. Хайхисен хушшинче 200 кӗнеке ытла вуланисем те пулнӑ. «Чи нумай вулакан» ятне Етӗрнери 3-мӗш вӑтам шкулти 3-мӗш «в» класра вӗренекен Екатерина Васильева ҫӗнсе илнӗ.

Кӗнеке тусӗсене Хӗл Мучипе Юрпике тата вулавӑш ертӳҫи Ирина Токарева саламланӑ, Хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

 

Вӗренӳ

Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул).

Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ.

Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkulta.ucoz.ru/
 

Ҫурт-йӗр Елчӗкре
Елчӗкре

Республикӑн тӗп хулине ҫӗнтерӳшӗн 5,55 миллион тенкӗ премипе хавхалантарнӑ. Тупрана Шупашкар «Раҫҫейри чи хӑтлӑ хула (ял) тӑрӑхӗ» конкурсра иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе ҫӗршывра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑшӑн тивӗҫнӗ.

Конкурса ҫӗршывӑн регионсен аталанӑвӗн министерстви йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ, тӗрӗсрех, ултӑ, ушкӑнпа ирттернӗ. V категорире (кунта 3 пинтен пуҫласа 5 пин таран ҫын пурӑнаканнисене кӗртнӗ) Елчӗк ял тӑрӑхӗ III степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ӑна та укҫан премипе — 800 пин тенкӗпе — чысланӑ.

 

Республикӑра

Паян республикӑри тата муниципалитетсен чи лайӑх тӳре-шарине чысланӑ. Конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.

Патшалӑх ӗҫченӗсен хушшинчи ҫакӑн пек ӑмӑрту республикӑра кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта 19 патшалӑх органӗнчен 25 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитетсенче тӑрӑшакансем вара кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхине 48-ӑн хутшӑннӑ.

Республикӑн патшалӑх служащийӗсенчен ЧР Вӗренӳ министерствин шкул ҫулне ҫитменнисен тата пӗтӗмӗшле вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Тамара Возняк пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствин учёт пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Николаева, виҫҫӗмӗшӗнче — Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствин ӗҫ сыхлав пуҫлӑхӗ Кирилл Милюхин.

Муниципалитетсенче ӗҫлекен тӳре-шараран Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ольга Степанова ҫӗнтернӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ йӗркелӗвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Николаева иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн харӑсах икӗ ҫынна тивӗҫнӗ: Элӗк район администрацийӗн аталану, культура тата архив ӗҫӗн секторӗн ертсе пыракан специалистне Лилия Никифоровӑна тата Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумне Лилия Тарасовӑна.

Малалла...

 

Ҫурт-йӗр

Патшалӑх служащисене хваттер парассине депутатсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ тата ҫирӗп черете пӑхӑнӗҫ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» (чӑв. АФО чӑнлӑхӗ) сайт. Сӑмахӗ вара республикӑра патшалӑх служащисене хваттер туянма бюджетран тавӑрса памалла мар субсиди парас йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртни пирки пырать. Ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ, анчах укҫа кама лекнине ӳлӗмрен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

Ҫак эрнере иртнӗ 18-мӗш черетлӗ сессире патшалӑх служби ҫинчен калакан улшӑнусем кӗртнӗ. Хваттер илме паракан субсидие шутласа панӑ чух стажа та тӗпе хурӗҫ. Тинтерех кӑна ура ярса пуснисене вӑл чылай ҫул тар тӑкакан ӗҫтешӗсемпе танлаштарсан 2–2,5 хут сахалрах тивӗҫӗ.

 

Экономика

Производствӑна юсаса ҫӗнетнине пула килес ҫул республикӑри 300-е яхӑн ҫын ӗҫ вырӑнӗсӗр юлмалли пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫлӗх служби Раҫҫейӗн ӗҫлӗх службин селекторлӑ канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ.

Кӑмӑллӑ мар ҫак списока лекекенсен ҫапах та хуҫӑлсах ӳкме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӗсене урӑх специальноҫ алла илме пулӑшмалла. Кун валли хыснаран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.

Ҫынсен ӗҫ вырӑнне ҫухатма тивекен предприятисен шутӗнче чи малтанах «СУОР», «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑсене, «Юрма» агрохолдинга, «Акконд» акционерсен обществине, Шупашкарти троллейбус управленине асӑннӑ.

 

Пӗлтерӳ

Хӑшӗ-пӗри пирӗн сасӑлавсемпе ыйтӑмсене хутшӑнайманни пирки пӗлтерет. Ку технологи епле ӗҫленине чухламаннине пула пире айӑплаканнисем те пур, анчах эпир никама та сасӑлама чармастпӑр. Сирӗн умӑра тухса тӑракан йывӑрлӑх — скрипт хӳтӗлевӗ.

Пирӗн ыйтӑмсенче пӗр компьютертан пӗрре ҫеҫ сасӑлама юрать. Тӗрӗсрех — пӗр IP адресран кӑна. Енчен те сирӗн провайдер пур ҫынна та тӗнче уҫлӑхне пӗр адреспа кӑна кӑларать пулсан — ку сирӗн провайдерӑн уйрӑмлӑхӗ (ҫав провайдертан кам та пулин сасӑланӑ пулсан — эсир сасӑлаймастӑр). Ку уйрӑмлӑхран эпир ниепле те иртсе каимастпӑр, пӗр IP адресран темиҫе сасӑлама ирӗк парсан пӗр ҫыннах нумай-нумай хут сасӑласа тултарма пултарӗ. Тепӗр хут: сасӑлав пырать, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетӗпӗр.

Ҫак пӗлтерӗве тунӑ май Ҫулталӑк ҫыннин суйлавӗнчи улшӑнусем пирки те пӗлтеретпӗр: пӗр ҫынна илме тиврӗ, теприне — хушма. Паян вӑл хыпара каҫӑсемпе пуянлатнӑ май «Ҫапла пултӑр» телекӑларӑм пӗлтӗрех тухма пуҫланине куртӑмӑр, ҫапла май Татьяна Ильинана сасӑлавран кӑларма тиврӗ (илнӗ вӑхӑтра уншӑн 9 сасӑ пурччӗ — малтисен шутӗнчеччӗ).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/iytam/18.html
 

Хулара

Шупашкара ыран Олимп ҫулӑмӗ килсе ҫитессине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫавна май ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вунӑ сехетчен тӗп ҫулсем ҫинче транспорт ҫӳрессине чараҫҫӗ. Харпӑр хӑй машинисене те ҫав кун гаражсемпе стоянкӑсенчен кӑлармасан аванрах-тӑр.

Олимп ҫулӑмӗ килнине пула ыран Чӑваш Енӗн тӗп хулинче канма сӗннӗ. Ун пек сӗнӗве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча пахчисенче тӑрӑшакансен ҫапах та ӗҫлеме тивӗ. Шкулсенче вара 1–4-мӗш классене кӑна вӗрентӗҫ. Аслӑ классем валли «Сывлӑх кунӗ» тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗрентекенсем каланине ӗненсен, аслӑ классенче вӗренекенсем ыран Олимп ҫулӑмне кӗтсе илме тухӗҫ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасен театр студине йӗркелесси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир хыпарланӑччӗ. Ҫапла ирттерме театр ушкӑнӗсен «АВАНсцена» конкурсне ирттернӗ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер шут тытнӑ иккен.

Ача-пӑча театр студийӗ асӑннӑ театрта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ-ха, кайран ӑна Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнче йӗркеленӗ. 1999 ҫулта ҫамрӑксен театрӗ каллех студи уҫнӑ.

Пӗчӗккисен ушкӑнне Чӑваш Республикин халӑх артистки Светлана Савельева, аслисенне Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пыраҫҫӗ. Студине пурӗ 25 ача ҫӳрет иккен. Театр ӑсталӑхне вӗсене тӳлевсӗр хӑнӑхтараҫҫӗ.

Раштавӑн 22-мӗшӗнче пӗчӗк артистсем спектакльсем лартнӑ: кӗҫӗннисем — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи курав, аслӑраххисем — Корней Чуковский «Муха-цокотуха» юмаха.

Сӑнсем (30)

 

Страницӑсем: 1 ... 3563, 3564, 3565, 3566, 3567, 3568, 3569, 3570, 3571, 3572, [3573], 3574, 3575, 3576, 3577, 3578, 3579, 3580, 3581, 3582, 3583, ... 4005
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 11

1892
133
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен ҫуралнӑ.
1896
129
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1942
83
Ершов-Янкер Николай Гаврилович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1954
71
Ксенофонтов Олег Иванович, керамикӑпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...