Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Тата тепӗр 500-е яхӑн ҫынна ӗҫрен хӑтармалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 27.03.2015 07:34 | 1618 хут пӑхнӑ
Экономика

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри организацисенчен 509 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе 5357 ҫын ӗҫлет. Кунсӑр пуҫне 15 предприятирен 448 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.

Муркаш районӗнчи «Ударник» унитарлӑ предприятире пуринчен ытла йыш чакарма палӑртнӑ. Унта 138 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Ҫакӑ унта конкурс управленийӗ туса хунипе, тепӗр майлӑ каласан, «Ударникри» кӑткӑс лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ӗҫлекенсен шутне чакарма шухӑшлакан предприятисем хушшинче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Коммунальные технологии» тулли мар яваплӑ общество. Асӑннӑ предприяти тӑкаксене чакарассишӗн 81 ҫынна ӗҫрен кӑларма яма шухӑшлать-мӗн. Пушара хирӗҫ кӗрешекен федераци службин техника службин отрядне пӗтернӗ хыҫҫӑн унти 40 ҫыннӑн ҫӗнӗ вырӑн шырама тивӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри тытӑмӗнче штата чакарнӑ май 27 ҫын ӗҫсӗр юлмалла. Йӗпреҫ районӗнчи Калинин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативне пӗтернӗ май унта тӑрӑшнӑ 23 ҫыннӑн ыранхи кун пирки пуҫа ыраттарма тивӗ. «Спецтранснефтепродукт — Волга» уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ вара сахал ҫынпах ӗҫлесе пырасшӑн. Ҫавна май унта 25 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртаҫҫӗ.

Тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлекен предприятисем хушшинче — Канашри «Промтрактор-Вакун», «Чӑвашавтодор» филиалӗ, «Энергозапчасть», «Электро-Импульс», «ГЭСстрой», «Трейд+» фирма.

Ӗҫ пуласса 3390 ҫын кӗтсе ларать. Ҫав йышран 1881 ҫын «Промтрактор-Промлит» обществӑра тӑрӑшнӑ, 1121-шӗ — «Промтрактор-Вакун» обществӑра, 339-шӗ — Шупашкарти агрегат савутӗнче.

#Йӗпреҫ районӗ, #ӗҫсӗрлӗх, #экономика, #хуҫалӑх, #Шупашкар, #Муркаш районӗ, #ял хуҫалӑхӗ, #Канаш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем