Чӑваш Енӗн хресченӗсем хирти ҫурхи ӗҫсене пӗтӗрхинчен 10 кун маларах пуҫӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне 10 районта кӗрхисене 3,5 пин гектар ҫинче апатлантарнӑ. Нумай ҫул ӳсекен курӑака та май килнипе удобрени сапма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку енпе ӗнер 6 районта аппаланнӑ. Анчах майӗсем хӗсӗкрех ҫав. Ҫакӑн пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Хресчене кӑҫал хаксем ӳсни самай витӗм кӳрет. Удобрени хакне илсен, ансат аммиак селитри кӑна кӑҫал вӑтамран 30 процент таран хакланнӑ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материала кӑҫал пӗлтӗрхинчен 15 процент хаклӑрахпа туянма тивет. Саппа пайсене тата техникӑна илме унчченхинчен 40 процент нумайрах кӑларса хума тивет. Хаксем «ҫыртнӑран» дизтопливӑпа бензина кирлӗ чухлӗ туянса хатӗрлеймен. Малтанхине кирлинчен 51 процент янтӑланӑ, бензина — 35 процент.
Паянхи тӗп тӗллев — ял хуҫалӑхне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси иккен. Маларах кредита патшалӑх субсидилесси пирки йышӑну туманран та хуҫалӑхсем кивҫен илме аптӑраса тӑнӑ. Халӗ ку енӗпе лав хускалнӑ теме юрать.