Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Раҫҫей Почти» уйрӑмӗсенче салам ямалли чӑвашла открыткӑсем сутлӑхра пур — вӗсем пурӗ те 15 тенкӗ кӑна тӑраҫҫӗ. Чӑвашла открыткӑсене «Энтри» ТМЯП типографийӗнче кӑларнӑ, саккас тӑваканни — «Раҫҫей Почти».

Открыткӑсем ҫинче паллӑ чӑваш ӳнерҫисен картинисем вырнаҫнӑ — тӗслӗхрен, Никита Сверчковӑн «Чӑваш туйне» (1963–67), Моисей Спиридоновӑн «Шӑпӑрҫине» (1926) тупма пулать. Ҫавӑн пекех тематикӑсӑррисем те пур — «Чӑваш Енрен ырӑ сунса!», «Чун-чӗререн...» ятлисем.

Чӑваш Ен тулашӗнчисем открыткӑсене «СУМ» лавккара туянма пултараҫҫӗ. Унти хак — 20 тенкӗ.

 

Тӗн

Дагестанра «Семья Фауда и Самиры» (чӑв. «Фаудпа Самира кил-йышӗ») ятлӑ чӑмлак сутлӑха кӑларнӑ, ӑна тӗнчипе паллӑ «Love is...» чӑмлакӑн исламла варианчӗ евӗр хатӗрленӗ. Ӑна тӗрлӗ ҫимӗҫ тутисемпе кӑларнӑ — чиепе лимон, тата ҫӗр ҫырлипе банан тутисемпе.

Кашни чӑмлакра ӳкерчӗклӗ хут пур — унта вара кил-йышри телей мӗнрен килнине ҫутатса панӑ. Исламри пахалӑх тӑрӑх. Тӗслӗхсем: «Кил-йышри телей вӑл… чирлекен арӑма пӑхни», «Кил-йышри телей вӑл… ватӑ атте-аннене хисеплени», «Кил-йышри телей вӑл… ачисем ашшӗ-амӑшӗсенчен сӑпайлӑха вӗренни», «Кил-йышри телей вӑл… тӗн кӗнекисене пӗрле вулани» тата ыттисем те.

Аса илтерер, «Love is...» чӑмлакра юрату мӗнле пулнине ӑнлантарса параҫҫӗ.

 

Персона Лев Васильев журналист
Лев Васильев журналист

Ӗнер республикӑри паллӑ журналистсенчен пӗри, «Советская Чувашия» хаҫат тишкерӳҫи Лев Васильев вилнӗ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Вӗсем кӑна мар, тӳре-шара та, хирте тата фермӑра ӗҫлекенсем те, савут-хапрӑкра станок умӗнче тӑракансем те. «Ним ҫукран хыпар тупма пӗлетӗр», — тесе каланӑччӗ пӗринче эпӗ ӑна сӑмах май.

Чӑн та, Лев Васильев политикӑпа тата экономикӑпа ҫыхӑннӑ темӑсене те ҫутатчӗ, пысӑк мар ялти ик урама ҫыхӑнтаракан пӗр-пӗр кӗпере юсанине пӗлтерекен хыпар таранах вуланмалла ҫырса кӑтартма ӑстаччӗ.

Вӑл ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче 62 ҫул тултарнӑ. Тивӗҫлӗ канура пулин те Лев Леонидович хастарччӗ, тӗрлӗ мероприятие тухса ҫӳретчӗ, район-хулана ҫитетчӗ. Мӗнех, йывӑр тӑпрӑр ҫӑмӑл пултӑр тесси кӑна юлать ӗнтӗ...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Вӑрнар районӗнчи рункӑсем ял 405 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Уявра ялти чи ватӑ ҫын — 95 ҫулти Анна Федорова — тухса калаҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Терентьева сӑмах илнӗ.

Ӗҫ ветеранӗ Н.Рябчикова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Николай Александров хӑй ҫырнӑ сӑввине вулани пурне те килӗшнӗ.

Чылайӑшне сцена ҫине чӗнсе грамотӑсемпе чысланӑ. Уява паллӑ тумашкӑн кашни килӗрен 500 тенкӗ пухнӑ. Спонсорсем те пулӑшнӑ рункӑсене.

Унтан спорт мероприятийӗсем пуҫланнӑ. Мала тухнисене парнесемпе тата теттесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем каруҫҫельпе ярӑннӑ, батут ҫинче сикнӗ.

Уяв, паллах, шӳрпесӗр тата шашлӑксӑр иртмен. Вӗсемпе тӳлевсӗрех хӑналанӑ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Рункӑсене савӑнтарма кӳршӗ ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те килнӗ.

Сӑнсем (22)

 

Вӗренӳ

Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗ хупӑннине пӗлтереҫҫӗ. Мӗншӗн? ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, студентсем ҫук-мӗн.

Института хупас ыйтӑва учреждени ертӳҫисем татса панӑ. Унта унччен юриспруденци тата экономика тытӑмӗнчи специалистсене хатӗрленӗ.

Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, ҫакна социаллӑ экономика тата демографи лару-тӑрӑвне шута илсе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех филиалти вӗренӳ программи кирлӗлӗхӗ чакнӑ-мӗн.

Пӗлмешкӗн: унччен Хусанти экономика, управлени тата права институчӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗнче 300 ытла ҫын вӗреннӗ. Ҫакна та палӑртмалла: малтан институт уйрӑмне лицензи те паман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78386
 

Хулара

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ.

5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть.

Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ.

 

Персона Тутарстанри хастар чӑваш Константин Яковлев
Тутарстанри хастар чӑваш Константин Яковлев

Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Тутар ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш Хусанти педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Унтах вӑл хӑй хастарлӑхне тата правурлӑхне кӑтартнӑ: факультетра комсомол ҫыруҫи пулнӑ. Е тата стройотряд йышне кӗрет те Украинӑна Чернобыль инкекне сирме тухса каять. Радиоактивлӑ вырӑнта вӗсем ҫӗнӗ ял тӑваҫҫӗ. Унти урамсенчен пӗрне Казански ят параҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳрте куҫакансене уҫӑ тыттарнӑ сӑнӳкерчӗк унӑн архивӗнче халӗ те пуррине Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Николай Сорокин пӗлтерет.

Константин Яковлев Тутарстанра чӑваш чӗлхине аталантарас тесе самай тӑрӑшать. Вӑл тӑрӑхрисем ӑна шӳтлесе «иккӗмӗш Яковлев» (Иван Яковлев ҫулпуҫӑмӑр хыҫҫӑн ӗнтӗ) тесе те калани пирки ӗнентерет маларах асӑннӑ Николай Сорокин.

Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Константин Яковлев Тутарстанра иртнӗ «Янра, хуткупӑс» фестиваль вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пани пирки Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов пӗлтернӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/422.html
 

Республикӑра

Канашра вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверӗ пулӗ. Ӑна хула 90 ҫул тултарнӑ чух, юбилее ҫурла уйӑхӗнче уявлама палӑртнӑ, уҫмалла.

Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене халалласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче хулара пушар машинин стелин никӗсне асӑну чулӗ хунӑччӗ. Ҫӑлавҫӑсен ведомствин ветеранӗсен канашӗн членӗ Василий Нягин ун чух Канаш чукун ҫул ҫинче тӑрӑшакансен хули кӑна мар, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен те тесе палӑртнӑ.

Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверне уҫассине Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Тӗп управленийӗ пуҫарнӑ, вырӑнти депутатсем шухӑша ырласа йышӑннӑ.

Сквер Карл Маркс урамӗпе Пушкин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте пулӗ. Пулас аллея проектне ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина Петрова хатӗрленӗ. Унӑн варринче постамент вырнаҫтарӗҫ, постамент ҫине — пушар сӳнтерекен «Урал» машина.

 

Пӑтӑрмахсем

Кирек кам та хӑйӗн ачи-пӑчине ырӑ тӑвасшӑн. Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хӗрӗшӗн тӑрӑшнӑ. Анчах чӗрҫи ҫинче сиктерсе, пуҫран шӑлса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнипех ҫырлахман вӑл, ӑна укҫаллӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Саккунлӑ мар майпа.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ май ашшӗ хӗрӗ ялта пурӑнать, унта ҫурт хӑпартма укҫа тӑкакланӑ тесе социаллӑ тӳлев илес тенӗ. Шупашкарта ҫемйипе пурӑнаканскере унччен шутра тӑнӑ вырӑнтан кӑларса паллакансем патне пропискӑна тӑратнӑ. Унта, чӑн та, ҫемьене пурӑнма хӗсӗк пулнӑ. Капла туни ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмаллине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ. Кайран ӑна вӑл ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтлисен районти списокне те кӗрттернӗ. Ӗҫ кал-кал пынӑ — кӗҫех 420 пин ытларах тенкӗ пуҫлӑх хӗрне тивӗҫнӗ. Вӑл «кӗмӗле» федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен уйӑрнӑ.

Улталаса патшалӑхран укҫа илнӗ пуҫлӑх хӗрӗ пирки те, пуҫлӑх пирки те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Халӗ ҫак икӗ ӗҫе пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ, тӗпчев малалла пырать.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет.

Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ.

«Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2690, 2691, 2692, 2693, 2694, 2695, 2696, 2697, 2698, 2699, [2700], 2701, 2702, 2703, 2704, 2705, 2706, 2707, 2708, 2709, 2710, ... 3615
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 25

1848
176
Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ.
1903
121
Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1925
99
Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1950
74
Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1951
73
Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1961
63
Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1995
29
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2009
15
Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...