Ҫурт-йӗр
![]() blog.domclick.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансене кӳршӗ-аршӑпа строительсем канма кансӗрлесрен саккун йышӑннӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ саккунра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 23 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен шавлама юрамасть. Строительствӑпа монтаж, юсав ӗҫӗсене 20 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен пурнӑҫлама юрамасть. Шӑматкунпа вырсарникун тата уяв кунӗсенче 22 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен шавламалла мар. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен пурнӑҫлама чарнӑ. 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен те шавламалла мар. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине – раштавӑн 31-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче 4 сехетчен – шавланӑшӑн явап тыттармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ngs.ru сӑнӳкерчӗкӗ Интернатра ӳснӗ ачасене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма ҫӑмӑл мар. Ҫемьере пурӑнса курманскерсене малтанхи вӑхӑтра патшалӑх пулӑшса пырӗ. Чӑваш Енре нумаях пулмасть ятарласа ҫавӑн пек саккун йышӑннӑ. Ача ҫурчӗсенче ӳснисене интернатран тухсан вӗренме кӗме, ӗҫе вырнаҫма пулӑшасшӑн, ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхтарасшӑн. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫамрӑксене ятарласа ҫирӗплетнӗ наставник пулӑшса пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк муниципалллӑ округӗнчи Ҫулавӑҫри Виталий Самохвалов сусӑр пулин те пуҫ усмасть. 65 ҫулти арҫын икӗ урасӑр. Чире пула малтан унӑн пӗр урине татнӑ, тепӗр 7 ҫултан – теприне. Апла пулин те арҫын пуҫ усмасӑр малалла ӑнтӑлать. Паян вӑл вутӑ та ҫурать. «Кил хуҫалӑхӗнчи пур ӗҫе те парӑнтарать. Вӑл пӗчченех вутӑ татса ҫурма пултарать. Ҫурт-йӗр те хӑпартать Виталий Аркадьевич. Хӑй вӑхӑтӗнче чирленӗ чухнех илемлӗ ҫурт тӑвассипе тимленӗ. Ӑна пӗчченех кирпӗчрен купаланӑ. Халӗ ку ҫуртра ҫемьепе пурӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи ачисене пулӑшма та вӑй-хал ҫитерет. Ольга хӗрӗ кил-ҫурт ҫавӑрнӑ ҫӗре хутшӑннӑ», – ҫырса кӑтартнӑ пуҫ усман арҫын ҫинчен «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Иванова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви «Чувашия: вехи истории и современность» парне пуххи хатӗрленӗ. Комплекта кӗнеке-альбом тата наци эрешӗпе капӑрлатнӑ шӑнкӑрав кӗрет. Пичет кӑларӑмӗ нумай нациллӗ Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать. Кӗнекене Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов ученӑй-историксем пухса хатӗрленӗ. Кӑларӑм республика хӑнисемшӗн паха парне пулассине шанаҫҫӗ. Комплект хакӗ – 5460 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Анаткас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм пӳрте тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен кӑмрӑк ҫинче 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнӑ-ха? Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1419 пушар пулнӑ. Вӗсенче 60 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ӗнер республикӑра нормӑран 4,5 градус сивӗрех пулнӑ. Паян ӑшӑ циклон ҫывхарнӑ, паян-ыран юр ҫукалӗ. Малалла сивӗтӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, нумайлӑха мар. Паян-ыран 8-13 градус сивӗ тӑрӗ, юнкун – 13-18 градус, кӗҫнерникун – 18-23 градус. Эрнекунран пуҫласа пирӗн патра ҫурҫӗр антициклонӗ хуҫаланӗ. Уяр ҫанталӑк тӑрӗ, сывлӑш температури 25-30 градус таран сивӗнӗ. Чи сивӗ кунсем канмалли кунсенче пулӗҫ. Тунтикунран ӑшӑ килме пуҫлӗ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче 10 градус сивӗ тӑрӗ. Уйӑх варринче йӗпе юр ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() smotrim.ru сайтри сӑн Паллӑ «Катюша» юрра тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантараҫҫӗ. Халӗ ӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Пуҫаруҫисем – Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем. Ҫак юрра ахальтен суйламан. Кӑҫал вӑл халӑх ҫине тухнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ. Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. Сӑвӑҫ каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна хӑвӑрт хатӗрленӗ. Чӑвашла «Катюшӑна» вара Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР транспорт министрӗ пулнӑ Владимир Осипова раштавӑн 1-мӗшӗнче тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна икӗ статьяпа айӑпласшӑн - должноҫпе усӑ курнӑшӑн тата тӳлев ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе саккуна пӑснӑшӑн. Следовательсем ыйтса тӗпченӗ чухне экс-министр айӑпне йышӑннӑ, унпа пӗрле кам пӗр шухӑшлӑ пулнине те пӗлтернӗ. Хальлӗхе ҫав ҫыннӑн хушаматне халӑх ҫине кӑларман. Владимир Осипова тытса чарнӑ хыҫҫӑн ӑна хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫлама чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() imsnip.ru сайтри сӑн Раҫҫейри 16 регионта ҫӑмарта хакланнӑ: Астрахань, Вологда, Свердловск, Новосибирск, Оренбург, Омск, Ростов, Калининград, Кострома, Чӗмпӗр, Чита, Ярославль, Владимир тата Сахалин облаҫӗсенче, Ставрополь крайӗнче, Удмурт Республикинче. Ку ыйтупа Правительство председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Белоусов ӗҫлеме пуҫланӑ. Хак ытлашши пысӑкланнӑран Правительство монополипе кӗрешекен федераци службине тата РФ Ял хуҫалӑх министерствине лару-тӑрӑва тишкерме хушнӑ. Ҫавӑн пекех министерство ҫӑмарта импортне пысӑклатма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ok.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |