Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Раҫҫей ҫыннисене 10 СИМ-карттӑран ытларах илме чарасшӑн. Ҫакна Раҫҫей банкӗсен ассоциацийӗ пуҫарасшӑн. Банкирсен шухӑшӗпе, ку ултавҫӑсене карас телефон операторӗсен шутӗнчен укҫа вӑрлама чӑрмантарӗ.

Проект пайташӗ Денис Калугин пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе кашни ҫынна 10 СИМ-карттӑран ытлашши туянма чарасшӑн. Ун чухне картӑсене тӗрӗслекен пӗрлӗхлӗ тытӑм тӑвасшӑн.

Банкирсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ултавҫӑсем телефон шучӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ. Кӑҫал акӑ ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӗсем ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ вӑрланӑ.

Операторсем ҫынсене номерсем чылай параҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗр номер те илет. Ултавҫӑсем укҫана банкри шутран карас телефон шучӗ ҫине куҫарсан, унтан электронлӑ енчӗкрен ӑна илсен вара ултава чарма та ҫук.

Анчах Ҫыхӑну тата Экономика министерствисем ку пуҫарӑва хирӗҫ. Мӗншӗн тесен ку тӳрӗ кӑмӑллӑ абонентсен прависене пӑсать. Ведомство каланӑ тӑрӑх, ку пур-пӗрех ултавҫӑсене тытса чарас ҫук. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн мӗн чухлӗ СИМ-карттӑ илес килет, вӑл ҫавӑн чухлӗ туянма пултарать.

 

Пӑтӑрмахсем «Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Республикӑра ачасем ҫӳллӗ вырӑнсенчен ӳксе суранланни, е унран та хӑрушӑраххи, вилни пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Шел те, чылайӑшӗ уямасть ҫакна. Ӗнер Шупашкарта каллех пысӑк инкек пулнӑ.

Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче ӗнер, ҫурлан 6-мӗшӗнче, балконран ача ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Аня Килеева пӗлтернӗ. Унӑн тусӗ ҫав ҫуртра пурӑнать. Вӑл ӳкнӗ ача макӑрнине илтнӗ.

Унтан ҫав вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Полицейскисем те ҫитнӗ. Пиллӗкри ача ҫиччӗмӗш хутри балконран ӳкнӗ.

Шел те, ачана пульницӑна илсе кайнӑ чухне вӑл вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Халӗ ку ыйтупа следстви комитечӗ ӗҫлет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ун чухне пӗччен пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1432
 

Спорт

Вӑй-хал культурин кунне халалласа Шупашкарти тӗп пляжра икӗ кун волейболла вылӗҫ. Пляж волейболӗ енӗпе иртекен турнир уҫӑ мелпе иртӗ.

Турнир ҫурла уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче иртӗ. Ку шӑпах канмалли кунсене лекет. Эппин, шупашкарсем кану кунӗсене сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ.

Регистраци шӑматкун 12 сехетре пуҫланать. Пӗрремӗш кун квалификациллӗ вӑйӑсем иртӗҫ, унпа килӗшӳллӗн ушкӑнсене йӗркелӗҫ.

Вырсарникун, ҫурлан 9-мӗшӗнче, икӗ ушкӑн хушшинче ӑмӑрту пуҫланать.

Тупӑшӑва ҫынсене тӑраниччен волейболла выляма май туса парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Пӗлмешкӗн: пляж волейболӗнче иккӗне иккӗн выляҫҫӗ. Турнир йӗркелӳҫи Оксана Смагина каланӑ тӑрӑх, вӑй-хал культурин кунне ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ кун тӑвасшӑн.

Турнир пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-919-665-44-85 телефонпа шӑнкӑравлама пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65191
 

Ӳнер

Ыран Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Моисей Спиридоновӑн куравӗ уҫӑлмалла. Мероприятие 16 сехете палӑртнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Моисей Спиридонович 1890 ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче хальхи Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Ял ачи Хусанти ӳнер шкулне вӗренсе пӗтерме пултарнӑ, каярах вӑл Питӗрти император ҫумӗнчи Ӳнер академийӗнче ӑсталӑха туптанӑ.

Моисей Спиридонова Чӑваш Енре профессилле ӳкерӳ ӑсталӑхне пуҫарса яраканӗ тата аталантараканӗ тесе хаклаҫҫӗ. Хӑй вӑл такам пулса та ӗҫленӗ, ҫав шутра Чӑваш АСССР Верховнӑй Совечӗн депутатне ӑна икӗ хутчен суйланӑ. Пултаруллӑ ҫак ҫын Шупашкарти ӳнер училищинче ӗҫленӗ май та хӑйӗн вӗренекенӗсем хушшинче ырӑ йӗр хӑварнӑ.

Куравра художникӑн портречӗсемпе пейзажӗсем, тематикӑлла ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ.

 

Персона

Ҫӗмӗрлен сити-менеждерӗн Александр Зиновьевӑн хулари ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑнӑ. Кун пирки вӑл хулари хастарсемпе тӗл пулсан персе янӑ.

Хӑй вӑхӑтӗнче ҫар ҫынни пулнӑ май вӑл танк ҫарӗнче тата ҫар пехотинче хӗсметре пулнӑ, Чечен Республикинче ҫапӑҫнӑ. Байкал тӑрӑхӗнчен тытӑнса Армени таран подразделенисене ертсе пынӑ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ (ҫар ҫыннисем ачашланса ларма хӑнӑхман) ҫын пулин те вӑл хулари ыйтусене ӑша хывма тытӑнсан аптӑраса кайнине вӑл пытарман. «Манӑн, ҫар ҫыннин тата гражданинӑн, Ҫӗмӗрлери ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫ вирелле тӑрса кайрӗ. Хӑш-пӗр ыйту кунта вуншар ҫул татӑлман, хӑшӗсем патне алӑ та ҫитмен», — тенӗ хула администрацине ертсе пыма нумаях пулмасть шаннӑ ҫын.

Юлашки ҫулсенче хулара вӗҫӗмех пуҫлӑхсем ылмашса пынине унтисем хӑнӑхса ҫитрӗҫ пуль ӗнтӗ. Газ укҫипе хальхи вӑхӑтра хула 135 миллиона яхӑн парӑма кӗрсе кайнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Аслисене пула ачасем вилеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринчен пуҫласа ӗнерччен кӑна пирӗн республикӑри ҫулсем ҫинче ҫул ҫитмен 8 ача вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 14 ача леш тӗнчене ӑсаннӑ. Вилнисенчен чылайӑшӗ урапара пассажир евӗр ларса пыраканскерсем пулнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ.

Инкекӗ пӗри тепринчен хӑрушӑрах сиксе тухать. Шӑмӑршӑра, ав, ҫурлан 2-мӗшӗнче ӳсӗр водитель малта пыракан МАЗран иртме хӑтланса ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайнӑ. Унти ҫуран утакансем ҫине пырса кӗрсе пӗр ҫемьери виҫӗ ҫынна вӗлернӗ. Ҫав шутра 37 ҫулти ашшӗн аллинчи 4 ҫулти арҫын ача та пулнӑ.

Унччен икӗ кун маларах Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑпа Лапра ялӗсем хушшинче 18 ҫулти водитель МАЗпа пырса ҫапӑннӑ та урапари 17 тата 13 ҫулти ачасем вилнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче ӳсӗр ашшӗне пула виҫӗ ҫулхи арҫын ача вилнӗ. Тепӗр виҫӗ ача пульницӑна лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gibdd.ru/r/21/news/1786826/
 

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне хулинче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене «Форд Фокус» ятлӑ урпапа ҫухални пирки пӗлтернӗ. Инкек тӳсекен ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа район центрӗнчи Комсомольски урамӗнче ларнӑ, ҫавӑнтан такамсем ӑна пӗҫертсе кайнӑ та. Анчах вырӑнти йӗрке хуралҫисемпе республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Пуҫиле шыравӗн управленийӗн ӗҫченӗсем итлеме итлеҫҫӗ те, анчах пуҫа та ӗҫлеттереҫҫӗ. Вӗсем арҫын суйса пӗлтернине палӑртаҫҫӗ.

Машинӑна ҫамрӑк кивҫенле илнӗ, ӑна та вӑл тӳлесе татман. Тата унӑн тӗрлӗ штраф тӳлемелле пулнӑ. Парӑма шыраса илейменнине кура суд приставӗсем урапа тӗлӗшпе арест хума йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫын парӑма татас тесе машина ҫухалнӑ пек тӑвас та страховани укҫиллӗ пулас тенӗ. Суйса евитленишӗн халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.mvd.ru/news/item/6292022/
 

Тӗн Николай Угаслова чысланӑ самант
Николай Угаслова чысланӑ самант

Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов чиркӳ тума пулӑшать, ҫавна май ӑна орденпах наградӑланӑ.

Николай Угаслов Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта собор тума пысӑк пулӑшу кӳни пирки конгресӑн пресс-служби хыпарлать. Уҫӑ кӑмӑлшӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫ чиркӗвӗнче ҫурлан 2-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Pyҫ Патриархӗ Святейший Кирилл указӗпе килӗшӳллӗн Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежскийӑн III в степеньлӗ орденне парса чысланӑ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» акционерсен xyпӑ обществин пуҫлӑхӗ пулса вӑй хурать.

Орден илнине конгресс пресс-служби чыс тесе хакланӑ май конгресс хастарӗсем Николай Федоровича чунтан саламланине, "пархатарлӑ ӗҫpe вӑй хурса тӑрӑшнӑшӑн" тав тунине пӗлтерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/426.html
 

Чӑвашлӑх Ҫӗпӗрти йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле
Ҫӗпӗрти йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри хастарсем Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патне ҫитсе килнӗ. Курса калаҫма кӑна мар, вӗсен пурнӑҫӗ пикри документлӑ фильм ӳкерме те.

Инҫе ҫула Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева тата Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тухнӑ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе курнӑ.

Тӗмен тӑрӑхӗнчи маттур чӑвашсем ҫинчен вӗсем самай фото- тата видеоматериал пуҫтарнӑ.

Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурнӑҫне, вӗсен кулленхи ӗҫне-хӗлне Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗсем Владимир Васильевпа Зоя Яковлева фильмра кӑна мар, хаҫатсенче те, радиокӑларӑмсенче те ҫутатасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/427.html
 

Персона Олег Марков министр
Олег Марков министр

Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Олег Марков «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.

Пысӑк шайри пуҫлӑха чысласси пирки калакан хутра Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Олег Марков Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнине, вӑл нумай ҫул таса чунпа тӑрӑшнине палӑртнӑ.

Олег Марков 1966 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Шупашкарти машина тӑвакансен техникмуне вӗренсе пӗтернӗ. Малтанласа «Чӑвашсетьгазра» тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. 2012–2013-мӗш ҫулсенче строительство министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. 2013-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2683, 2684, 2685, 2686, 2687, 2688, 2689, 2690, 2691, 2692, [2693], 2694, 2695, 2696, 2697, 2698, 2699, 2700, 2701, 2702, 2703, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...