Ҫул-йӗр
![]() 1obl.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче юн нумай ҫунӑ хыҫҫӑн халӑх тетелӗсенче ҫулсене тасатманни пирки ҫӑхав нумайланнӑ. Ытларах – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Етӗрне тата Шупашкар округӗсенче пурӑнакансенчен. Ҫула хырман тӑк ӑҫта ҫӑхав ҫырмалла? Федераци трассисене «Волго-Вятскупрдор» пӑхса тӑрать, ҫак сайтра ҫӑхав ҫырма пулать: www.rosavtodor.ru. Вырӑнти ҫулсене муниципалитетӑн тасатмалла. Муниципалитетсен хушшинчи ҫулсене юртан тасатманни пирки ҫак номерпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8-919-971-01-08. Е бота ҫырмалла: @Roadmonitor_bot. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал синоптиксем хӗл сивӗ те юрлӑ пуласса шантараҫҫӗ. Вӑтам температура 1 градус сивӗрех, юн нормӑран кӑшт нумайрах пулмалла. Чи сивви нарӑс пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗ климатпа килӗшӳллӗн иртмелле. Раштав уйӑхӗ вара нормӑран кӑшт ӑшӑрах пулмалла. Вӑл чи юрли пулӗ. Раштавра вӑтам кӑтартуран ытларах юр ҫумалла. Ку уйӑхра юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитмелле, кӑрлачра – 38 сантиметра, нарӑсра – 46 сантиметра. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, чи сивӗ кунсем нарӑс уйӑхӗнче пулӗҫ. Ун чухне ӑшӑтас шанчӑк пӗчӗк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн Паян Шупашкарта ҫӑлавҫӑсем Атӑлта пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пулӑшнӑ. Ку пӑтӑрмах юханшывӑн сылтӑм енче 10 сехетре насос станцийӗнчен инҫех мар пулса иртнӗ. Арҫын ҫыран хӗрринчен 300 метр аякра пӑр айне анса кайнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Вырӑна чи малтан Сергей Орлов тата Павел Самочков ҫитнӗ. Вӗсем Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС центрӗн инспекторӗсем. Пӑрлӑ шывран туртса кӑлариччен арҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ӑна ҫӑлсан тухтӑрсен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн спецалисчӗсем паян Чулхулари ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑнаҫҫӗ. «Ментальное здоровье — интеграция подходов» (чӑв. Ӑс-тӑн сывлӑхне ҫӗнӗлле сиплесси) ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцине социаллӑ учрежденин реабилитологӗ Анна Пушкина тата психологӗ Ксения Казимирова тухса кайнӑ. Мероприятие Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑслӑлӑх медицина унивреситечӗпе Клиника психологийӗн институчӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Шӑмӑршӑ муниципалитет округӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха суйланӑ. Вӑл – 50 ҫулти Сергей Галкин. Сергей Авенирович унччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Конкурса виҫӗ кандидат хутшаннӑ: Сергей Галкин, Юрий Ильин тата Вячеслав Яковлев. Конкурс хыҫҫӑн Вячеслав Яковлев хӑйӗн кандидатурине илнӗ. Депутатсем икӗ ҫынран пӗрне суйланӑ. Уҫӑ сасӑлавра 16 депутатран 15-шӗ (пӗри сасӑлама тӑхтаса тӑнӑ) Сергей Галкина суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Рувики» логотипӗ «Рувики» интернет-энциклопеди Раҫҫейри халӑхсен тӗрлӗ чӗлхипе пилӗк уйрӑма халӑх усӑ курмалӑх уҫнӑ, ҫитес вӑхӑтра тата тепӗр улттӑшӗ ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Кун пирки «Рувики» пресс-службинче пӗлтернӗ. Пресс-службӑра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулта «Рувикире» Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхиллӗ уйрӑмсене тултарма команда пухнӑ. Ҫур ҫул хушшинче площадкӑн интерфейсне 20 чӗлхе валли хатӗрленӗ. Пӗтӗмӗшле калӑпӑш 100 пине яхӑн сообщенипе танлашать, вӗсене тӗрлӗ чӗлхесем хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ. «2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче халӑх усӑ курмалӑх пилӗк уйрӑма уҫнӑ — пушкӑрт, мари, саха, тутар, чечен уйрӑмӗсене. Ҫывӑх вӑхӑтра тата улттӑшӗпе усӑ курма май пулӗ — ҫавӑн пекех алтай, мӑкшӑ, тува, удмурт, чӑваш, ирҫе уйрӑмӗсем ӗҫлесе кайӗҫ. Энциклопеди статйисен пӗтӗмӗшле шучӗ 1,1 миллион ытла пулӗ» — тесе пӗлтернӗ пресс-релизра. 2024 ҫулта энциклопедие йӗркелекенсем сахалтан та тата 10 чӗлхе уйрӑмне уҫма палӑртаҫҫӗ. «Рувики» портал, вырӑс чӗлхиллӗ «Википеди» аналогӗ пек, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви кӗнеке тата канцеляри таварне маркетплейссем урлӑ сутасшӑн. Ҫавна май специалиста ӗҫе илесшӗн. Маркетплейссем урлӑ «Книжные новинки» лавккасенче сутакан кӗнекесене, канцелярие тата ытти тавара сутасшӑн. Маркетплейссенчен малтанласа OZON лаптӑка суйласа илнӗ. Пӗлтерӳре палӑртнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫуллӑха, ҫулталӑка. Кайран ытти маркетплейспа та ӗҫлес кӑмӑл пуррине пытарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/wall609844792_3565 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Паха тӗрӗ» фабрикӑра туса кӑларакан тумтир сумлӑ конкурсра ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ предприятире туса кӑларакан наци платйисемпе шупӑр пысӑк модӑн «ЭТНО-ЭРАТО» Еврази конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурсӑн гала-концерчӗ Мускавра иртнӗ. «Акатуй» коллекци «Этнические мотивы в современном костюме» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри тумри этнос ҫемми) номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ Кӳкеҫ посёлокӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм пӗр уйӑх ҫурӑра икӗ хутчен улталаннӑ. Ҫынна шанаканскер 50 пин тенкӗ ытла ҫухатнӑ. Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен хайхискер ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулӑшу ыйтнӑ. Иккӗмӗш хутӗнче ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнман пӑрпа лартса янӑ. Хальхинче вӑл хӑйӗн укҫине упраса хӑварас тесе 37 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rpn.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен ҫӗре вараланӑшӑн 600 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Пӑтӑрмах пирки Ҫутҫанталӑк надзорӗн управленине вырӑнтисем пӗлтернӗ. Ведомство Комсомольскинчи ҫӗр лаптӑкӗсене тӗрӗсленӗ те канализаципе насус станцийӗнчен шыв юхса выртнине палӑртнӑ. Асӑннӑ станци вырӑнти администраци балансӗ ҫинче пулнӑ. Тимсӗрлӗхе пула ҫӗре 600 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Администраци штрафа хӑй кӑмӑлӗпе тӳлеме килӗшменрен Чӑваш Енӗн Арбитраж суднех ҫитнӗ. Халӗ штрафа тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |