Муркаш округӗнчи ҫӑлавҫӑсен кил хуҫисене ҫӗленрен ҫӑлма кайма тивнӗ. Ку авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ.
Нискассинче пурӑнакан арҫын килте тирпейленӗ чухне ҫӗлен пулнине асӑрханӑ. Вӑл самай пысӑк пулнӑ. Кил хуҫи тӳрех ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Анчах ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен ҫӗлен урама шуса тухса кайнӑ.
Килте ҫӗлен асӑрхасан мӗн тумалла-ха? Чи малтан тавралла пӑхмалла. Тен, унта татах пур. Кайран майӗпен айккинелле кайса ҫӑлав службине шӑнкӑравламалла.