Ял пурнӑҫӗ
![]() Валерий Галямин кӗнекесем парнелет Республикӑри район-хуласенче Литература ҫулталӑкне пуҫлаҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче ҫулталӑка ырӑ пулӑмран тытӑннӑ. Унти вулавӑш ҫынсенчен кӗнекесем йышӑнать. Чи малтан ҫак ӗҫе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валерий Галямин хутшӑннӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсен хӑйӗнпе пӗрле темиҫе тӗркем кӗнеке илсе килнӗ. Вӗсем — вырӑс тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен классикисем: М.Ломоносов, Н.Некрасов, А.Толстой, Л.Н.Толстой. Валерий Галямин пӗтӗмпе вулавӑша 60 яхӑн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ял вулавӑшӗнче унччен пулман. Вулавӑш заведующийӗ Татьяна Шпарева куншӑн питӗ хӗпӗртенӗ, парне кӳрекене тав тунӑ. Вӑл ҫак акци малалла тӑсӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 1-мӗш класс ачисем Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи вулавӑшра 2015-мӗш ҫул ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа, вулвӑша кашни ачанах явӑҫтарас тесе Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта кӑҫал пуҫласа шкула килнӗ ачасемпе эпир «Пулас вулавҫӑсем» пултарулӑх сехечӗ иртрӗ. Уява ачасемпе пӗрле вӗсен ашшӗ-амӑше те хутшӑнчӗ. Капӑр чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем ыйтусем ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тупӑшса хуравларӗҫ. Уява шӑпӑрлансем класс ертӳҫи Надежда Аркадьевна Хушкина тӑрӑшнипе хатерленӗ илемлӗ савӑ-юрӑпа, ташӑпа пуянлатрӗҫ. Адюкова Машӑпа Патшин Данил «Эп вӗрентӗм вулама» сценкӑна чӑн-чӑн артист евӗрех калӑпларӗҫ. Ачасем вулама пӗлнине шута илсе, вулавӑш ертӳҫи Адюкова Любовь Германовна вӗсене вулакансен ретне илнине пӗлтерчӗ те формулярсем уҫса пӗрремӗш кӗнеке илме сӗнчӗ. Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ. |
Персона
![]() Тӗрме тени тӗрӗсех мар пуль-ха. Ҫӗрпӳ районне ертсе пырать тени те тӗрӗсех мар. Сӑмахӑмӑр — Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫын пирки. Аса илтеретпӗр, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Сергей Артамонова пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне куҫарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне вӑхӑтлӑх туртма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Борис Маркова шаннӑччӗ. Кӑҫалтан Ҫӗрпӳ район администрацийӗн тытӑмӗнче — улшӑну. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство пайӗн пуҫлӑхӗ тата райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Казакова лартнӑ. Вӑл хӑй Ҫӗрпӳре пурӑнать. Хусанти танк институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулнӑ. 2000 ҫулта хӑй ирӗкӗпе саппаса янӑ хыҫҫӑн Казаков Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колоние стажера вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ должноҫре ӗҫлесе вӑл колони пуҫлӑхне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑннипе каласан, вӗсен кӑна мар-ха, пур ҫӗрте те тасатмалла. Темиҫе теҫетке ҫул каяллӑ тунӑ тасатмалли сооруженисем вӑхӑт иртнӗҫемӗн япӑхса пыраҫҫӗ. Пӗр енчен, вӗсен оборудованийӗ паянхи кун ыйтнипе килӗшсе тӑмасть, тепӗр енчен нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпарсах пыраҫҫӗ те, сооруженисене тиевӗ те пысӑк лекет. Тӑвайсем те тасатмалли сооруженисене иртнӗ ӗмӗртех, 1986 ҫулта, тунӑ. Талӑкра 700 кубла метр йышӑнма пултараканскере кайран пӗртте тӗплӗн юсаман. Канализаци пӑрӑхӗсен пӗтӗмӗшле сечӗ вара — 14 пине яхӑн метр. Тӑвай ялӗн хыснинче пӗлтӗр 700 пин тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ӑна вӗсем биологилле тасатмалли сооружение тума проект хатӗрлеме янӑ. Талкӑра 500 кубла метр таса мар шыв тасатаякан станци валли техника условине алла илнӗ, ӑна ӑҫта туса лартассине палӑртнӑ. Халӗ тӑвайсем республикӑн адреслӑ инвестици программине кӗме палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш наци музейӗнче кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патриот уйӑхлӑхӗ уҫӑлнӑ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн тата Афган вӑрҫисен ветеранӗсем, Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Шупашкарти 2-мӗш, ҫавӑн пекех 19-мӗш вӑтам шкул ачисем тата 4-мӗш шкулти кадетсен класӗ хутшӑннӑ. Уйӑхлӑха Ҫар мухтавӗн музейӗн ертӳҫи Тамара Федулова уҫнӑ. Ҫар тумӗллӗ ҫынсем Раҫҫейре яланах чыслӑ-мухтавлӑ пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл тӑван ҫӗршыва хӳтӗлемелли пирки аса илтернӗ. Ку вара, музейҫӑ шучӗпе, кашни ҫын хӑйӗн яваплӑхне туйнинчен тытӑнать. Ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ, тӗрӗсрех, Курс патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Владимир Никитинский Прохоровка ялӗ патӗнчи танк ҫапӑҫӑвне куҫ умне кӑлармалла каласа кӑтартнӑ. Афган вӑрҫине хутшӑннисен аса илӗвне те ачасем итленӗ. 14-мӗш шкулта вӗренекенсем патриотла сӑвӑсенчен литература монтажӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑваракан машинӑсене Шупашкарта штрафстоянкине ӑсатаҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗсем хушнипе ирттерекен мероприяти тӗллевне урамсене юртан тасатма кансӗрлекеннисене тиесе каяҫҫӗ. Пӗр талӑкра, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче кӑна, Шупашкрати 18 урапа штрафстоянкӑна ӑсаннӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта 239 машина лекнӗ. Автомобильсене урапасене лартма юраман вырӑнтан куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Водительсем хӑйсен тимӗр «урхамахӗсене» Илпек, Ленинград, Пролетари урамӗсене, Тӗп пасар патне лартса хӑварма кӑмӑллаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗршывра кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Ивановӑн иртнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Программӑна аван йӗркелени пин ҫынлӑ залрисенчен чылайӑшне килӗшрӗҫ. Ҫӑмартара та ҫӳпӗ тупакансем, тен, тиркемелли тупӗҫ те пулӗ-ха, анчах пӗлтӗр Культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухнехинчен аванрах пулчӗ тесе хакланине темиҫе ҫынран та илтме тӳр килчӗ. Культура ҫулталӑкне уҫнине пӗлтӗр кайса курман та, калама хӗн. Театрӑн фойинче ҫыравҫӑсен темиҫе пӗрлешӗвӗ хӑйӗн йышне кӗрекен авторсенчен хӑшӗсенчен ӗҫӗсенчен курав хатӗрленӗччӗ. Республикӑри ытти учреждени те хӑйӗн ӗҫне кӑтартакан курав йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул елки те фойере пурччӗ. Анчах ӑна теттесемпе мар, кӗнекесемпе илемлетнӗ. Литература ҫулталӑкне уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ. Залра ытти хӑш-пӗр тӳре-шара та пурччӗ. Кирек епле уяври пекех официаллӑ ҫак мероприятире те чыславсем пулчӗҫ. Сӑмахран, Шупашкарти 4-мӗш лицейра вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Валентина Михайловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумайӑшӗ Константин Иванова «Нарспи» поэма тӑрӑх пӗлет. Поэма чӑваш классикинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Константин Васильевич тӗрӗсмарлӑхшӑн кӗрешнӗ поэт та. Унӑн пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен Ҫӗн Шӑхран ялӗнче сӳтсе явнӑ. Ялта кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа «К.Иванов чӑваш поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» пултарулӑх каҫӗ ирттернӗ. Ял клубӗнче чӑваш поэчӗн пултарулӑхӗпе пурнӑҫне ҫутатакан стенд хатӗрленӗ. Уявра ачасем чӑваш «патши» пирки хывнӑ «Думы старого леса» халап сыпӑкӗсене, «Икӗ хӗр» хайлава вуланӑ, «Нарспи» поэмӑна итленӗ. Ҫӗншӑхрансем чӑваш классикне манмаҫҫӗ, унӑн хайлавӗсемпе ҫамрӑк ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Уявра Муркаш районӗнче ҫулсерен пултарулӑх конкурсӗсен конкурс фестивалӗ иртет. Кӑҫал вӑл кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 27-мӗшӗччен пулӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫитнине, Раҫҫейре — Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра — Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ. Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Кӑшмаш ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Чечеклен, Муркаш ен!» фестивальпе килӗшӳллӗн концерт иртнӗ. Жюри ушкӑнсен пултарулӑхне хакланӑ: хор, уйрӑм ҫынсем юрланине, ансамбль юррисене, ташӑ номерӗсене… Жюри пайташӗсем Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем чӑннипех те мухтава тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашнин — хӑйӗн колоричӗ. Ятман ялӗн ушкӑнӗ ертсе пыраканӗсемпе, солисчӗсемпе палӑрнӑ. Уйрӑмах Валентина Ивановӑна, Кронид тата Людмила Агаповсене, Лилия Грачевӑна, Максим Архипова, Виктор Сергеева, Галина Юнусовӑна, Елена Бычковӑна палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен чӑвашӗсем кӑҫал Сурхурие, Раштава вунпиллӗкмӗш хут паллӑ тунӑ. Наци уявне паллӑ тума тӗп хулана облаҫри тӗрлӗ тӑрӑхран та килнӗ. Чӑвашсен облаҫри «Тӑван» абсолютлӑ ассоциаци председателӗ Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӑнасене тӑван халӑхӑн ӗмӗрхи йӑлисемпе ҫывӑхрах паллаштарма тӑрӑшнӑ. Чӑваш фольклор ансамблӗсем культура керменӗн сцени ҫинче ӗлӗк Раштавра хӑнасене епле кӗтсе илнине, мӗнпе хӑналанине, мӗнле юрӑ юрланисене кӑртса панӑ. Хӑнасем чӑвашсен пуян сӗтелӗнчен тӗлӗннӗ. Унта ӑшаланӑ пӑрҫа лартнӑ. Ку — пуянлӑх, лайӑх пурнӑҫ палли. Чӑвашла юрланӑ юрӑсем те тыткӑнланӑ. Уявра хӗрсем сурӑх тытман. Анчах ҫӑм арласа кӑтартнӑ. Кунпа вӗсем хӑнасене тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш автономи облаҫне (ЧАО) туса хунӑ. | ||
| Светлана Асамат, чӑваш сӑвӑҫи, кӗвӗ хывакан ҫуралнӑ. | ||
| Ҫак кун Республика кунне уявлама йышӑннӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |