Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр та, ӗҫре ҫӗнӗлле тӑрӑшма хӑнӑхса пыратпӑр. Шупашкар хулин ӗҫлӗх центрӗ ӗҫ шыракансене ваканси пирки электрон почта урлӑ систерессине пӗлтерет.

Пули-пулми ярса лармӗҫ-ха. Ваканси пирки хыпарланине илсе тӑрас тесен ӗҫ шыракан ҫыннӑн центра хӑйӗн электрон адресне пӗлтермелле. Ҫакӑн пек тунӑ хыҫҫӑн ӑна ӗҫлӗх центрӗнчен ӑҫта тата мӗнле ӗҫе вырнаҫма май пуррине систерме тытӑнӗҫ. Кунта та пур ӗҫе те мар. Ваканси пирки ӗмӗтленекенни - хӑй ӑҫта тар тӑкма шухӑшланине кура.

Ӗҫ шыракансене www.gosuslugi.ru и www.chuvash.regiontrud.ru информаци порталӗсем урлӑ та кӑсӑклантараакан вакансисемпе кӑсӑкланма сӗнеҫҫӗ. Капла майпа усӑ курсан кирлӗ вырӑна часрах тупма май килессе шанаҫҫӗ.

 

Экономика

Раҫҫей ҫыннисене йӗркеллӗ пурӑнма уйӑхра 68,9 пин тенкӗ илсен те ҫитет-мӗн. Кун пирки «Ромир» тӗпчев холдингӗ хӑй ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Маларах ҫынсем тата пысӑкрах укҫа пирки ӗмӗтленнӗ пулсан, халӗ вӗсем сахалпах ҫырлахма хатӗр-мӗн.

Сӑмах май каласан, халь асӑннӑ укҫа 2011–2012-мӗш ҫулсенчине ҫывӑх иккен. Ун чух ҫынсем йӗркеллӗ пурӑнма 62-65 пин тенкӗ кирлӗ тесе каланӑ. Пӗлтӗр ҫынсем 78,5 пин пирки ӗмӗтленнӗ, 2013-мӗшӗнче – 76,5 пиншӗн.

Илес тенипе алла лекекенни хушшинче уйрӑмлӑх 3 процент кӑна тесе пӗтӗмлетнӗ ҫав тӗпчеве ирттерекенсем. Ытти ҫулсенче уйрӑмлӑх 20-50 процент таран пулнӑ-мӗн.

Тата арҫынсемпе хӗрарӑмсем расна шухӑшлаҫҫӗ иккен. Арҫынсем 70,8 пин тенкӗ кирлӗ теҫҫӗ тӗк, хӗрарӑмсем уйӑхра 67,3 пин илсен те ырлӑхра пурӑнасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.rambler.ru/30165734/
 

Раҫҫейре

Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫине пама пуҫланӑранпа самай ҫул иртрӗ. Халӗ вӑл укҫа ҫур миллионтан кӑшт кӑна пӗчӗкрех.

Ача ҫуратнишӗн паракан тупрана пули-пулми тӑкаклама юрамасть: е ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма ямалла, е пулас пенси валли тытса тӑмалла, е ачасене вӗрентме илмелле. Анчах ҫав укҫан пӗр пайне кулленхи тӑкак влали тесе хӑй вӑхӑтӗнче панӑччӗ-ха. Халӗ каллех ҫапла тума йышӑннӑ. Кулленхи тӑкак валли вӑл укҫаран 20 пинне илме юрать. Укҫа кирли пирки ыйтса ҫырнисене Пенси фончӗн территорири уйрӑмӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче йышӑнаҫҫӗ.

20 пине амӑш укҫине тивӗҫнӗ пур ҫемьен те илме ирӗк пур. «Кӗмӗл» пама кӑҫал ҫулталӑкӗпех тата килес ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫырма юрать.

 

Культура

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа пирӗн республикӑра та паян анлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Паллах, чи пуян программа паян, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Шупашкарти Республика лапамӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче парад хыҫҫӑн уяв малалла тӑсӑлӗ.

Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем те аяккине юлмасси пирки ЧНКн пресс-служби пӗлтерет. Каҫкӳлӗм, вунҫичӗ сехетрен пуҫласа вунсакӑр сехетчен, театр умӗнчи сцена ҫинче конгресс йӗркеленӗ концерт программине курса савӑнма май пулӗ.

«Янра, юрӑ», «Пӗртӑван Малинасем» ушкӑнсем, Елена Османова, Валерий Клементьев, Алина Федоровапа тата Денис Пугач паллах кӑҫалхи «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисем хула халӑхӗпе хӑнасене хӑйсен чи лайӑх юррисене парнелӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/366.html
 

Раҫҫейре

Раҫҫейре ҫӗнӗ уяв — Ашшӗн кунне — туса хурасшӑн иккен. Ӑна килес ҫултан календарьти паллӑ кунсен шутне кӗртме палӑртаҫҫӗ иккен. Унччен вара ку куна хӑҫан палӑртасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ.

Ҫӗртмен виҫҫӗмӗш вырсарни кунне сӗнекенсем те пур. Ашшӗн кунне шӑпах ҫавӑн чухне Аргентинӑра, Аслӑ Брибанире, Ӗнчӗре (Индире), Канадӑра, Китайра, Турцинче, Францинче, Японире тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывра уявлаҫҫӗ иккен. Чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарни кунӗнче текенсен хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Ҫав кун пирӗн ҫӗршывра Амӑшӗн кунне палӑртаҫҫӗ-ҫке. Ача-пӑчана ашшӗ те, амӑшӗ те кирлине шута илсен ик уява пӗрлештерни япӑх мар-тӑр. Юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче Дмитрий Донской ҫуралнӑ. Вӑл кнеҫ кӑна мар, нумай ача ашшӗ те пулнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫынсен кунӗ евӗр йышӑннӑран ку уява Ашшӗсен кунӗ пек палӑртма сӗнекенсем те пур.

Ҫынсене те ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=135341
 

Пӑтӑрмахсем

«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществи ҫӗр лаптӑкне чӑх каяшӗпе вараланӑ-мӗн. Лаптӑк пӗчӗкех мар. Ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли 20 гектар каяшпа вараланнӑ. Ҫакна Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ.

Административлӑ тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, 20 гектар лаптӑк чӑх каяшне пула йывӑр металлсемпе «пуянланнӑ». Ҫакна тӑпра тӗслӗхӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, организацин ҫав лаптӑка рекультивацилемелле тата лаптӑка йӗркене кӗртмелле.

Шупашкар районӗн сучӗ «Чӑваш бройлерне» ҫӗре биологи рекультивацийӗ тутарма йышӑннӑ.

 

Раҫҫейре Марат Никитин тунӑ сӑн
Марат Никитин тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин режиссер пӗлтӗр кӗркунне Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкернӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра хӑтланӑ.

Унта Раҫҫей эстрада тата кино ҫӑлтӑрӗсем, шоу-бизнесменсем килнӗ. Ҫав йышра 2013 ҫулхи Раҫҫей чиперукӗ Анастасия Трусова та пулнӑ.

Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хорло» фильм Шупашкарта иртекен кинофестивале хутшӑнӗ.

Фильма кӗске вӑхӑтра ӳкернӗ-мӗн. 16 кунра хатӗрлеме тивнӗ. Анчах актерсем йӑлтах ӗлкӗрнӗ. Ӳкерӳ валли 100 пин доллар кирлӗ пулнӑ-мӗн. Фильма Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта иртнӗ.

Халӗ Мускав сценарисчӗпе пӗрле «Нарспи» сценарипе ӗҫлеҫҫӗ. Марат Никитин Константин Ивановӑн поэмине киночӗлхене куҫарасшӑн-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку лайӑх фильм пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77250
 

Культура

Шупашкарти суту-илӳ сечӗн пекарӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май хӑйне евӗр курав йӗркеленӗ. Унта — илемлетнӗ ҫӑкӑрсем.

Ҫӑкӑра ҫулҫӑ, чечек евӗр илемлетнӗ. Питӗ кӑткӑс ӗҫ ку. Вӗсене чустаран тата мастикӑран тунине ӗненме те ҫук.

«Смак» сеть ку курава пӗр уйӑх маларах хатӗрленме тытӑннӑ. Пекарьсен шухӑшӗсем кӑпӑшка ҫӑкӑр ҫине куҫнӑ.

Курав «Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗтетпӗр» ятлӑ. Ара, Раҫҫейре ҫӗнтерӳҫӗсене яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ-ҫке. Пекарьсем ҫӑкӑра йӑлана кӗнӗ рецептсемпе пӗҫернӗ.

Ҫӑкӑрсем ҫинче — Ҫӗнтерӗве тата тӑнӑҫ пурнӑҫа кӑтартакан паллӑсем: гвоздика, Георги хӑйӑвӗ, шурӑ кӑвакарчӑн, тулӑ пучахӗ.

Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи курав ҫынсене ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен савӑнтарӗ.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци музейне Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ май асӑнмалӑх укҫа пуххи парнеленӗ.

Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ» йӗркелӳ комитечӗ йышӑннипе, РФ Президенчӗ ҫирӗплетнипе Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫурт «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул» асӑну пуххи кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата хыҫҫӑн йышӑннӑ СССР патшалӑх наградисене сӑнланӑ.

Пухӑра — наградӑсен миниатюрлӑ 42 ӗлки. Ӑна хатӗрленӗ чухне историе кӗрсе юлнӑ, Санкт-Петербургри укҫа ҫапакан ҫуртри Минцпӳлӗмре тата архивра упранакан инструментпа усӑ курнӑ.

Кунашкал пухӑсене ҫынсене патриотлӑх воспитанийӗ парас ӗҫе хастар хутшӑнакан, ветерансен социаллӑ экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен организацисен ертӳҫисене те панӑ.

Чӑваш наци музейне парне кӳнӗ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сиренӗ» акцие хутшӑннӑ.

 

Хулара

Шупашкарта Анне палӑкӗ умӗнче ҫак кунсенче экологи шӑматкунлӑхне ирттернӗ. Анчах йӗркелӳҫӗсем унти ӳкерчӗкпе питӗ кӑмӑлсӑр пулнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫапа илсе тухмашкӑн килӗшӳ тунӑ организаци хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламасть-мӗн.

Кун пирки «Про Город» хаҫата Нина Якимова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Герцен урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пурӑнакансем Анне палӑкӗ ҫывӑхӗнче шӑматкунлӑх ирттернӗ.

Нина Якимова каланӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап миххисене «Спецавтохуҫалӑх» организацин илсе тухмалла, анчах вӗсем ку ӗҫе тума хирӗҫленӗ. «Палӑк ҫывӑхне контейнер та пулин лартасчӗ», — тет Нина Якимова.

Шупашкар хула администрацийӗ ҫӳп-ҫапа илсе тухассине ЖКХ пайӗ йӗркелет. «Спецавтохуҫалӑх» хула администрацийӗнчен ҫыру илнине ҫирӗплетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1133
 

Страницӑсем: 1 ... 3144, 3145, 3146, 3147, 3148, 3149, 3150, 3151, 3152, 3153, [3154], 3155, 3156, 3157, 3158, 3159, 3160, 3161, 3162, 3163, 3164, ... 4009
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 16

1919
106
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1969
56
Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ.
1982
43
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...