Вӗсем ЗАГСа 55 ҫултан каллех пӗрле килнӗ. Хальхинче – чӑваш тумӗпе. Сӑмах – Вӑрнар округӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Тикиневсем пирки.
Валериян Васильевичпа Галина Александровна Мӑньял Хапӑс клубӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Ун чухне иккӗшӗ те спектакльте вылянӑ. Ҫапла туслашса кайнӑ вӗсем, 1970 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче вара ҫемье ҫавӑрнӑ.
Галина Александровна Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче бухгалтерта 25 ҫул ӗҫленӗ, Валериян Васильевич Вӑрнарти МСОра тракторист тата водитель пулнӑ.
Халӗ вӗсен ҫемйи пысӑк: уявсенче 40 ҫын таран сӗтел хушшине пухӑнать. Тикиневсен – 16 манук, 8 кӗҫӗн мӑнук.