Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Анна Орлова Стамбултан таврӑннӑ. Вӑл унта пӗтӗм тӗнчери вокал конкурсне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Анна хыҫҫӑн Турци хӑнисем те Чӑваш Ене ҫитнӗ. Конкурс жюрийӗ Раҫҫейре пултаруллӑ ҫынсене мӗнле хатӗрленнипе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Анна ҫав тери вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.

Анна Орлова Стамбулта иртнӗ вокал конкурсӗнче пӗлтӗр ҫӗнтернӗ. Вӑл 35 ҫӗршыври юрӑҫсенсен ирттернӗ. Жюрире ларнӑ композиторсемпе мусӑкҫӑсем Анна пултарулӑхӗнчен питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсене Аннӑн илемлӗ сасси кӑна мар, тӗрӗллӗ чӑваш тумӗ те тыткӑнланӑ.

Конкурса тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсем ҫеҫ хутшӑннӑ. Анна каланӑ тӑрӑх, чи вӑйлӑ юрӑҫсем Казахстанран, Туркменистанран, Кабарда-Балкартан килнӗ. Анна Туркменире акӑлчанла пупленӗ. Чӑваш чӗлхи турккӑллине ҫывӑхран вӑл тӑван чӗлхепе те калаҫнӑ. Вӗсем ӑна кӑштах ӑнланнӑ.

Турцирен килнӗ хӑнасем Раҫҫей культури вӗсене яланах кӑсӑклантарнине палӑртнӑ. Вӗсем Мускавра, Питӗрте, Хусанта пулса курнӑ. Хамди Метин Йылмаз каланӑ тӑрӑх, Хусанта наци культурине ытларах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑвашсем вара урӑхларах. «Чӑвашсен наци символӗсем пур ҫӗрте те: автобусра, тум ҫинче, сувенирсем ҫинче», — тенӗ вӑл.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗн ҫыннисем паттӑрсене хисеплеҫҫӗ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа хӑйсен вӑйӗпе палӑк лартнӑ.

Унччен Тупах ялӗнче тимӗртен тунӑ обелиск ҫеҫ пулнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ паттӑрсене аса илтернӗ. Халӗ вара асӑну палӑкне кирпӗчрен тунӑ, ӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Чи пӗлтерӗшли вара — палӑк ҫине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансен ячӗсене ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 118 ҫын — киле таврӑнайман.

Тупахсем палӑк тӑвас шухӑша пӗлтӗр палӑртнӑ. Халӑхран укҫа пухса хӑпартнӑ ӑна. Ку кӑна мар — вӗсем строительство ӗҫӗсене те хутшӑннӑ.

Ӑна тумашкӑн 130 пин тенке яхӑн укҫа кирлӗ пулнӑ. Унпа стройматериал туяннӑ. Ытти ӗҫе вара ял ҫыннисем хӑйсемех пурнӑҫланӑ.

Сӑмах май, Кӗлкешре те хӗрӳ ӗҫ пырать. Унта та ветерансене халалласа палӑк лартасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Моисей Спиридоновӑн ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Ӑна ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Курав авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспозицие Чӑваш наци музейӗпе пӗрле хатӗрленӗ. Унта килекен ҫынсем живопиҫпе графикӑна курма пултараҫҫӗ. Ӑна Моисей Спиридонов этнографи экспедицийӗсенче пухнӑ. Унтах документсемме сӑнӳкерчӗксем пур. Вӗсем ӳнерҫӗн пултарулӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, общество пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Аса илтерер: Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ӳнер училищинче вӗреннӗ. 1918 ҫулта Ӳнер академине пӗтернӗ. Вӑл чӑваш тӗррине халалланӑ альбома хатӗрлес ӗҫе пурнӑҫӗнчи чылай вӑхӑтне уйӑрнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта, Алькешран инҫе мар вырнаҫнӑ юпа вырӑнӗнче чӑваш хастарӗсем Паттӑрлӑх кунне паллӑ турӗҫ. Чӑваш йӑли-йӗркине тытса пыракансем ҫак кун 792 ҫул каялла пулса иртнӗ паллӑ ҫапӑҫӑва асӑнса чӳк ирттерчӗҫ.

Тутар-монголсен никам ҫӗнейми ҫарӗ Калка ҫинче кӑпчаксемпе вырӑссене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн Атӑл тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑ. Пирӗн мӑн асаттесем ҫакӑн пирки сиссен тӑшмана кӗтсе илме тухнӑ. Челпир патша ертсе пынӑ ҫар тутар-монголсене чикӗ умӗнче кӗтсе илнӗ. Хаяр ҫапӑҫура Атӑлҫи Пӑлхар паттӑрӗсем ҫӗнтерме пултарнӑ, 4 пин тӑшмана тыткӑна илнӗ. Никам ҫӗнейми тутар-монгол ҫарӗ пӗрремӗш хут ҫупкӑ ҫинӗ, вӗсене ертсе пыракан Супетей аран тарма ӗлкӗрнӗ. Хайхи вара тыткӑнрисене каялла сурӑхсем ҫине ылмаштарнӑ — кашни ҫӑрҫӑшӑн пӗр сурӑх. Ҫапла мӑшкӑлланӑшӑн ҫак ҫапӑҫӑва «сурӑх ҫапӑҫӑвӗ» тесе ят панӑ.

Чӳк тунӑ хыҫҫӑн вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пуҫтарӑннӑ ҫынсене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗ. Уяв шӳрпе ҫинипе вӗҫленчӗ.

Сӑнсем (104)

 

Статистика

Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать.

Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ.

Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать.

Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ.

Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78674
 

Республикӑра

Савӑнӑҫлӑ ку хыпара «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат ӗҫченӗ Марина Григорьева пӗлтерет.

Чӑваш Республикинчи электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ общество пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе йӗркелекен конкурсӑн регион шайӗнчи тапхӑрне хутшӑннӑ. Жюри членӗсем Чулхула, Улатимӗр, Вологда облаҫӗсенчи, Чӑваш, Мари, Мӑкшӑ республикисенчи организацисем сӗннӗ 276 проекта пӑхса тухнӑ. Республикӑри электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ хатӗрленӗ «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ литература произведенийӗсемпе паллаштаракан ял тӑрӑхӗнчи кинофестиваль» пултарулӑх проект ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ.

Грант укҫипе архив ҫӗнӗ кинолентӑсем туянасшӑн. Фондри ӗҫсене ял тӑрӑхӗсене илсе ҫитересшӗн. Хальлӗхе ҫакӑнти фильмсене Шупашкар халӑхне кӑна кӑтартнӑ. Кӗҫех ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ «Киномобиль» культура центрӗ ҫула тухӗ.

Кинофестивале юпа уйӑхӗнче ирттересшӗн. Архив фондӗнчи фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.

 

Чӑвашлӑх «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Дима Моисеев
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Дима Моисеев

Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ.

2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн.

Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/salamlatpar
 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенчен 62,5 проценчӗ ачасене ҫӗнӗ 2015–2016-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче йышӑнма хатӗр. Тӗрлӗ шайри тӳре-шараран, тем йышши тытӑмри инспекторсенчен тӑракан йыш пӗтӗмпе 931 вӗренӳ учрежденине тӗрӗслемелле. Хальлӗхе 582 вӗренӳ учрежденине йышӑннӑ, ҫав шутран 324-шӗ — шкулсем. Тепӗр майлӑ каласан, шкулсен 69,8 проценчӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе ҫитнӗ.

Ача пахчисенчен 217-шӗ хальлӗхе алӑка яри уҫма хатӗр. Процентпа илсен ку цифра 54,4-па танлашать. Ачасене хушма пӗлӳ паракан организацисенчен 23-шӗ (76,7 проценчӗ) хатӗрленсе ҫитнӗ.

Вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли ҫурлан 15-мӗшӗ тӗлне йышӑнса пӗтермелле. Апла пулсан унччен вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑлтӑк юлмалла мар.

 

Республикӑра Ҫӗрпӳри палӑк
Ҫӗрпӳри палӑк

Ҫӗрпӳ хулинче ҫак уйӑхӑн 7-мӗшӗнче (ун чух унта хула кунне уявланӑ) палӑк уҫнӑ. Вӑл — танк.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вӑл палӑка Тӑван ҫӗршывӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӳтӗлевҫисене тата тыл ӗҫченӗсене халалласа уҫнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне палӑка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ку пулӑма Ҫӗрпӳ хулин пурнӑҫӗшӗн историлле пулӑм тесе хакланӑ. «Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗ тата пӗтӗм тӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ. Республикӑра эпир ҫар мухтавӗн 1026 вырӑнӗпе мемориалне ҫӗнетрӗмӗр. Вуншар палӑка усламҫӑсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем пулӑшнипе тунӑ. Ҫав ҫынсем тӑван ҫӗре, ашшӗсемпе аслашшӗсен, амӑшӗсемпе асламӑшӗсен ӑс-хакӑл вӑйне хаклаҫҫӗ. Хальхи Раҫҫейре тата хальхи Чӑваш Енре тӑвакан мӗнпур япала ӳсекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, пирӗн ветерансемпе совет тата Раҫҫей халӑхӗн историне юратма хӑнӑхтарма пулӑшать», — тенӗ Михаил Игнатьев.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх Андрей Молоков тунӑ сӑн
Андрей Молоков тунӑ сӑн

Шупашкара кӗнӗ ҫӗрте ҫынсене тӗлӗнмелле скульптура кӗтсе илме тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ЧР ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ Андрей Молоков скульптор пӗлтернӗ.

Скульптура Иван Яковлев проспектӗнчи ҫавраҫул ҫинче, Ашмарин тата Никитин урамӗсен чарӑнӑвӗсен хушшинче, вырнаҫнӑ. Ӑна улӑмран хатӗрленӗ.

Скульптурӑна утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех туса пӗтернӗ-мӗн. Композицие чӑваш фольклорӗнчен илнӗ. Ӑна «Уйӑх ҫинчи хӗр» чӑваш юмахне тӗпе хурса хатӗрленӗ. Скульптура та ҫавӑн пекех ятлӑ.

Андрей Молоковшӑн наци культури ҫывӑх. Вӑл чӑваш фольклорӗнчи пулӑма сӑнарлама юратать. Вӑл композицие 10 кун тунӑ.

Скульптурӑна хатӗрлемешкӗн 400 килограмм утӑ кирлӗ пулнӑ. Вӑл 4 метр ҫӳллӗш. Ӑна вандалсенчен сыхланӑ темелле — ҫунтарса ярасран ятарлӑ шӗвекпе сӗрнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1442
 

Страницӑсем: 1 ... 2680, 2681, 2682, 2683, 2684, 2685, 2686, 2687, 2688, 2689, [2690], 2691, 2692, 2693, 2694, 2695, 2696, 2697, 2698, 2699, 2700, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...