Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Ун умӗн Шупашкарти кӳлмекре «Чи лайӑх шашлӑк» тата «Чи лайӑх пулӑ шӳрпи» конкурссем иртӗҫ.

Сӑмах май, тӗп хуламӑр кӑҫал 546 ҫул тултарать. Уяв умӗн, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Анне монуменчӗ патӗнче 13 сехетре ҫӳлерех асӑннӑ конкурссем пуҫланӗҫ.

Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсҫӑсем шашлӑк пӗр вӑхӑтрах пӗҫерме пуҫлӗҫ. 5 порцие, 200-шер грамм, хатӗрлеме 45 минут парӗҫ. Чи лайӑххисене номинацисемпе палӑртӗҫ: «Ӗне ашӗнчен пӗҫернӗ чи лайӑх шашлӑк», «Пулӑран пӗҫернӗ чи лайӑх шашлӑк», «Кӑмпаран пӗҫернӗ чи лайӑх шашлӑк», «Пахча ҫимӗҫрен пӗҫернӗ чи лайӑх шашлӑк», «Шашлӑк валли хатӗрленӗ чи лайӑх соус».

Пулӑ шӳрпине пӗҫерекенсен йышӗнче те чи маттуррисене хавхалантарӗҫ. Конкурса хутшӑнас килсен заявка памалла. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

 

Пӗлтерӳ

Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Пӑлхарсен анӑҫри сӑваплӑ вырӑнӗсем» темӑпа автоэкскурси ирттерме шутлать, вӑл пӗр куна тӑсӑлӗ. Ҫула 18 вырӑнлӑ «Ford» автобуспа тухма шутлаҫҫӗ.

Пӗтӗмӗшле маршрут: Шупашкар — Москакасси — Хораҫырма — Вратин (выр. Воротынец) — Чӗпӗл (выр. Васильсурск) — Чалӑмсола — Йолашша — Чалӑмхола — Шупашкар. Автоэкскурси вӑхӑтӗнче музейсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, археологи палӑкӗсемпе паллашма май пулӗ.

Ҫула гуманитари институтӗнчен ирхи 6 сехетре тухса кайма палӑртаҫҫӗ. Автоэкскурси хакӗ — 1000 тенкӗ.

 

Хулара Велосипедсем чупма хатӗр
Велосипедсем чупма хатӗр

Ҫурлан 8-мӗшӗнче Шупашкарта педаль пӗрле ҫавӑрӗҫ. «Пирӗнпе пӗрле педаль ҫавӑр!» ят панӑскер каҫхи 8 сехетре пуҫланмалла. Унччен Республика лапамӗнче «Велосипед — вӑл ансат» ятпа парад иртмелле. Унта тӗрлӗ велотранспорта илсе тухма шантараҫҫӗ: ҫав шутра — историлле модельсемпе хальхисем, ту ҫинче ярӑнмаллисемпе спорт велосипечӗсем, ачасен, хӑй тӗллӗн ӑсталанисем.

Велочупӑва хутшӑнакансем Республика лапамӗнче хускалса Ҫеҫпӗл Мишши скверне кайӗҫ, унтан — Вырӑс драма театрне, «Спартак» стадиона, Художество музейӗпе Союзсен ҫурчӗ енне. Маршрут Республика лапамӗнче вӗҫленӗ.

Парад вӑхӑтӗнче спорт федерацийӗ маҫтӑр-классем ирттерӗ, ди-джейсемпе ҫамрӑксен рок-ушкӑнӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Ҫутӑ тетарӗпе фаер-шоу пуласса та шантараҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Мари Элти археологи шыравне пирӗн патри археологсем хутшӑнаҫҫӗ. Атӑлҫи археологи экспедицине хутшӑнакансем хушшинче ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем те, студентсем те пур. Вӗсем тӗрлӗ хуларан пуҫтарӑнса ӗҫе кӳлӗннӗ. Ҫав шутра Чӑваш наци музейӗн археологи тата авалхи истори секторӗн археологӗсем Александр Волковпа Рсулан Петров та пур.

Мари Элти шыравра тӑм савӑт-сапа катӑкӗ, тимӗр укҫа, шӑрҫа, тетел путаркӑҫӗ, тӑм йӗтри, кашӑк-тирӗк тупнӑ та. Унсӑр пуҫне XVI–XVII ӗмӗрсенчи ҫӑвана тӗпчеме пуҫланӑ. Унта, археологсем каланӑ тӑрӑх, хулапа юнашар пурӑннӑ вырӑссене пытарнӑ. Ҫын пытарнӑ 162 шӑтӑк тупнӑ. Унта авалхи йӑла-йӗркепе килӗшсе тӑракан хӗрессем, ухӑ вӗҫӗсем, тупӑ йӗтри, шӑрҫа, йывӑҫран тунӑ хуралтӑсем асӑрханӑ.

Сӑнсем (10)

 

Чӑвашлӑх

Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев халалне Раҫҫейӗпех вӗрентӗҫ. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова кун пирки «Основы духовно-нравственной культуры народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен ӑс-хакӑл культурин никӗсӗ) вӗрентӳпе методика пуххин авторӗ Георгий Гогиберидзене пӗлтернӗ.

Халал хальлӗхе кӗнекене кӗмен-ха. Анчах Геннадий Волков Иван Яковлев пирки нумай калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн кӗнеке авторӗ, Рособрнадзор эксперчӗ «Система просвещения и образования в России во второй половине XIX века» (чӑв. Раҫҫейри XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи ҫутӗҫпе вӗренӳ системи) 8-мӗш классен истори учебникӗн ҫӗнӗ кӑларӑмне Иван Яковлева тата унӑн халалне килти ӗҫ пек вӗрентме кӗртме пулнӑ. Геннадий Волков Георгий Гогиберидзене халалпа паллаштарнӑ кӑна мар, тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулӗ пирки те каласа кӑтартнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче те пысӑк уяв иртнӗ. Унти халӑх та ял уявне паллӑ тунӑ. Кӑҫалхипе вӗсем ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.

Чи малтанах сцена ҫине ялти сумлӑ ватӑсене кӑларнӑ. Вӗсем чӑвашсен йӑлине пӑхӑнса «Асран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнӑ. Унтан хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, килте вӗретнӗ сӑрапа сӑйланӑ.

Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кудряшов, ЧР салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ Лариса Егорова тата депутатсем ентешӗсене ҫак уявпа саламласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.

Уява Элӗк районӗнчи Тушкасси ялӗнчи «Ҫутӑ ӗмӗт» эстрада ушкӑнӗ килнӗ. Атӑлъялӗнчи «Ҫамрӑк хунавсем» те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Самай пӗрӗхекен ҫумӑр кипечкассисене хӑратман. Уявра хуран яшкипе сӑйланнӑ вӗсем, тулли сӗтел хушшине ларса савӑннӑ.

Сӑнсем (7)

 

Ял пурнӑҫӗ

«Ял кунне паллӑ тӑватпӑр, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки манмастпӑр!» ҫакӑн пек ятпа иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗн уявӗ. Ҫав кун тӳрех темиҫе мероприяти иртнӗ унта: мини-футболла вылянӑ, районти пушар тӗрӗслевӗн аслӑ лейтенанчӗ Геннадий Димитриев халӑхпа профилактика тӗлпулӑвӗ ирттернӗ.

Официаллӑ пай вӗҫленсен МЧС офицерӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 27 пушар тухнӑ. Унта 1 ҫын вилнӗ. Геннадий Димитриев ытларах чухне инкек пирус туртнине пула тухнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтнӑ.

Унтан «Ҫулӑм» ансамбль халӑха юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ. Чӑваш наци шӳрпине нумайӑшӗ юратса ҫинӗ. Ҫав кунах юнашарти ялта, Красноармейски районӗнчи Пшонкӑра, уяв иртнӗ. «Ҫулӑм» вӗсене те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

 

Статистика

Чӑваш Енре 4418 ҫын тупӑшӗ 1 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫав шутра 4276-шӗн тупӑшӗ 1 миллионран пуҫласа 10 миллион таран ларнӑ, 10 миллионран тытӑнса 100 миллион тенкӗ таран тупӑш курнисем — 116-ӑн, 100 миллионран пуҫласа 500 миллион тенкӗ таран «кӗмӗл» туса илнисем — 23-ӗн. Ҫулталӑкра 500 миллион тенкӗрен ытла тупӑш курнисем те пур. Вӗсем — виҫҫӗн.

Миллионерсен шучӗ пирӗн республикӑра 21,4 процент нумайланнӑ. Кунта 1 миллион тенкӗрен пуҫласа ҫур миллиард таран тупӑш илнисем таранах ҫапла каламалла. Ҫур миллиардран ытларах илекенсем ҫапах та сахалланнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлач–утӑ уйӑхӗсенче ҫичӗ ҫавӑн чухлӗ пайта курнӑ, кӑҫал, ав, — виҫҫӗн кӑна.

Пурлӑх пирки деклараци тӑратасси те кӑҫал ӳснӗ. 94,2 пин ҫав хута налукҫӑсем патне ҫитернӗ. Пӗлтӗр ун йышшисем 10,6 процент сахалрах пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шӑмӑршӑ районӗнче — пысӑк ҫухату. Пӗр ҫемьере ачана, унӑн ашшӗне тата асламӑшне урапа ҫапса кайнӑ. Вилмеллех.

Ку тискер ӗҫ Илемре, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шӑмӑршӑ — Суйкӑн» автоҫул ҫинче 20 сехет тӗлнелле пулнӑ. Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемье ҫулпа утнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине урапа пырса кӗнӗ.

Йывӑр сурансене пула 38 ҫемье пуҫӗ (унӑн ҫуралнӑ кунӗ иртсе кӑна кайнӑ пулнӑ), унӑн 66-ри амӑшӗ тата виҫҫӗри ывӑлӗ вилнӗ. Арҫыннӑн арӑмӗ тата 2008 ҫулта ҫуралнӑ тепӗр ывӑлӗ те ҫавӑнтах пулнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд-Фокус» урапа водителӗ тепӗр урапана хӑваласа иртнӗ чухне руле тытайман та ҫуран утакансем ҫине кӗрсе кайнӑ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна, урапа хуҫине, халех тытса чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Чӗкету ялӗ пысӑках мар. Унта ҫын та сахал пурӑнать. Хӗл каҫакансен йышне вара шутлама пӗр алӑри пӳрне те ҫитет. Анчах чӗкетусем ял уявне ҫулсерен паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун чухне халӑх нумай пухӑнать.

Кӑҫал вӗсем ҫурлан 1-мӗшӗнче уява пухӑннӑ. Уяв лапамне илемлетнӗ, сӗтел вырнаҫтарнӑ. Уява кунта ҫуралнӑ Наталья Владимирова уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.

Чӗкетусене Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Борцов саламланӑ. Вӑл чи хастаррисене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Юрий Иванов чӗкетусене водоканал ятӗнчен 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ.

Уява чӑваш эстрада артисчӗсем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем хаваслӑ юррисемпе савӑнтарнӑ.

Ҫав кун ҫумӑр ҫунӑ пулсан та уяв хаваслӑ иртнӗ, ҫынсем килӗсене саланма васкаман.

Сӑнсем (28)

 

Страницӑсем: 1 ... 2686, 2687, 2688, 2689, 2690, 2691, 2692, 2693, 2694, 2695, [2696], 2697, 2698, 2699, 2700, 2701, 2702, 2703, 2704, 2705, 2706, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...