Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ.

Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ.

Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла.

Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/75385
 

Ҫул-йӗр

Тата тӗрӗсрех калас тӑк, пӗремӗкпе те мар-ха, канихветпе. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫуран ҫӳрекенсене пылакпа астарма шут тытнӑ. Канихвечӗ ахальли мар — «Хаваслӑ ҫуран ҫӳрекен» ятлӑскер. Ун хучӗ ҫине ҫул-йӗр правилине аса илтерекен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑ ҫырса хунӑ. Пылак ҫимӗҫе вырӑнти кондитер предприятийӗсенчен пӗринче кӑлараҫҫӗ.

Ӑна инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене кӑна мар, водительсене те валеҫсе панӑ. Сӑмах май вӗсем ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмаллине те аса илтернӗ, шоферсене — ҫуран ҫӳрекенсене ирттерсе ямаллине.

Тимлӗх, чӑн та, кирлех. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫынсем ҫине машинӑсем республикӑра 65 хутчен пырса кӗнӗ. Вӑрмар, Улатӑр районӗнче пӗрер ҫын, Шупашкарта иккӗн вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gibdd.ru/r/21/news/1353111/
 

Экономика

Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.

 

Раҫҫейре

Вӗрентекенсене шкул ачисемпе нумайлӑ хисепре чӗнтерме хуштаракан саккун проектне РФ Патшалӑх Думине Коммунистсен партийӗн депутачӗ Владимир Бортко ҫитернӗ.

Коммунист сӗнӗвӗ «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунне пырса тивмелле. Бортко депутат вӗрентекенсене ачасен «чысӗпе тивӗҫлӗхне» хисеплеттересшӗн. Ҫавна май парламентарий учительсене шкул ачисене «Эсир» тесе чӗнтересшӗн. Тӗп хуласенчен тата культура центрӗсенчен аякра вырнаҫнӑ ял-хулашӑн ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать-мӗн коммунист-депутат.

«Эсир» темен вӗрентекенсене явап тыттарассине саккун проектӗнче ҫапах та пӑхса хӑварман.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи хӑш-пӗр урамра пурӑнакансем 21-мӗш ӗмӗрти ырлӑх ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. Урамра пурӑнакансем пӳртрен таса мар шыв тухса каймалла тӑвасшӑн. Анчах ун валли канализаципе насус станцийӗ кирлӗ, канализаци пӑрӑхӗ хумалла. Ҫынсем хӑйсен кӗсйинчен те «кӗмӗл» хывма хирӗҫ мар-мӗн.

Халӑх пуҫарулӑхне шута илсе хула влаҫӗсем асӑннӑ проект валли Шупашкар хыснинчен 1 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑвранӑ. Ҫитмен пайне ҫынсем хӑйсем пухса парӗҫ.

Пӑрӑх тӑршшӗ 2,5 километрпа танлашӗ. Вӑл 100-е яхӑн пӳрте ҫыхӑнтарӗ. Канализаци пӑрӑхне Фадеев, Бажов, Михайловский, Боголюбов, Руставели урамӗсенч пурӑнакансем валли хурӗҫ.

 

Хулара

Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата тепӗр вӑй-хал культуипе сывлӑх комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Вӑл Эгер бульварӗчне вырнаҫӗ.

Ҫӗнӗрен хӑпартаканни те ыттисем пекех нумай функциллӗ пулассине шантараҫҫӗ. Унта спорт тата тренажер залӗсем, фитнес валли лапам, бассейн пӑхса хӑвармалла. Комплекс пӗр сехетре 150 ҫынна йышӑнайӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗнчи спортӑн тӗп енӗ бокс пулмалла-мӗн. Ҫапах та спортӑн ытти енне те сирсе хӑвармӗҫ. Фитнес-аэробика, баскетбол, волейбол, мини-футбол выляма, ишме майсем йӗркелесшӗн.

Ҫак кунсенче строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Спорт комплексне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ярасшӑн.

 

Республикӑра

Кунта сӑмах Михаил Игнатьев Элтепер Пӗтӗм Раҫҫейри Азербайджан Конгресӗн ертӳҫисемпе тӗл пулни пирки пырать. Чӑваш Енпе Азербайджан Республики килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнине Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

Курнӑҫӑва асӑннӑ Конгресӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Ильгар Гаджиев тата ҫав органӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Азиз Бадиров хутшӑннӑ. Республика ертӳҫисенчен Элтеперсӗр пуҫне ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, культура министрӗ Вадим Ефимов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ.

Михаил Игнатьев Чӑваш Еншӗн усӑллӑ пысӑк бизнес-проектсене аталантарма хатӗррине палӑртса хӑварнӑ.

 

Вӗренӳ

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ.

Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ.

 

Персона

Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан Валентин Семенова таврара пӗлеҫҫӗ. Вӑл ветеринари тухтӑрӗ кӑна мар, ӳнерҫӗ те.

Арҫын 30 ытла ҫул йывӑҫран касса кӑларать. Унӑн путвалӗнче — мастерской, хваттерӗнче — галерея. Валентин Семенов йывӑҫ татӑкне те чӑн-чӑн илеме ҫавӑрма пултарать.

Вӑл пултарулӑхне ахаль пукансенчен ҫеҫ тытӑннӑ. Вӑл ятарлӑ училищӗре вӗреннӗ. Унтан Омск хулине лекнӗ. Пенсие тухсан йывӑҫран касса кӑларассипе тата вӑйлӑрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн мастерскойӗнче килтинчен те ытларах ӗҫлет. Мӑшӑрӗ куншӑн кӑмӑлсӑрланмасть.

Кирлӗ хатӗр-хӗтӗре укҫа шеллемесӗрех лавккаран туяннӑ. Ара, ан тив: килӗшет тӗк ӗҫлетӗр. Ҫӗмӗрле арҫынни ку ӗҫпе тупӑш тӑвассишӗн аппаланмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсене тӑванӗсене, юлташӗсене парнелет. Пӗр вӑхӑт вырӑнти шкул ачисене те ку ӗҫе тӳлевсӗрех вӗрентнӗ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре хӗрарӑмсем арҫынсенчен сахалрах пенси илме тытӑнасси пирки пӗлтереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем 20 процент сахалрах илӗҫ-мӗн.

Ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пенсие шутламалли постановленин проектне хатӗрлет. Унран уйӑхсерен тӳлемелли укҫа виҫи мӗн чухлӗ пуласси килӗ.

Проект постановленийӗ тӑрӑх, хӗрарӑмсем арҫынсенчен 20 процент сахалрах укҫа илӗҫ. Мӗншӗн? Правительство пенсие тухмалли ӳсӗме шута илесшӗн-мӗн. Арҫынсен пухӑннӑ пенси тӳлемелли тапхӑрӗ — 227 уйӑх, хӗрарӑмсен — 270 уйӑх.

Хальлӗхе ку кӑтарту пурнӑҫ тӑршшӗнчен килет.

 

Страницӑсем: 1 ... 3148, 3149, 3150, 3151, 3152, 3153, 3154, 3155, 3156, 3157, [3158], 3159, 3160, 3161, 3162, 3163, 3164, 3165, 3166, 3167, 3168, ... 3922
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн ҫын машина пулманни пирки аса илме тивет. Эппин, сывлӑхӑра ытларах тимлӗр - суранланас, вӑраха кайнӑ чирсем йӑл илес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑнпа кӑштах сахалрах ӗҫлеме тӑрӑшӑр, анчах пуҫлӑхпа ӑнланмманлӑх сиксе ан тухтӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри вӗткеленӳллӗ пулӗ.

Ҫӗртме, 23

1960
65
Шупашкарта В.И. Чапаев палӑкне уҫнӑ.
1983
42
Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...