Культура
![]() Чӑваш Енре халӗ Вырӑс провинцийӗн музейӗ те пур. Вӑл Улатӑрта хула училищин революци умӗнхи ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурта 1911 ҫулта хута янӑ. Вӑл истори тата культура историйӗсен списокне кӗрет. Унта вырӑс провинцийӗн музейӗ пуласси пирки 2021 ҫултах пӗлтернӗ. Ҫурта юсаса ҫӗнетнӗ, халӗ ав вӑл хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Экспозицире - Улатӑр хулин тата Улатӑр уесӗн историйӗ: 1952 ҫултан пуҫласа 20-мӗш ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсемччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Любовь Рыжкова халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫурчӗ 75 ҫул тултарнӑ, унти «Ӑраскал» юрӑпа ташӑ ансамблӗ — 25 ҫул. Кун пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче Любовь Рыжкова пӗлтернӗ. «Кашмаш ялӗнче паян пысӑк уяв — юбилей каҫӗ, пулса иртрӗ. Роза Николаева ҫирӗппӗн ертсе пынипе ҫулсеренех кунта халӑх театрӗ те, халӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те аталансах, ешерсех пыраҫҫӗ. Кашмашри культура ҫурчӗн малашлӑхӗ пысӑк та ҫутӑ пуласса шанатӑп эпӗ. Ҫапла пултӑр!» — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Сӑмах май каласан, ялти юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӑваш Республикин Культура министерствин приказӗпе килӗшӳллӗн «халӑх» ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Чӑваш Енри патшалӑх пабликӗсен фестивалӗ иртнӗ. Унта республикӑри тата муниципалитетсенчи влаҫ органӗсен тата вӗсене пӑхӑнакан учрежденисен чи лайӑх пабликӗсен администраторӗсем пуҫтарӑннӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Чӑваш Енӗн цифра трансформацийӗн центрӗпе пӗрле йӗркеленӗ. Влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче страницӑсем пулмалла текен саккуна йыӑннӑранпа ҫулталӑк иртрӗ. Паян асӑннӑ ушкӑнра 1300 ытла паблик. Вӗсенче эрнесерен 15 пине яхӑн пост вырнаҫтараҫҫӗ. Фестивальте 50 чи лайӑх паблика палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ икӗ кун ҫӳрӗ. Салонра пассажирсене Хӗл мучипе Юр пике кӗтсе илӗҫ. Акцин пӗрремӗш кунӗ паян иртет. Уяв троллейбусӗ 54-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Троллейбус номерӗ - 1091. Троллейбус паян 11 сехет те 14 минутра «Иваново» чарӑнуран ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ тепрехинче ҫитес ҫул кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ҫула тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикин вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле е открытка хатӗрлемелле те #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (https://vk.com/club201526545) ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла. Видеоролика маларах палӑртнӑ адреспа лартсан кашни хутшӑнакана сертификат парса чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта килес ҫул юсаса пӗтерӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: реконструкцие пуҫланӑ чухне ӗҫе кӑҫал вӗҫлессине палӑртнӑччӗ. Анчах кайран самана улшӑнса кайрӗ, пирӗн ҫӗршыв тӗлӗшпе тӗрлӗ санкци йышӑнчӗҫ. «Юсава кӑҫал вӗҫлесшӗнччӗ. Анчах, пӗрремӗшӗнчен, санкци витӗмне пула оборудование тата документацие улӑштарма тиврӗ, иккӗмӗшӗнчен, ҫӗнӗрен туса лартма киввине юсассинчен ҫӑмӑлтарах», — тесе ӑнлантарнӑ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Александра Пайзерова паян 100 ҫул тултарнӑ. Юбиляра республикӑ ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов саламланӑ. Александра Ивановна Шупашкар районӗнич Чулкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Медицина тата суту-илӳпе экономика техникумӗсенче вӗреннӗ. Шупашкарти лавккасенче сутуҫӑра тата бухгалтерта ӗҫленӗ. Паян кинемей хӗрӗпе пӗрле пурӑнать. |
Вӗренӳ
![]() Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак эрнере Элӗк муниципаллӑ округӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнче вӗренӳ отраслӗнчи тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Унта шкулсен директорӗсем, ача пахчисен заведующийӗсем, вӗренӳ пайӗн методисчӗсем пухӑннӑ. Канашлу ирттернипе пӗрлех шкулти учительсен уҫӑ урокӗсенче пулнӑ. «Эпир вара вӗсене тивӗҫлӗн кӗтсе илме тӑрӑшрӑмӑр, Ҫӗнӗ ҫул хавхаланӑвне те парнелес терӗмӗр. Ҫавӑнпах Хӗл Мучипе Юр пике хӑнасене парнесем парса савӑнтарчӗҫ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнче ӗҫлекен Алина Петрова халӑх тетелӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче нумаях пулмасть Любовь Фёдорова сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑталнӑ. Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн халӑх тетелӗнче Марина Карягинӑпа Екатерина Янгалакова телесюжечӗ тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» сӑвӑ пуххи — Любовь Фёдорован 9-мӗш кӗнеки. Автор чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенчех палӑрма пуҫланӑ иккен. Елчӗк районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Энтепе хӗрӗ малтан тӑван тӑрӑхӗнче, унтан Шупашкарти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Виталий Родионов, Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Юлия Силэм пек пултаруллӑ тантӑшӗсемпе, «ҫилҫунатҫӑсемпе» литература тӗнчине кӗнӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |