Культура
Газета.Ru сӑнӳкерчӗкӗ IT-специалистсене ӳлӗмрен цифра йӗрӗпе шырама тытӑнӗҫ. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав майпа 2026 ҫултан шырама тытӑнӗҫ. Цифра йӗрӗ шутне вӗенӳ ӗҫӗсем, ӑслӑлӑх публикацийӗсем, даннӑйсен базисем кӗреҫҫӗ. Цифра йӗрӗ вакансие пулас ӗҫченӗн профилӗпе танлаштарма май парӗ. Ҫӗнӗ сервис ҫӗршыври университетсемшӗн, IT-сферишӗн, строительствӑшӑн, юриспруденципе медицинӑшӑн тата HR-компанисемшӗн усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗлӗх опытсӑр специалистсене ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫма май парасса шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, 2023 ҫулта Раҫҫейри IT-специалистсенчен ҫурри, тӗрӗсрех каласан, 49 проценчӗ, пӗтӗм тӗнчери компанисене вырнаҫма ӑнтӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн Кӑвак фойинче «Золотые хиты винила» (чӑв. Винилӑн ылтӑн хичӗсем) программа-ретроспективӑна пуҫтарӑннӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ хатӗрленӗ. Программӑра иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Сӑмахран, «Утомленное солнце нежно с морем прощалось», «О, голубка моя», «Сердце, тебе не хочется покоя». Сергей Григорьев, Виктория Трепова скрипкӑпа ӑста вылянӑ, Гульсинэ Григорьева — альтпа, Алексей Егоров — виолончельпе, Екатерина Паргеева — фортепианӑпа. Солистсем вара юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательстинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Респубикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Сармантей» кӗнеке ҫинчен пӗчӗк вулакансене каласа кӑтартнӑ. Иван Яковлевӑн «Сармантей» сӑрласа илемлетмелли кӗнекипе хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене паллаштарнӑ. Асӑннӑ кӗнекене Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркелекенӗ, чӑвашсем валли чӑваш тата вырӑс чӗлхи учебникӗсене хатӗрленӗ, куҫаруҫӑ пулнӑ, чӑваш фольклорне пухнӑ. Вулавӑшӑн краеведнипе наци литературин пайӗн заведующийӗ Эвелина Малеева кӗнеке ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Кӗнеке художникӗ – Светлана Бритвина. Малтанласа кӗнекене чӑвашла ҫеҫ пичетленӗ. 2005 ҫулта ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑвашла тата вырӑсла кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара ӑна сӑрласа илемлетмелли кӗнеке евӗр пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Надежда Яковлева йӗп те ҫип ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине паянхи кун та пӗлмеҫҫӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни те паллӑ мар. Надежда Яковлева 156 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Эсир ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8 800 700 54 52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӳк уйӑхӗн мӗнле пулӗ? Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, нӳрӗ нормӑпа килӗшӳллӗн е кӑштах сахалрах пулӗ. Чӳкӗн 18-мӗшӗччен термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫавӑнпа ытларах ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӑҫал метеорологи хӗлӗ икӗ эрне каярах пуҫланӗ. Уйӑх вӗҫне хура ҫӗр шуралӗ – 10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартӗ. Чӳк уйӑхӗнчи вӑтам температура 2-3 градус ӑшӑпа танлашӗ. Уйӑх варриччен 8-10 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Юлашки кунсенче вара 15-20 градус таран сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри икӗ ача, Тимур Ильин тата Станислав Андреев, Федераци Канашӗн «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Тимур наградӑна Валентина Матвиенко председатель аллинчен илнӗ. Вӑл Шупашкарти 56-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренет. 2020 ҫулта Тимур Вӑрнар тӑрӑхӗнче юхан шыв ҫинче пӑр айне анса кайнӑ тусне Богдана ҫӑлнӑ. Лешӗ ун чухне 6 ҫулта пулнӑ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан 15-ри Станислав Андреев кӑҫал инкек тӳссе ирттернӗ. Пушарта унӑн амӑшӗ, шӑллӗ вилнӗ. Станислав пушар вӑхӑтӗнче ҫухалса кайман, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Вӑл, 7-ри йӑмӑкӗ тата тӑван мар ашшӗ чӳречерен тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗмӗрлере ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра тата Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Аринина Владимир Путин Президент медаль парса чысланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ 30 ҫынна Раҫҫейӗн культура министрӗ Ольга Любимова чысланӑ. Ҫавсен йышӗнче – литераторсем, режиссерсем, пултарулӑх коллективӗсен илемлӗх ертӳҫисем, артистсем, преподавательсемпе ытти паллӑ ҫын. Сумлӑ ҫынсене Мускаври Пысӑк театрта чысланӑ. Анатолий Аринин – поэт, писатель, композитор, музыкант, психолог, философ, юрист. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ «Культурӑпа ӳнерти ӗҫсемшӗн» медальпе чыслама йышӑннӑ. Анатолий Аринин маларах «Владимир Маяковский 125 ҫул», «Антон Чехов 160 ҫул», «Георгиевски лента 250 ҫул», «Анна Ахматова 130 ҫул», «Сергей Есенин 125 ҫул», «Афанасий Фет. 200 ҫул» медальсене тивӗҫнӗ. |
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствин халӑх тетелӗнчи странцинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн наци библиотекин «Варкӑш» клубӗнче ӗнер «Сухви сехмечӗсем» кӗнекене сӳтсе явнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, издательствӑра ӑна «Алран алла» ярӑмпа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ярӑмпа унччен виҫӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Вӗсене пурне те Галина Антонова редактор пухса, редакцилесе хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма Микиш Павӑлӗн, Петӗр Львовӑн, Виталий Енӗшӗн, Геннадий Мальцевӑн, Григорий Лучӑн пысӑках мар сатирӑллӑ хайлавӗсем, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсем — совет саманинче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем. «Варкӑш» клуба пухӑннисене Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ятсене манӑҫа кӑларас мар тесе ҫӗнӗ кӗнекене кӗртнӗ. «Пӗрлехи сборниксенче те пулин вӗсем ҫинчен аса илтерес килет», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанри Чанлӑ районӗнчи Норовка ялӗнче «Хунав» театр Зинаида Сурпанӑн «КГБ-Крахьяни» камитне лартнӑ. Зинаида Сурпан (Семенова) Пушкӑртстанри Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫтерлӗри культурӑпа ҫут ӗҫ техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вӑл Ашкатарти Культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫинче вӑй хурать, юрӑпа ташӑ ушкӑнне ертсе пырать. Пушӑ вӑхӑтра сӑвӑсем, пьесӑсем, интермедисем ҫырать. Унӑн сӑввисем «Ялав», «Тӑван Атӑл» журналсенче пичетленнӗ. Вӑл — «Ан васка, шурӑмпуҫ» кӗнеке (2004) авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gorod3466.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гузовский урамӗнчи лавкка сутуҫине, 52-ри хӗрарӑма, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка сӑра сутнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Ача ҫав лавккара сӑра туяннӑ та тӳрех полицие кайнӑ, унта хӑйне алкоголь сутни пирки каласа кӑтартнӑ. Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑма кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 16-ри хӗре эрех сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |