Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнӗ. Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарасшӑн. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ. 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче 3-мӗш спорт шкулӗ юсав ӗҫне ирттерме строительство организацийӗпе килӗшӳ тунӑ. Инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Кӳкеҫре полицейскисем машина ҫапса хӑварнӑ йытта курсан чарӑннӑ. Чӗрчун ҫул айккинелле упаленнӗ. Артем Петров аслӑ инспектор тата унӑн ӗҫтешӗ Виталий Кириллов йытта пулӑшма тӑнӑ. Чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ «Рено» водителӗ те чарӑннӑ. Вӗсем пурте йытта ҫывӑхри ветеринари клиникине леҫнӗ. Тепӗр кунхине ҫӑлнӑ йытӑ пирки ШӖМ сайтӗнче хыпар тухнӑ. Вара йытӑ хуҫи те тупӑннӑ, ӑна илме килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви сайтри сӑн Пӑрачкавра икӗ хутлӑ склад ҫунннӑ. Ку пӑтӑрмах ӗнер каҫхи 11 сехетре пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм икӗ хутлӑ складӑн тӑррине, унта пулнӑ пурлӑха тӗп тунӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрсемпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Халӗ пушар мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Крмель сӑнӳкерчӗкӗ Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене тава тивӗҫлӗ ят пама тытӑнӗҫ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫакӑн ҫинчен калакан ятарлӑ Указа алӑ пуснӑ. Документ паянтан, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ку ята вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантаракан, вырӑнти ыйтусене татса паракан пысӑк профессионалсене пама шантараҫҫӗ. «Раҫҫей Федерацийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫес тесен ҫав енӗпе 20 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/DTPcheb телеграм-каналти сӑн Паян 9 сехет те 7 минутра Шупашкарта «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче водитель машинӑпа пынӑ чухнех вилнӗ. Юрать-ха, вӑл ҫав самантра шӑпах светофор умӗнче чарӑннӑ, ҫавӑнпа никампа та ҫапӑнман. Водитель «Лада Гранта» машинӑпа пынӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн чӗри чарӑнса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() gp17tmn.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ 4 хут пӗчӗкленнӗ, кӑшӑлвируспа вара – 3 хут. Ҫак тапхӑрта гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 69 ҫын пульницӑна лекнӗ. 44 ҫыннӑн кашӑлвирус пулнӑ. Каникулта чирлекенсен йышӗ чакнине ҫынсем ытлах тухса ҫӳременнипе сӑлтавланӑ. Халӗ вара ачасем шкула, ача пахчине кайма пуҫланӑ, ҫавна май чирлекенсен йышӗ те ӳсме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Сельская правда" архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче юр скульптурӑсен «Зимний хутор» фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Евгений Акимовпа Александр Иванов хутшӑннӑ. Вӗсем юртан, пӑртан скульптурӑсем туса Гран-прие тивӗҫнӗ. Ентешсем казахсен темипе кӳлепесем хатӗрленӗ. Палӑртмалла: фестивале 8 команда хутшӑннӑ. Кашнин хӑйӗн заданийӗ пулнӑ. Ҫанталӑк вара самаях сивӗ тӑнӑ: 23 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр ҫын лавккара ҫын сумккине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 41 ҫулти хӗрарӑм хулари лавккасенчен пӗринче, Николаев урамӗнчи супермаркетра, япала хумалли камерӑра хӑйӗн сумккине хӑварнӑ. Каялла тухнӑ чухне пӑхать те сумка ҫухалнине асӑрхать. Хӗрарӑм 5 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тытса чарнӑ. Вӑл ҫын килсӗр-ҫуртсӑрскер пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫӑрана ватса ҫын япалине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку должноҫе юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Тимофеева шанса панӑ. Дмитрий Валерьевич — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1979 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта ӑна прокуратура тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтанласа вӑл Шупашкарти Мускав районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан Чӑваш Енӗн тата Мари Элти прокуратурисен аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Чӑваш Ен прокуратуринче федераци законодательствине пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Денис Аванский кашни ҫулах юртан мӗн те пулин ӑсталать. Хальхинче вӑл шӑллӗсемпе Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» картинине евӗрленӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Денис ӗҫ тӑватӑ кунра туса пӗтернӗ. Композицие вӑл йӑлтах юртан ӑсталанӑ. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |