Хулара
![]() aerocheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аэропорта юсаса пӗтерме тепӗр 2 миллиарда яхӑн тенкӗ укҫа кирлӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, 1,75 миллиард тенкӗ. Вӑл укҫа сывлӑш гаваньне юсаса ҫӗнетме кирлӗ. Перронӑн тата руль ҫулӗн пӗр пайне аэропорт территорийӗн юсаса ҫӗнетмелле. Аэропорта 2024 ҫулта ҫӗнетсе пӗтермелле. Тӑкаксен виҫи 1,75 миллиард тенкӗпе танлашӗ. Кун пирки ТАСС информаци агентстви хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян Шупашкарта «Садовый» микрорайона кӑвак тӗслӗ троллейбус ҫӳрет. Вӑл Алькешрен ҫак микрорайона каять. Хальлӗхе – тест режимӗнче. Салонра пассажирсем те пур Паян кӑвак троллейбус 20 сехетчен маршрут ҫинче пулӗ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна 14-мӗш маршрут ҫинче тӗрӗслӗҫ. «КАМАЗ-65825» троллейбус «мӑйракасӑр» 20 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Пынӑ ҫӗртех заряд илет, сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пыма пултарать. Троллейбуса тӗрлӗ маршут ҫинче тӗрӗслӗҫ те кайран унашкал транспорта туяннӑ чухне кӑтартусене шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Рона Фомина паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 60 ҫул тултарнӑ. Рона Витальевна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен физикӑпа математика учителӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Шкулта пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм ача пахчине воспитателе вырнаҫнӑ. Анчах вӑл унта та вӑрах вӑхӑт ӗҫлемен, социаллӑ сферӑна куҫнӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчепе Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать. Ӗнерхи учитель тата воспитатель хӑйӗн ҫӗнӗ тивӗҫӗсене тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ватӑсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен кӑмӑлне кайма пӗлет. Паян вӑл ҫамрӑк ӗҫтешӗсене те хӑйӗн пуян ӗҫ опычӗпе паллаштарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Владимир Семенов артист «Театр – ман ӑраскал» моноспекакле хутшӑнчӗ. Аса илтерер: театрти артистсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан моноспектакльсен ярӑмне Нина Григорьевӑпа уҫнӑччӗ, кайран Нина Яковлева пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑччӗ. Уйӑхра пӗрре ирттерекен ӗнерхи моноспектакльте театрти кӗҫӗн залри сцена ҫине Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Владимир Семёнов тухрӗ. Сцена ӑсти Шупашкар районӗнчи (халӗ округ теҫҫӗ) Ҫӗньял-Покровски ялӗнчен. Ленинградри музыкӑпа кинематографи театрӗн институтне вӗренме илесси ҫинчен пӗлтерӗве курнӑ хыҫҫӑн вӑл артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланса кайнӑ. Сумлӑ тӳресем ун чухне 3 хӗрпе 3 каччӑна суйласа илнӗ. Владимир Семёнов сумлӑ ҫав йыша лекнӗ. «Сирӗн ума телейлӗ ҫын тӑрать», — тесе каларӗ хӑйӗн пирки арист. Вӑл юратнӑ ӗҫре тӑрӑшса ӗмӗрленӗшӗн тата мӑшӑӗпе ӑннишӗн те хӑйне ҫавӑн пеккисен йышне кӗртет. Моноспектакль вӑхӑтӗнче артист тӗрлӗ ҫулта вылянӑ спектакльсенчи сыпӑксемпе паллашма май килчӗ, куракансем унран хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене уҫӑмлатма пултарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта 21 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ирина Мерзлайкина раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫти халӗ те паллӑ мар. Хӗр 155 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫне хӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ. Килтен кайнӑ кун хура кӗске куртка, хура кофта, хура джинс шӑлавар, хура-шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак хӗре куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Леонид (Енот), 89003319602. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() lala.lanbook.com сайтри сӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри 8 шкула грант парасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хахалантарӑва чи лайӑххисен йышне кӗнӗ, ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗ шкулсем тивӗҫеҫҫӗ. Шупашкарти 3-мӗш лицея тата 59-мӗш шкула, Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Трак шкулне, Елчӗкри шкула 500 пин тенкӗ грант панӑ. Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентессипе чи лайӑх практикӑна пурнӑҫлакан шкулсене 500 пин тенкӗ панӑ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти 40-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк шкулӗ, Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш шкулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игнат Михайлов архивӗнчи сӑн Халӗ Ҫӗмӗрлерен Чулхула облаҫне хӑвӑртрах ҫитме пулать. Ӗнер, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Сӑр урлӑ хӗлле каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Унпа тӳрех кӳршӗ регионти Нават салине ҫитме пулать. Кӗпер 150 метр тӑршшӗ. Унпа 3 тоннӑран ытларах тайман транспортӑн ҫӳреме юрать. Пассажирсене илсе каҫма юрамасть. Вӗсен кӗпер урлӑ ҫуран каҫмалла. Машинӑра водителӗн кӑна пулмалла. Кӗпере ҫӑлав хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унта информаци щичӗсем, ҫул-йӗр паллисем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре ҫӑлкуҫ шывне тӗрӗслӗҫ. Кун пирки Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗн попечительство канашӗн ларӑвӗнче каланӑ. Асӑннӑ канаша, сӑмах май, республика Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пырать. Вырӑс географи обществи ҫитес ҫул пирӗн тӑрӑхра «Чӑваш Ен ҫӑлкуҫӗсем» программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӑлкуҫ шывне гидрохими енчен тӗрӗслесшӗн. Вырӑс географи обществин пайташӗ Николай Вершигора республикӑна ҫӑлсенчи шыв пахалӑхне тӗрӗслеме сӗннӗ, общество вара ҫӑлкуҫсене хӳтлӗх кӳме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре географфити йӗркелесшӗн. Ку вӑл — историпе культурӑи паллӑ пулӑмсене халӑхра сарас тесе художниксем стена ҫине ӳкерес ӑсталӑх. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗ Олег Николаев Вырӑс географи обществин республикӑри уйрӑмӗн попечительство канашӗн ларӑвӗнче сӗннӗ. Вырӑс географи обществин регионти уйрӑмӗн 2024 ҫулти калӑпӑшлӑ проекчӗсенчен пӗри – Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Уравӑшри географи центрӗн палине ҫӗнетесси, Шупашкар шыв управҫин утравӗсене тӗпчемелли «Амоксары» проекта пурнӑҫа кӗртесси, Чӑваш Енре экологи атласне йӗркелесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mk103.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем чӗри тапма чарӑннӑ ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче шурӑ халатлисем 45 ҫулти арҫын патне кайнӑ. Вӑл йывӑррӑн сывланӑ, унӑн тути кӑвакарса кайнӑ. Тухтӑрсем пырса ҫитсе ӑна пулӑшма тытӑннӑ вӑхӑтра арҫын тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Маргарита Давыдова тухтӑрпа Екатерина Баринова фельдшер парӑнман. Вӗсем чӗрепе ӳпке реанимацийӗ ирттерме йышӑннӑ. Тепӗр 10 минутран арҫыннӑн чӗри ӗҫлесе кайнӑ. Кайран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл унта сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |