Чӑвашлӑх
![]() Юля Адюкова 2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать. Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЗАГС органӗсем регистрацилекен актсен хакӗ ӳснӗ. РФ Налук кодексне кун пирки ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Малашне пӗрлешес текенсен патшалӑх регистрацийӗшӗн 350 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тата мӑшӑрсен килӗшӗвӗпе уйрӑлмашкӑн 650 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Мӑшартан пӗри уйрӑлас тесен (тепри паллӑ мар сӑлтава пула суда пымасан, 3 ҫултан ытларах айӑплансан) те ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле. Ашшӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн — 350 тенкӗ. Хушамата, ята, ашшӗн ятне улӑштарма шухӑшланисен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Акта улшӑнусем кӗртес текенсен кӗсйи 650 тенкӗлӗх пушанӗ. Архив справкине илмешкӗн 200 тенкӗ кирлӗ. Апостиль лартмашкӑн кашни документшӑн 2500 тенкӗ тӳлемелле. Ют патшалӑхри кашни документа тӗрӗслемешкӗн те 350 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ. Ҫавна май республикӑра интереслӗ проектсем пурнӑҫа кӗрӗҫ. Ыран Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Литература тавралӑхӗ» проект пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗнчери литература классикине юрӑ-кӗвӗ сцени ҫине кӑларӗҫ. Кӑрлачӑн 14 тата 21-мӗшӗсенче Петр Чайковскин «Пиковая дама» тата «Евгений Онегин» оперисене куракансен умне кӑларӗҫ. Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Пьер Бомарше камичӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Безумный день или женитьба Фигаро» тухӗ. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври сценӑсем ҫинче ӑнӑҫлӑ тухать. Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Севильский цирюльник» курма чӗнеҫҫӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вара «Отелло» опера кӑтартӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре коммуналлӑ тӑкаксен тӳлевӗ ҫитес ҫур ҫулта улшӑнмасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах — ҫуллаччен ҫеҫ. Улшӑнусем утӑ уйӑхӗнче пулмалла. Ытларах ҫакна Ҫӗнӗ Шупашкартапурӑнакансем туйса илӗҫ. Унта тарифсем 15% ӳсӗҫ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Лапсарта, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту кӑшт сахалрах — 12% яхӑн. Ытти ҫӗрте 11,2 процент хӑпарӗ. Ӑшӑ энергийӗ 100% шайра юлӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара 8,8% хӑпарӗ. Сивӗ шывшӑн тата ӑна юхтарса кӑларнишӗн кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗнчи пекех тӳлемелле. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 12,2% ытларах тӳлеме тивӗ. Ҫулла электроэнерги те 7,5% хӑпарать. 1 киловатшӑн 2 тенкӗ те 80 пус кӑларса хумалла пулӗ. Ялта пурӑнакансем 1 тенкӗ те 96 пус тӳлӗҫ. Ҫутҫанталӑк газӗ пирки хальлӗхе нимӗн те каламан. Анчах вӑл та 7,5% хӑпарма пултарать. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЖКХ хакӗсем ӳснӗ чухне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмаллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа уйӑхӑн 11-мӗшӗччен Чӑваш Енре 22 наркопреступлени тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ йышши преступлени пирки ҫӗнӗ ҫулхи пӗрремӗш кун пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Наркотӗрӗслевӗн шанчӑк телефонӗ ҫине наркотик хатӗрӗллӗ хутаҫсем подъездра выртни пирки ҫынсем шӑнкӑравласа систернӗ. Хутаҫа ҫынсем Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче асӑрханӑ. Тепӗр кунхине Наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем хулари хваттерсенчен пӗринче 79 грамм ытла гашиш туртса илнӗ. Ӑна кил хуҫи сутма ӗмӗтленнӗ иккен. Наркотик сутса пуяс ӗмӗтпе пурӑннӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сурхуринче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 36-ри арҫынтан 11,76 грамм наркотик туртса илнӗ. Ку та пысӑк калӑпӑш шутланать. Арҫынна ҫавӑншӑн 10 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Тепӗр кунхине Шупашкарти 24-ри каччӑ ҫакланнӑ. Уйӑхӑн малтанхи вунӑкунлӑхӗнче наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ пуҫиле 22 пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев икӗ Хушу алӑ пуснӑ. Вӗсенчен пӗри, «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн тытӑмне оптимизацилесси» ятлӑ. Унӑн тӗп пункчӗсенчен пӗри — общество хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫле политикӑна аталантарассипе ӗҫлекен управление пӗтерсе хурасси ҫинчен. Халӗ вӑл управлени икӗ подразделенирен тӑрать. Коррупципе кӗрешме патшалӑхӑн граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленине шаннӑ. Тӗрӗслев управленине тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ туса хунӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ тата администраци ертӳҫин ҫумӗ пулма Алексей Метелкина шаннӑ. Унччен вӑл Михаил Игнатьевӑн пулӑшаканӗ шутланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен патшалӑх институчӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсен «История национальной государственности чувашского народа» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ку ӗҫе «Ирӗклӗ сӑмах» сайт тӗплӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнеки тесе хаклать. Темиҫе ярӑмпа кӑларма палӑртакан ӗҫӗн пӗрремӗш кӗнекин авторӗ — асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Владимир Клементьев. Тома этнос юхӑмӗ чӗрӗлсе тӑнипе аталаннине, наци юхӑмӗн йӗркелӳ хурмисем ҫуралнине тата йӗркеленнине, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркеленӗренпе Чӑваш автономичченхи тапхӑрти чӑвашсен ирӗклӗхӗн ҫул-йӗрӗпе меслечӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ. Кӗнекен ӑслӑлӑх редакторӗ — Юрий Гусаров историк, рецензенчӗсем — Николай Егоров чӗлхеҫӗ, Виталий Ивановпа Елена Минеева историксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тольяттинчи чӑвашсем Тулай чӑвашсем вӑхӑта ахаль ирттермеҫҫӗ, тӗрлӗ мероприяти йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Тольятти хулинчи чӑвашсен автономийӗ, акӑ, «Ман юратнӑ хула» ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне ирттересси пирки пӗлтерет. Ӳкерчӗксене асӑннӑ автономин правленийӗн ертӳҫине А.П. Бикмурзина е правленин секретарьне Наталья Панфиоленкона ҫитерсе памалла. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 8-927-268-81-13, 8-937-230-96-34. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ спорт мероприятийӗ ирттерчӗҫ. Элӗк районӗнчи хаҫатҫӑсем те вӑл вӑхӑтра калем пӑрахса алла спорт хатӗрӗсем ярса илнӗ. Вӗсем вырӑнти «Хӗлхем» спорт шкулне пуҫтарӑнса Сывлӑх кунӗ ирттернӗ. «Ҫынсем спортпа тусли пирки ҫырса кӑтартни кӑна ҫителӗксӗр, хамӑр та сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслашар, вӑй-хал тапса тӑнине туйса илер терӗмӗр», — ҫапларах шухӑш тытнӑскерсем спорт тумтирне кӑмӑлтан тӑхӑннӑ. «Кун сая ятӑмӑр текен пулман. Пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр», — ӗнентереҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял вулавӑшӗ «Слакпуҫӗнчи сӑвӑҫ» ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Светлана Михайлова библиотекарь вулавӑша пухӑннисем валли хатӗрленӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин классикӗ» электрон хӑтлавпа паллаштарнӑ. Мероприятие хутшӑннисем паллӑ сӑвӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллашнӑ. Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланипе вӗҫленнӗ. Мероприяти иртсе кайни Константин Иванов пирки вулавӑш маннине пӗлтермест. Унта халӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин никӗслевҫи» курав-портрет ӗҫлет. Унта та поэтӑн тӗрлӗенлӗ пурнӑҫӗпе паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |