Чӑваш Енри Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал тӑвакана палӑртма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Контракт хакӗ — 945 млн тенкӗ.
Укҫана республика хыснинчен уйӑрмалла. Причала 2027 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Аса илтерер: Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Кайран подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.
Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле тесе хыпарланӑччӗ малтан.