Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шашлӑк

Хулара

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юханшыв бульварӗнче арҫынна хӗненӗ. Ӳсӗр арҫынсем иртсе пыраканскере тапӑннӑ, лешӗ йывӑр сурансене пула пульницӑна лекнӗ.

Арҫын йыттипе уҫӑлса ҫӳренӗ. «Вӑл лавкка умӗнчен иртсе пынӑ чухне ӳсӗр арҫынсем унӑн йыттине курсан тӑватӑ ураллӑ чӗрчунран шашлӑк тӑвас кӑмӑл пурри пирки каланӑ, йытта вӗсене хӑварма ыйтнӑ. Лешӗ тӑватӑ ураллӑ тусне хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн йытӑ хуҫи ҫине темиҫе арҫын сиксе ӳкнӗ. Вӗсенчен пӗри ӑна тӑн ҫухатичченех тапнӑ. Иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ», — ҫапла каласа панӑ «Про Город» хаҫата Станислав Лукин.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫапӑҫнӑ арҫынсене полицие илсе кайнӑ. Шар курнӑскерӗн тӑванӗсем вара ҫапӑҫӑва курнисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50329
 

Харпӑр шухӑш Апат-ҫимӗҫ

Ҫу кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн, ҫанталӑк ӑшӑтсан паянхи кун халӑх шашлӑк пӗҫерме васкать. Дачӑсемпе ялсенче, хула ҫывӑхӗнчи вӑрмансенче унӑн шӑрши сарӑлать. Ҫавӑнпа та эпир сире ҫак ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухнехи вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарас терӗмӗр.

Шашлӑк сӑмах пирӗн чӗлхене вырӑссенчен кӗнӗ, лешӗсем вара ӑна крым тутарӗсенчен (şışlıq — йӗтӗр евӗр япала) илнӗ теҫҫӗ. Чӑвашла ӑна тӗрӗссипе «шишлӗх» темелле те, анчах тӳрреммӗн кӗменрен шашлӑк тени хута кӗнӗ. Сӑмах май, унашкал апат-ҫимӗҫ ячӗсем ытти халӑхсен те пур. Чылайӑшне эсир пӗлетӗр те. Кебаб, сӑмахран, азербанджансен ҫимӗҫӗ, шиш-кебаб — турккӑсен. Эрменсем унашкал апата хоровац теҫҫӗ, Грецире сувлаки пӗҫӗреҫҫӗ, яппунсем — якитори (хулара унашкал ят нумай, вӑл мӗне пӗлтернине малашне пӗлетӗр), корейсем — пулькоки, американсем — барбекю. Аша турат ҫинче ӑшаласси авалхи меслет шутланать, ҫавӑнпа та ку апат-ҫимӗҫӗн чӑвашла та ячӗ пулнах. Анчах тӗрлӗ сӑлтавсене пула эпир ӑна ҫухатнӑ.

Вӑрттӑнлӑхсем

Чи малтанах, мӗнле вутӑпа усӑ курни пӗлтерӗшлӗ. Чи лайӑххисен йышне хурӑн тата ҫирӗк кӗреҫҫӗ.

Малалла...

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсем ҫывхараҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫак тапхӑрта лайӑх ҫанталӑкпа киленсе шашлӑк ӑшалать. Ахӑртнех, нумайӑшне ҫак ыйту пӑшӑрхантарать: ҫанталӑк мӗнлерех пулӗ?

Ыран — ӗҫлемелли кун. Ку лайӑх та пуль, мӗншӗн тесен ыран ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫиллӗ пулӗ, ҫумӑр ҫумасть. Тунтикун вара сывлӑш температури кӑнтӑрла 16 градус ӑшӑ таран хӑпарӗ. Каҫ енне ҫурҫӗр районсенче ҫумӑр ҫукалӗ, ҫил лӑпланӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те типӗ ҫанталӑк пулӗ. Кӑнтӑрла 12–17 градус ӑшӑтӗ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пушшех те ӑшӑтма пуҫлӗ: 18–23 градус пулӗ. Кӑнтӑр районсенче аслати пирвайхи хут авӑтӗ.

Ҫитес эрнен иккӗмӗш пайӗнчен пуҫласа сывлӑш температури 27 градус таранах хӑпарма пуҫлӗ, ҫумӑр ҫумӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын шашлӑк ҫисе вилнӗ. Какая пӗҫермесӗрех ҫӑвара хыпнӑ вӑл.

36-ри арҫын мӗнле вилнине халӗ следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Ку Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи вӑрманта пулнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Ҫав кун кӑнтӑрла компани шашлӑк пӗҫерме кайнӑ. Унта ҫак арҫын та пулнӑ. Хайхискер шашлӑк пиҫессе кӗтсе илмесӗрех чӗрӗ какая ҫӑвара чикнӗ те сывлӑшӗ пӳлӗнме тытӑннӑ. Ӳсӗр пулнӑ вӑл. Юлташӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ тухтӑрсем киличчен вилнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын какай сывлӑш ҫулне пӳлнипе вилнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 25

1884
142
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1886
140
Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1908
118
Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1923
103
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1927
99
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.
1944
82
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
1945
81
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1972
54
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1974
52
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1998
28
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй