Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкарти сцена ҫинче кӑна мар халӑха савӑнтараҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Канаш районне ҫитсе килнӗ.

Ку Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Артистсем Шелттем ял тӑрӑхӗнчи культура центрӗнчи сцена ҫине тухнӑ. Ку тӑрахра тава тивӗҫлӗ артистсем 19 ҫула яхӑн пулман, ҫавӑнпа халӑхшӑн Шупашкартан хӑнасем килни чӑн-чӑн савӑнӑҫа ҫарӑннӑ. Артистсем «Юратсан юрлас килет» спектакль кӑтартнӑ.

Спектакль вӗҫленсен куракансем ура ҫине тӑрса чылайччен алӑ ҫупнӑ, артистсене пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ, пултарулӑхра ӑнӑҫусем суннӑ.

Сӑнсем (6)

 

Сывлӑх

Медицина ҫирӗп утӑмсем туса малала аталанать, анчах ҫын юнне ылмаштаракан япала халӗ те шухӑшласа кӑларман-ха. Ҫавӑнпа чирлисен пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн юн кирлӗ. Чылайӑшӗ ҫак пулӑшӑва кӗтет.

Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗкри тӗп пульницӑра Юн илекен станци донор кунне ирттернӗ. Ҫак кун 80 ҫын юн панӑ. Шурӑ халатлисем уйрӑмах хастар пулнӑ. 36 тухтӑр донор пулнӑ.

Юн паракансен ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫрен пӗр кун канма ирӗк пур. Ҫавӑн пекех вӗсене апатланмашкӑн 330 тенкӗ параҫҫӗ. Паллах, донорсемшӗн ку чи пӗлтерӗшли мар. Ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшасси — сӑваплӑ тивӗҫ.

18 ҫултан аслӑ кашни ҫын донор пулаять. Донор пулма хирӗҫлекен салтав ҫук тӑк, кӗлетке йывӑрӑшӗ 50 килограмран ытларах пулсан — тархасшӑн. Тухтӑрсен чылай ҫул ирттернӗ сӑнавӗ ҫирӗплтенӗ тӑрӑх, ҫынран 400–450 миллилитр юн илни сывлӑха, ӗҫ хастарлӑхне сиен кӳмест. Пачах тепӗр май: япаласен ылмашӑнӑвӗ хӑвӑртланать, кӑмӑл ҫӗкленет, пит ӳчӗн тӗсӗ лайӑхланать, организм ҫамрӑкланать. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑкра 5 хут юн пани сиенлӗ мар.

 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗле ӑстасси — хаваслӑ йӑла. Тӑвайсем вара пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ хӗлпе савӑнӑҫлӑн сывпуллашнӑ.

11:00 сехетре «Как Иван Царевич спас весну-красу» (чӑв. Иван Царевич ҫуркунне пикине ҫӑлни ҫинчен) театр представленийӗ пуҫланнӑ. Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлахӗ Владимир Ванерке район ҫыннисене тата хӑнасене уяв ячӗпе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ.

Тӑвайсен уяв программи анлӑ пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчи культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем театр представленийӗсем кӑтартнӑ. Уява килнисем тӗрлӗ вӑйӑра, конкурсра ӑмӑртнӑ, кашниех хӑйӗн ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Кунта темиҫе спорт лапамӗ ӗҫленӗ: канат туртасси, йӗлтӗр эстафети, кире пуканӗ йӑтасси, михӗсемпе ҫапӑҫасси, волейбол.

Паллах, уяв тӗп ҫимӗҫсӗр иртмен. Пурте ҫуркуннехи сарӑ хӗвел пек ҫаврака икерчӗсемпе хӑналаннӑ. Вӑйӑсем, конкурссем, юрӑ-ташӑ уява ҫитнисене хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри хӗле ӑстмашкӑн ҫемйипех килнӗ.

Йӑлапа килӗшӳллӗн уяв вӗҫӗнче карчӑка ҫунтарнӑ. Вӑл — хӗл палли, хӑйӗнпе пӗрле сивӗ кунсене илсе каять, ҫуркуннене ҫул парать.

 

Чӑвашлӑх

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем те анлӑ уявланӑ. Ҫак мероприяти Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн те иртнӗ.

Студентсем ахаль конкурс ирттермен. Колледжра студентсем тата вӗрентекенсем хушшинче чӑваш юррисен конкурсӗ йӗркеленӗ. Ҫапла, вӗсем наци культурин йӑлине сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Студентсем мероприятие тахҫанах хатӗрленме тытӑннӑ: костюмсене, юрӑсене тӗплӗн суйланӑ. Кашни конкурсҫӑ чӑваш халӑх тата чӑвашсен хальхи эстрадин юррисемпе сцена ҫине тухнӑ. Пӗр ушкӑн чӑваш халӑх ташшипе савӑнтарнӑ.

Кашниех пултарулӑхӗпе палӑрнӑ, кашнинех куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Никама та тимлӗхсӗр хӑварман: пурне та грамотӑсемпе тата Дипломсемпе чысланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫынна укҫа кивҫен парасси пулать-ха вӑл. Ара, кирлӗ чухне тус-юлташа пулӑшмаллах. Анчах палламан ҫынсене 100 тенкӗ те кивҫен пама хӑрамалла: шӑнман пӑр ҫине лартса ярӗҫ.

Шупашкарта пурӑнакан кинемей ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ-ши? Ҫынна пулӑшас тенӗ те хӑйех ҫурӑк валашка умӗнче тарса юлнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемей патне урамра тӗттӗмрех ӳтлӗ, ҫӳллех мар икӗ арҫын пынӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем пульницӑра пулнине, вӗсене васкавлӑ операци тумаллине пӗлтернӗ. Урӑх хуларан укҫа куҫарнӑ чухне вара пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ имӗш. Палламанскерсем кинемейрен кивҫен ыйтнӑ, ҫитес вӑхӑтра ӑна процентсемпе каялла тавӑрма шантарнӑ. Ватӑскер ҫывӑхри банкран 190 пин тенкӗ илнӗ те ултавҫӑсене тыттарнӑ. Кинемей хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартнине лешсем кайсан ҫеҫ ӑнланнӑ.

 

Культура

Уяв умӗн яланхи пекех К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне хӗрарӑм поэтсем пухӑннӑ. Ҫулсерен вӗсем пӗрле пухӑнса ҫуркунне, юрату пирки сӑвӑсем вулаҫҫӗ. Чӑваш ӳнерҫисен куравӗ вара кӑмӑла пушшех ҫӗкленӗ.

Литература музейӗн директорӗ Ирина Оленкина музейре пултаруллӑ ҫынсене курма яланах тарават. Анчах хӗрарӑм поэтсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласси вара — уйрӑмах хаваслӑх кӳрет. Вӗсене саламламашкӑн арҫынсем те ҫитнӗ: Писательсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов, ытти ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, фотографсем, журналистсем.

Ҫуркунне тавралӑх чӗрӗлет, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелет. Поэтсем туйӑмӗсем пирки сӑвӑсем урлӑ пӗлтернӗ. Сӑвӑсене хӗрарӑмсене, аннесене, юратнӑ ҫынсене, ҫутҫанталӑка халалланӑ. Чӑннипе, поэтсен кӑмӑла ҫӗклекен йӗркесем ҫеҫ ҫуралмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ аннене халалланӑ сӑвва илтсен куҫҫульленнӗ. Маргарита Гурьева та амӑшне, ачалӑх ҫулӗсене аса илнӗ. Валентина Пугачева ачасем валли амӑшӗн куҫесем пирки ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ.

Лидия Сарине, Альбина Юрату, Лидия Филиппова тата ытти сӑвӑҫ та музее пынисене пултарулӑхӗсемпе тыткӑнланӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

«Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ.

Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарти Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, Шупашкарти Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, Кӳкеҫри Кутузова Наталия Юрьевна, Ҫӗмӗрлери Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, Комсомольски ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ.

Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ.

Малалла...

 

Пӗлтерӳ

Пуш уйхӗн 11-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра Раҫҫей тата Украина халӑхӗсен туслӑхӗн фестивалӗ Пӗтӗм тӗнчери X Кокель вулавӗсемпе уҫӑлӗ. Фестивале Украинӑпа Раҫҫей 360 ҫул ҫыхӑну тытнине тата Т.Г.Шевченко паллӑ кобзарь ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кокель вулавӗсен программи ӑслӑлӑхри тата культурӑри пулӑмсемпе пуян. 14 сехетре Ӑсчахсен канашӗн залӗнче (вӑл университетӑн ҫӗнӗ корпусӗнче вырнаҫнӑ) «Ӳнерҫӗ халӑх туслӑхӗн ҫирӗплӗхӗнче мӗнле вырӑн йышӑнать» темӑпа ҫавра сӗтел ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи, Украинӑри наци университечӗсен ӑсчахӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тата Украинӑн культурӑпа ӳнерсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем пулӗҫ.

Ӑслӑлӑх форумӗнче Чӑваш Енри, Украинӑри гуманитари ӑсчахӗсем пӗрле ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗсене тӑвӗҫ. Вӗсем ЧПУ тата Харьковри университет хатӗрленӗ ӗҫсемпе ылмашӑнӗҫ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ӳнер искусствин факультечӗ хатӗрленӗ «Туслӑх кӑшӑлӗ» музыка вернисажӗ Кокель вулавӗсене хутшӑнакансене тӗрлӗ халӑхӑн музыка культурипе паллаштарӗ.

Раҫҫейӗн тата Украинӑн хальхи ӳнерҫисен «Туслӑх асамат кӗперӗ — Радуга дружбы — Веселка дружби» куравӗ (унта 40 картина) глобализаци вӑхӑтӗнче наци культурисен ҫыхӑнӑвне вӗренмелли-тӗпчемелли лаборатори пулӗ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Республика сыватӑшӗсенче ҫӗнӗ мелпе операцисем ирттерме пуҫлани пирки эпир маларах та сире пӗлтернӗччӗ. Сывлӑх анинчен акӑ ҫӗнӗ хыпар та ҫитрӗ — республикӑн клиника пульницинче кӑкӑр тӗлӗнчи вырӑна операци тӑвакан хирургсем халиччен туман меслетпе операци ирттернӗ.

Video-assisted thoracic surgery теҫҫӗ иккен ӑна специалистсем. Ансатрах чӗлхепе ӑнлантарма пӑхсан ҫакӑ тип пыра видеотораскопилле мелпе пластика операцийӗ тунине пӗлтерет темелле-тӗр. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче тип пырӑн сылтӑм енчи пайӗнчи шыҫҫа каснӑ. Чирлӗ хӗрарӑм ҫав вырӑнти аденомӑпа аптӑранӑ иккен.

Шыҫҫа пӗтермелли операци тунӑ хирургсем ӳте 5–10 миллиметр тӑршшӗ каснипех яваплӑ операцие пурнӑҫланӑ. Операци епле пынине видеомелпе сӑнаса тӑнӑ. Унччен апла операцие тӑвас тесен кӑкӑр стенкине пысӑккӑн касма тивнӗ.

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, операци сӗтелӗ ҫине лекнӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять, ӑна пульницӑран кӑларма пуҫтарӑнаҫҫӗ.

 

Спорт

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, ҫулталӑк каялла йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Станиславович Григорьева асӑнса районти командӑсем хушшинче волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва Сергей Станиславовичӑн ҫемьипе Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ пӗрле йӗркелерӗҫ. Сергей Станиславович хӑй вӑхӑтӗнче Тимирязев ячӗллӗ колхозра ултӑ ҫул хушши тӗп энергетик, унтан икӗ ҫул хушши колхоз председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтра — колхозсем арканнӑ ҫулсенче — 1991-2000 ҫҫ. тӑхӑр ҫул хушши Тимирязев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ялсене газ кӗртессипе, ялсем хушшине асфальтлӑ ҫул сарассипе тимленӗ. Унтан ӑна Етӗрне хулине энергетик пулма чӗнсе илнӗ, 2000 ҫултанпа пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех Чӑваш энергосбыт компанин Етӗрнери филиалӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ҫул хушши район депутачӗ пулнӑ, ял халӑхне кулленхи ыйтусене татса пама хатӗр пулнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3130, 3131, 3132, 3133, 3134, 3135, 3136, 3137, 3138, 3139, [3140], 3141, 3142, 3143, 3144, 3145, 3146, 3147, 3148, 3149, 3150, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...