Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑтӑрмахла ку ӗҫ Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Унти ҫыхӑну уйрӑмне ертсе пыракан 24 ҫулти хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче укҫа тухманнине пенси укҫипе саплаштарнӑ. Хӑйӗнпе мар. Ҫамрӑкскерӗн хӑйӗн тухман-ха ун пекки. Пӗр ялта пурӑнакан ватӑн шучӗпе. «Хӗрхеннипе саплаштарас тенӗ-ши вара лешӗ е тӑванӗ пулман-ши?» — тесе шухӑшлас килӗ те вулаканӑн. Ҫук ҫав. Никам та мар. Ют ҫын кӑна. Тӗрӗссипе, хайхи ватӑ хӑй пенсине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхне тыттарман. Лешӗ хут ҫинче пенси тӳленӗ пек кӑтартнӑ та укҫине паман. 9624 тенке вӑл почтӑра укҫа тухманнине саплаштарма янӑ. Ҫавӑн пек правурланнӑшӑн халӗ хӗрарӑм тыткаларӑшне судра пӑхса тухӗҫ. Ӗҫне пуҫиле майпах пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти прокуратура суда ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата кӗрхисене апатлантарма ытти ҫулхинчен иртерех тухнӑ. Анчах акана яланхиллех, ака уйӑхӗн ҫуррисенче кӑна, тытӑнӗҫ. Хирти ҫак ӗҫе пуҫӑнма хресчен ҫумӑр пуласса кӗтет. Енчен ҫумӑр ҫуса юра ирӗлтерсе пӗтерсен, тен, иртерех те пуҫӑнайӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ӗнерхи пресс-конференцире пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе кӑҫал 565 пин ҫектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ку вӑл сахалтан та. Ытларах аксан та пӑсмасть, ӗнентернӗ министр. Ҫӗрулми лаптӑкне те кӑҫал ӳстересшӗн. 3 пин гектар нумайрах лартма палӑртаҫҫӗ. Кун валли ял хуҫалӑхӗнче техника та, вӑрлӑх та, удобрени те пур-мӗн. Халӗ: «Ҫанталӑкӗ ӗҫлеме май патӑр», — тесси кӑна юлать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Петров урамӗнче пурӑнакансем каллех сисчӗвленнӗ. Уйрӑмах — 13-мӗш ҫуртра пурӑнакансем. Ара, ҫуртран кирпӗчсем тӑкӑнма тытӑнсан сехре ан хӑптӑр-и? Ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине кун пирки пӗлтернӗ, лешсем стена ҫинчи шӑтӑка цементпа хупланӑ. Ҫав 13-мӗш ҫуртра пурӑнакан Ирина Кузьмина ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл тӳрех Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт пирки аса илнӗ: ку та ишӗлме тытӑнмасть-ши? Ҫуртӑн умӗ кӑштах йӑтӑннӑ-мӗн. Ҫынсем ирхине урамра темиҫе кирпӗч выртнине асӑрханӑ. Ҫурт тӑрри айӗнче вара — шӑтӑк. Телее, никам та суранланман. «Теплый дом» управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, шӑтӑка хупланӑ. Вячеслав Михайлов специалист каланӑ тӑрӑх, такам стена ҫинчи ултӑ кирпӗче ятарласа сиенлетнӗ. Управляющи команийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех, такам ҫапла майпа ҫӗнӗ ҫуртра хваттере тивӗҫесшӗн. Ҫурт ҫынсемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн хаҫачӗ «Пирӗн пурнӑҫ» 85 ҫул тултарнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче вӑл «Коллективист» ятпа Етӗрнере тухса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн хаҫат ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Красночетаевец», «Путь Победы». «Пирӗн пурнӑҫ» ятпа 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тухма пуҫланӑ. Паян район хаҫачӗ — обществӑпа политика хаҫачӗ, чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Хӑш чухне вырӑсла статьясем те курӑнкалаҫҫӗ. Алина Оринова 2004 ҫултанпа редактор пуканне йышӑнать. Каларӑм чылай наградӑна тивӗҫнӗ. 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хаҫатра ӗҫлекен Альбина Замуткина корреспондентӑн «Ҫемье телейӗ — ачасенче» проекчӗ ҫӗнтернӗ. Район хаҫачӗ Совет тапхӑрӗнче «Искра» колхозра нумай тиражлӑ «Хӗлхем» хаҫат кӑларса тӑнӑ Иван Вазяковпа ҫыхӑну тытать. Вӑл Мишеркассинчи вӑтам шкулта таврапӗлӳ музейне йӗркелесе тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Куславккар районӗнчи Энтри Пасарти шкулта Кӑҫал пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи пӳлӗмне хитре капӑрлатнине палӑртмалли конкурс иртет. Ку конкурс пӗтӗмлетӗвне епле хатӗрленнине тӗрӗслеме ҫак уйӑхӑн пуҫламӗшӗнчи пӗр кун Куславкка районӗнчи Энтри Пасарти вӑтам пӗлӳ паракан шкула маларах асӑннӑ конкурс йӗркелӳҫисем ҫитсе килнӗ. Республика шайӗнчи конкурса асӑннӑ шкулта пӗтӗмлетмелле иккен. Ку кун ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе пӗрлех ытти хӑна та пухма шухӑшлаҫҫӗ. Шкулта чӑвашсен кулленхи пурнӑҫӗнче усӑ куракан япаласен куравне йӗркелеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне чӑваш тумӗн куравне те йӗркелесшӗн. Унта авалхи кунтан пуҫласа паянхичченхи экспонатсем таранах вырӑн тупмалла-мӗн. Конкурса Чӑваш наци конгресӗн "Сывӑ наци" комитечӗн ертӳҫи, ЧНКн президиумӗн пайташӗ Юрий Зорин "Чӑваш ялӗ" комитет ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа пӗрле йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ. Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. 26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май ветерансем валли парнесем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тата сусӑрӗсем тӗрлӗ транспортпа тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Унта автобуссем кӑна мар, пуйӑссем, авиа- тата юханшыв транспорчӗсем кӗреҫҫӗ. Ветеранпа пӗрле тепӗр ҫын, ӑна илсе ҫӳрекенни, тӳлевсӗр кайма пултарать. Чӑваш Енре кӑна мар, унӑн тулашӗнче те тӳлевсӗр ҫӳреме май пулӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 фронтовик Мускаври, Питӗрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийӗсене хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ветерансене вокзала та илсе ҫитерӗҫ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлевсӗр ҫӳрес тесен кассӑсене пымалла. Унта кирлӗ документсене хатӗрлӗҫ. Кун валли Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин участникӗ, сусӑр пулнине ӗнентерекен удостоверени, паспорт кирлӗ. Ветеранпа илсе ҫӳрекен ҫыннӑн паспорчӗ те кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртет. Унта кӑҫал тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Португали, Турци, Швеци те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Испанла калаҫакан ҫӗршывсем те диктантпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Чӑваш Ене вара ҫынсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине виҫҫӗмӗш ҫул тӗрӗслеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑна «Советская Чуваши» хаҫат тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультечӗ йӗркелесе пырать. Кӑҫал диктант текстне Евгений Водолазкин литературовед тата прозаик ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Волшебный фонарь» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри 20-мӗш ӗмӗрти кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ. Республикӑра диктанта виҫӗ ҫӗрте ҫырӗҫ: ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Текста яланхи пекех ЧПУн филологи факультечӗн вӗрентекенӗсем тата чӗннӗ хӑнасем вулӗҫ. Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫи Любовь Петрова вулӗ. Диктант ҫырма килейменнисем хӑйсен вӑйне totaldict.ru сайтра тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унта трансляци вӑхӑт поясне кура виҫӗ хуларан иртӗ: Иркутскран, Новосибирскран, Мускавран. Вырӑс чӗлхине маннисем валли ятарлӑ курссем йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Улатӑр хулинче тата районӗнче аварие пула газ пама пӑрахнӑ. Ҫапла майпа 10,3 пин ҫурт газсӑр тӑрса юлнӑ. Унта 43,7 пин ҫын пурӑнать. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта ӗнер 13 сехет те 25 минутра газ пама пӑрахнӑ. Мӑкшӑ Республикинчи «Ардатов» тӗлӗнче пӑрӑх сиенленнӗ-мӗн. Ӑна пула «Улатӑр-1» патне кӗрекен объектсем шар курнӑ. Улатӑр хулинче газсӑр тӑрса юлнӑ ҫуртсен йышӗнче — 7 шкул, 10 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 11 объекчӗ, 16 котельнӑй. Улатӑр районӗнче вара 6 шкул, 3 ача пахчи, сывлӑх сыхлавӗн 7 объекчӗ газсӑр юлнӑ. Аварие пӗтермешкӗн Чулхула облаҫӗнчен ятарлӑ бригада килнӗ. ИӖМ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ир валли газ пама палӑртнӑ. Анчах Улатӑр мэрийӗ ку ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫеҫ пуласси пирки хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акан 27-мӗшӗнчен пуҫласа "Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ" акци иртӗ. Ҫав кун тӗп хуламӑрти аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче Ҫӗнтерӳ сехетне йӗркелеҫҫӗ, волонтерсен корпусӗн хастарӗсем студентсене вӑрҫӑ тематикиллӗ тата Ҫӗнтерӗвӗн сумлӑ юбилейне халалланӑ хӑтлавсемпе паллаштарӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ аслӑ ӑрури тӑванӗсем патне ҫамрӑксем «Ҫӗнтерӳ ҫырӑвӗ» ҫырӗҫ. Виҫкӗтеслӗ ҫырусенче вӗсем хӑйсем тӑван кӗтесӗшӗн, республикӑшӑн, ҫӗршывшӑн тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн сумне упраса хӑварассипе мӗн тунипе паллаштарӗҫ. Ҫырӑва А4 форматлӑ хут ҫине ҫырмалла, ят-хушамата, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине палӑртмалла, ӑна кам ячӗпе шӑрҫаланине кӑтартмалла. Ҫырусене нимеҫӗсем (волонтерсем) пухӗҫ, тишкерме-пӗтӗмлетме федерацири нимеҫӗсен штабне ҫитерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |