Спорт
![]() Чӑваш Республики халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе ҫӗршывра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине ЧР Спорт министерстви пӗлтерет. Кун пирки РФ Спорт министерстви ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче министр ҫумӗ Павел Колобков пӗлтернӗ. Вӑл 2020 ҫул тӗлне Раҫҫейри ҫынсен 40 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, ку кӑтартӑва Краснодар крайӗ ҫитнӗ. Унти халӑхӑн 41,2 проценчӗ спортпа туслӑ. Малтисен йышне ҫавӑн пекех Мари Эл кӗнӗ. Унта ҫынсен 39 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать. Чӑваш Ен вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра халӑхӑн 37,4 проценчӗ спортпа туслӑ. Ларура спорта явӑҫни социаллӑ ыйтусене татса пама пулӑшнине палӑртнӑ. Вӑтамран илсен пулсан, спортпа туслӑ ҫын ҫулталӑкне 2,5 кун сахалрах чирленӗ. Ҫапла майпа патшалӑхӑн 25 миллиард тенки перекетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 55 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Театр ӗҫӗ-хӗлӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперипе пуҫланнӑ. Пирвайхи 15 ҫул театрӑн илемлӗх ертӳҫи Борис Марков пулнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, театр ҫӑмӑл мар лару-тӑрура ҫуралнӑ. Ун чухне профессионал хор та, балет та пулман. Специалистсем те ҫитмен. Савутсенчен, фабрикӑсенчен, аслӑ шкулсенчен пултарулӑх ушкӑнӗнчи ҫынсем килнӗ унта. Вӗсем каҫсерен репетицисем ирттернӗ. Историе илес пулсан, Чӑваш академи драма театрӗн тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн симфони оркестрӗн ҫумӗнче 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музыка драма театрӗ йӗркеленнӗ. 1969 ҫулта вӑл уйрӑм ушкӑн пулса тӑнӑ, 1993 ҫулта вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне панӑ. Юбилей каҫӗнче Георгий Хирпӳн «Нарспи» оперине кӑтартӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче эксклюзивлӑ концерт пулӗ, унта артистсен ачисем сцена ҫине тухӗҫ. 27-мӗшӗнче вара халӑха «Шывармань» курма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Василий Шикарев музее парнеленӗ арманпа Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи вулавӑшра хӑйне евӗр акци иртнӗ. Ҫак кун ял халӑхӗ вырӑнти музее тӗрлӗ япала парнелеме пултарнӑ. Аялти Улмалуй ялӗнче пурӑнакан Василий Никитич Шикарев мезее алӑпа авӑртмалли арман парнеленӗ. Вӑл унӑн амӑшӗн Мария Ивановнӑн пулнӑ. Ӗлӗк кунашкал хатӗр кашни килтех пулнӑ. Унпа ытларах чухне тырӑ авӑртнӑ. Кун пек арман икӗ пайран тӑрать. Ӑна хурӑнран, хӑш чухне юманран, вӗренерен хатӗрлеҫҫӗ, сийне металл пластинӑсем ҫапаҫҫӗ. Унпа тырра темиҫе хут авӑртса ҫӑнӑх та тума пулать. Василий Никитич ачасем ӗлӗкхи япаласемпе ҫитӗнекен ӑру паллаштӑр тесе ӑна музее парнеленӗ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова вара музее стерилизатор, кантӑк шприцсем, йӗпсем йӑтса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Олег Бойко Чӑваш Енре Арбитраж сучӗн ертӳҫи ылмашма пултарать. Тилхепене асӑннӑ суд тӳрине Олег Бойкона шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура ҫӳрет иккен. Хальхи вӑхӑтра ку ӗҫре Александр Шегуров тӑрӑшать. Тӳресен аслӑ квалификаци коллегийӗ ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче арбитраж сучӗсенче улшӑнусем тума йышӑннӑ. Пирӗн республикӑри Арбитраж судне те ҫакӑ пырса тивме пултарать. Кун пирки «Право.ру» портал пӗлтернӗ иккен. Олег Бойко пирки каласан, вӑл 1978 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине «Аудит-Информ» фирмӑри юристран пуҫланӑ. 2001–2008 ҫулсенче Арбитраж судӗнче ӗҫленӗ. Малтан — аслӑ специалистра, унтан — тӳре пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран суд председателӗн ҫумӗн пулӑшуҫин пуканне йышӑннӑ. 2008 ҫулхи кӑрлачра ӑна тӳрене шаннӑ. Ҫав ҫулхи кӗркунне Бойко Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн тӳресен йышӗн председателӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Константин Субботин Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче кӗпӗрнаттӑрсене суйламалла. Суйлав Чӑваш Енре те иртмеллине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ. Суйлав вӑхӑтӗнче ертсе пыракан влаҫ пайташӗсем кӑна мар, оппозици шутне кӗрекеннисем те хастарланаҫҫӗ. Раҫҫейӗн либерал-демократсен партийӗ шухӑшланӑ-шухӑшланӑ та пирӗн патра Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве Константин Субботина кӑларас тенӗ. Свердловск облаҫӗнчен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ 33 ҫулти ҫав ҫамрӑк либерал-демократсен шучӗпе Чӑваш Ене ним мар ертсе пыраять. РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Игорь Лебедев либерал-демократсен партийӗ ытти регионсем валли те суйлава хутшӑнмалли кандидатсем палӑртнине пӗлтернӗ. Пӗр-икӗ регионта кандидатсене улӑштарма пултарассине те асӑнса хӑварнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Элтеперпе калаҫакан тележурналистсемпе - Светлана Каликова Чӑваш Енӗн правительствинче черетлӗ кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин Иван Моторинӑн паянхи хушӑвӗпе республикин информаци политикин министрӗн ҫумне Светлана Каликована ӗҫрен хӑтарнӑ. Паянтанах вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫин пуканне йышӑннӑ. Кун пирки тепӗр хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер кӑларнӑ. Светлана Каликова информаци политикин министрӗн ҫумӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Министр пулма лартиччен Светлана Каликова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-службин пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫапла вара пирӗн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева Сергей Архипов, Татьяна Михайлова, Юрий Петров, Вячеслав Печников тата Светлана Каликова пулӑшса пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ваня Еруков Ҫу уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарта «Купӑс — манӑн чун» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртнӗ. Унта Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула облаҫӗнчи купӑс, баян, аккардеон калакан маттурсем пухӑннӑ. Фестивале пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Фестивале Вӑрмарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекен маттур арҫын ача Иван Еруков та хутшӑннӑ. Ваня 8 ҫулта кӑна-ха, анчах вӑл конкурсра пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Вӑрмар ачи 9 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче — баян, аккардеон, купӑс калакан солистсен номинацийӗнче — 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Жюри Ваня Еруковӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Арҫын ача музыка пултарулӑхне Валентина Васильевна Павловская патӗнче туптать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 20-мӗшӗччен Шупашкарта наци кухнин «Шупашкар — хӑнасене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен хула» конкурс иртет. Калинин районӗн администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс ҫак номинацисемпе иртӗ: «Чи лайӑх наци яшки», «Какайран пӗҫернӗ чи лайӑх наци апачӗ», «Пулӑран пӗҫӗрнӗ чи лайӑх наци апачӗ», «Чи лайӑх наци кукӑлӗ», «Чи лайӑх наци десерчӗ», «Наци кулинари ҫӗнӗлӗхӗсем», «Наци ноу-хау!». Фестивале пӗтӗмлетнӗ май конкурс комиссийӗ наци апачӗсен авторӗсене хавхалантармашкӑн хушма номинацисем те палӑртма пултарӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене уйӑхран палӑртӗҫ, Республика кунӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Муркаш районӗнче паллӑ историк, этнограф, тӗпчевҫӗ, «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи Николай Никольский ҫуралнӑранпа 137 ҫул ҫитнине уявланӑ. Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева, сӑмах май, Николай Никольскийӗн ятне халӑх асӗнче упрас енӗпе ЧНК Президенчӗн ҫyмӗ Алексей Леонтьев сахал мар вӑй хунине палӑртать. А. Леонтьев Никольский ҫырса хӑварнӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗсене кӗнекелесе кӑларнӑ, унӑн эткерлӗхне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма чылай тӑрӑшнӑ. «Халӗ паллӑ ӑсчах ҫуралнса ӳснӗ тӑрӑха, вӑл ҫуралнӑ Купӑрля ялне пырса кӗмe те питӗ кӑмӑллӑ. Ял варринчи кӳлӗ, Никольский ячӗллӗ парк, вӑл пурӑннӑ ҫурт тӗлӗсем хитре те илӗртӳллӗ», — палӑртать Зоя Яковлева. Уява ирттерме Шупашкартан Муркаш тӑрӑхне ЧНК Президенчӗн ҫyмӗ Алексей Леонтьев, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсем, Чӑваш халӑх ӳнерпе ӑслӑлӑх aкaдeмuкӗceм, тӗп хулари Никольский ячӗллӗ педколледжра вӗрентекенсемпе вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсене Никольскийӗн ентешӗсем ҫывӑх тӑванӗсене кӗтсе илнӗ пек йышӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара та хӑнасене хапӑл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Шанхайра» пурӑнакансем ҫурт тӑвӑм компанийӗпе пӗр чӗлхе тупайманни — ҫивӗч ыйтусенчен пӗри. Икӗ ен ниепле те ҫураҫаймаҫҫӗ. Михаил Игнатьев ку ыйту тӗлӗшпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Михаил Васильевич «Шанхайри» лару-тӑрӑва хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Ку кӑна мар. Элтепер чиновниксене ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма, икӗ ене пӗр чӗлхе тупма пулӑшмашкӑн хушнӑ. Михаил Игнатьев микрорайонта пурӑнакансемпе, подряд организацийӗсен элчисемпе тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫынсемпе 5 сехете яхӑн калаҫнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, лару-тӑрӑва виҫӗ енлӗ хирӗҫӳ йывӑрлатать. Вӑлах хула администрацийӗ ыйтӑва чылай вӑхӑт айккине сирсе хӑварнине палӑртнӑ. ЧР строительство министрне Олег Маркова ҫӑхавсемпе паллашма, Госстройнадзорпа пӗрле тӗрӗслев ирттерме, лару-тӑрӑва виҫӗ кунра уҫӑмлатса отчет тума хушнӑ. Фактсем ҫирӗпленсен подрядчикӑн йывӑр лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |