Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче йӗпе-сапа пуҫланасран шикленнипе, хула ҫыннисем ыйтнипе... хулан 55-мӗш ҫуралнӑ кунне авӑн уйӑхӗн 3-мӗш вырсарникунӗнчен ҫак уйӑхӑн 30-мӗшне куҫарнӑ. Лайӑх мухмӑр виҫӗ куна пырать теҫҫӗ те, лайӑх уяв пӗр кунта вӗҫленмӗ. Хула ҫуралнӑ ятпа ҫӗнӗ шупашкарсем 29-мӗшӗнчех савӑнма тытӑнӗҫ — уяв икӗ куна тӑсӑлмалла.

Ҫуралнӑ куна ҫитичченех палӑртма хушмаҫҫӗ те, Ҫӗнӗ Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче ҫынсем авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк япӑхнине кура ҫулла уявлама ыйтаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар хула статусне 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Кун пирки РСФСР Аслӑ Канашӗ хушу кӑларнӑ. Малтанласа унӑн ҫуралнӑ кунне чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртнӑ. Шӑп та лӑп ҫавӑн чух хулари пӗрремӗш ҫурт никӗсне хывма тытӑннӑ. Пилӗк ҫул каялла хула депутачӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнине урӑх кун палӑртма йышӑннӑ. Кӑҫал, ав, авӑн уйӑхӗн вӗҫне кӗтсе тӑрас темен. Геодезистсем ҫурла уйӑхӗнчех химкомбинатпа пӗрремӗш урамсен вырӑнне палӑртнӑ-мӗн, апла пулсан хула ун чухнех ҫуралнӑ тесе шухӑшлама пулать.

 

Кӳршӗре

Мӑкшӑ Республикинче Екатеринбург – Адлер пуйӑс вакунӗсем ральсран тухса кайнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх пӗр ҫын аманнӑ — вӑл аллине хуҫнӑ.

Пуйӑс пӑтӑрмаха 11 сехетре Рузаевка патӗнче лекнӗ. Рельсран 4 вакун тухса кайнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ вара тӳнсех кайнӑ. РЖД палӑртнӑ тӑрӑх электроэнерги линийӗсем тата рельссем сиенленмен.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах вырӑнӗнче чукун ҫул ҫинчи крепленисене йӑкӑртнӑ. Инкек сӑлтавӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.

 

Республикӑра Строительсен кунне хутшӑннисенчен пӗрисем
Строительсен кунне хутшӑннисенчен пӗрисем

Ыран строительсем професси уявне палӑртӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене республика шайӗнче ӗнерех саламларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Унта республикӑри тӳре-шара — Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакантан пуҫласа министрпа депутатсем таранах хутшӑннӑ.

Унта строительство отраслӗн аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Мероприятие тӑлӑхсем, ҫамрӑк ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Вӗсем уяв епле иртнине залра кӑна сӑнаса ларман — сцена ҫине тухсах калаҫнӑ. Яна Владимирова тата Наталья Бурашникова тӑлӑхсем, нумай ачаллӑ Полоскунсен ҫемйи, Селезневсем ҫамрӑк ҫемйи тӳре-шарана, ҫав шутра правительствӑна, мухтаса хитре сӑмах каланӑ. «Мӑшӑрпа эпир патшалӑх пулӑшнине кура ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхатпӑр», — тенӗ, сӑмахран, Селезневсен ҫемйинчи кил хуҫи.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Канаш районӗнчи чылай хуҫалӑх тырра типӗтме май ҫуккипе нушаланать. Унти нумай хуҫалӑхра жатка та, подборщик та ҫук тесе хыпарлать Валентин Григорьев хаҫатҫӑ. «Ҫавӑнпа тырра вырса пӑрахса ҫилпе кушӑхтарма май килмест», — вӑрттӑнлӑха уҫать журналист.

Чӑн та, чылай ҫул каялла хресченсем ҫак меслетпе анлӑ усӑ курнӑ. Халӗ тырра тӳрех вырса тӗшӗлеҫҫӗ. Тырӑн нӳрӗклӗхӗ 20 процентран ытларах пулсан ӑна элеваторсем йышӑнмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вырӑнта типӗтме тивет. Анчах ку енӗпе каллех йывӑрлӑх сиксе тухать — районӗпе те 4 сушилка кӑна. Пуррисем ыттисене типӗтсе пама килӗшсен те тӗш-тырӑ туса илессипе тимлекен районти 22 предприятипе 40 ытла хресчен-фермер хуҫалӑхӗшӗн ку вӑл ҫӑлӑнӑҫ мар.

Тӗш-тырӑ пухса кӗртес, ӑна типӗтес ыйтӑва район администрацийӗнче канашлура та сӳтсе явнӑ.

 

Хулара

Паян Шупашкарти хӑш-пӗр урампа ҫӳреме чарӗҫ. Чару тӗп хуламӑрти тӗп урамсене пырса тивӗ. Вӗсемпе урапасен 21 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫурҫӗр иртни 30 минут таран ҫӳреме юрамӗ. Ку вӑл паян Шупашкарта каҫхи сакӑр сехетре каҫхи велочупу иртессипе ҫыхӑннӑ. Ӑна «Республика лапамӗ–Михаил Ҫеҫпӗл скверӗ — Вырӑс драма театрӗ — «Спартак» стадион — Ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ — Республика лапамӗ» маршрутпа йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫутӑ театрӗ хӑй ӑсталӑхне кӑтартӗ, рок-ушкӑнсем, ди-джей пулмалла, фаер-шоу йӗркелемелле.

Урапасене Карл Маркс урамӗпе (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Ленин проспекчӗпе (Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Гагарин урамӗпе (Ленин проспекчӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Калинин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран), Воробьев композиторсен урамӗпе (Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран) чупма май килмӗ. Чарнӑ урамсен вырӑнне урапасем Энегельс, Ярославль урамӗсемпе тата Президент бульварӗпе ирӗккӗнех хутлайӗҫ.

20 сехет те 30 минутран пуҫласа 22 сехетчен урапасене Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫурт патне лартма чарса хурӗҫ.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Йӗпрем ялӗнче «Йӑх кунӗ» пулнӑ. Ӑна пуҫараканӗсенчен пӗри — Алексей Львов.

Алексей Николаевич тӑванӗсене пӗрле пуҫтарма тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе йӑх йывӑҫне икӗ уйӑх хатӗрленӗ. Унтан пурне те шӑнкӑравалса пӗлтерме тытӑннӑ, тӗлпулу вӑхӑтне тата вырӑнне палӑртнӑ.

Ялта та пулас уяв пирки калаҫма тытӑннӑ. Уяв кунне чылайӑшӗ кӗтнӗ. Алексей Николаевич каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынсем хӑйсен йӑхне, тӑванӗсене асра тытччӑр тесе уяв йӗркелеме шутланӑ.

Уява ял хӗрринче лапамра ирттернӗ. Унта сцена хатӗрленӗ, сӗтел лартнӑ. Чылай тӑван пӗр-пӗрне пӗрремӗш хут курнӑ. Унта 250 ҫын пухӑннӑ. Хӑнасем Шупашкартан, Хусантан, Мускавран, Владивостокран килнӗ.

Уявра ҫак кунччен пурӑнса ҫитерейменнисене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене аса илнӗ. Йӗпремсем кунашкал тӗлпулӑва йӑлана кӗртесшӗн.

 

Республикӑра

Ӗнерхи кун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗ, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пысӑк савӑнӑҫпа ҫырӑнса юлнӑ. Ялта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ачасем валли шкул умӗнхи ушкӑн уҫӑлнӑ.

Кӑҫал ачасем ҫӳрекен пӳлӗмсене тӗпрен юсанӑ. Халӗ унта 25 ача ҫӳреме пултарать. Энтриелсен савӑнӑҫне республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пайланӑ. Вӑл та савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.

Михаил Васильевич халӗ ачасене тӗрлӗ енчен аталантармашкӑн пур услови те пуррине палӑртнӑ. Шкул директорӗ Андрей Треньков каланӑ тӑрӑх, шкул кивӗ пулнӑ, вӑл авариллӗ лару-тӑрурах шутланнӑ. Хысна укҫине перекетлес тӗллевпе унта шкул умӗнхи ушкӑна уҫма шутланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, савӑннӑ. Энтриел ялӗнчи шкула тӑватӑ ялтан вӗренме ҫӳреҫҫӗ.

 

Политика

Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тӗп суйлав комиссийӗнче республика пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн кӗрешме тухнӑ кандидатсем тӳлевсӗр эфир вӑхӑтне пайламашкӑн шӑпа янӑ.

Унта Чӑваш Енри Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков хутшӑннӑ. Эфир вӑхӑтне кандидатсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 11-мӗшӗччен параҫҫӗ. Вӗсем «Чӑваш Ен» ПТРК, Раҫҫей-1, Раҫҫей-24, Раҫҫей радиовӗ, Наци телерадикомпанийӗн эфирӗсенче тухса калаҫма пултараҫҫӗ.

Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, эфир вӑхӑтне кандидатсене суйлав умӗнхи агитаци материалӗсене вырнаҫтармашкӑн параҫҫӗ. Вӑхӑтӑн ҫур пайне пӗрлӗхлӗ агитаци материалӗсем валли уйӑраҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, дебатсем, калаҫусем… Кашни кандидат валли 60 минут вӑхӑт уйӑраҫҫӗ.

Сӑмах май, Константин Субботин тата Валерий Сапожников кандидатсем шӑпа янӑ ҫӗре килмен. Вӗсемшӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗн ҫумӗ Петр Куприн туртнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чаккинчи ҫурт Байкал хутлӑхӗнчисене те кӑсӑклантарать тесе пӗлтерет Надежда Смирнова хаҫатҫӑ.

Инҫет ҫӗртен асӑннӑ ялти Людмила Данькова килне курма ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм мӑшӑрӗн ҫывӑх ҫыннисенчен юлнӑ еткерлӗхе — авалхи ӗҫ хатӗрӗсене, йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ япаласене, куллен-кун усӑ куракан савӑт-сапана тата ыттине те — упраса хӑварнӑ. 2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, хӗрарӑм «Сире кӗтекен ҫурт» музей-ҫурт уҫнӑ.

Аваллӑхран юлнӑ япаласене вите, сарай пулнӑ хуралтӑсенче вырнаҫтарнӑ. Кашнин алӑкӗ ҫине чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ӑнлантарса ҫырнӑ.

Ҫак кунсенче вара музей-ҫуртпа Байкал хутлӑхӗнче пурӑнакансем паллашнӑ. Инҫетри хӑнасемшӗн, Нарат Чаккине хӗсметре пӗрле тӑнӑ юлташӗ патне килсе ҫитнӗскерсемшӗн, чӑвашсен авалхи йӑли-йӗрки, япалисем, уйрӑмах асамлӑ тӗрри, питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/hanasene-taravat-curt
 

Хулара

Шупашкарти Агрегат савучӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна 600 пин тенкӗпе юсанӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администарцийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе тимлекен управленийӗ пӗлтернӗ.

Хула администрацийӗнчи тӳре-шара ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти картлашкасем ҫинчи 26 тимӗр плитана паллӑ мар ҫынсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫав ҫынсем плитана вӑрах вӑхӑт пӗҫертнӗ пулать. Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли ҫав вырӑна ҫак уйӑхра тинех юсаса пӗтернӗ.

Ӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртес тесе «Тендер ӗҫӗ-хӗлӗн агентстви» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ пулса юсанӑ. Вӑл тимӗр картлашкасене ҫӗнӗрен хурса тухнӑ, стенасене юсанӑ, хитре урай сарнӑ тата ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Мӗнпур ӗҫе укҫа ҫине куҫарсан хула хыснишӗн тӑкак 600 пин тенке кайса ларнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2682, 2683, 2684, 2685, 2686, 2687, 2688, 2689, 2690, 2691, [2692], 2693, 2694, 2695, 2696, 2697, 2698, 2699, 2700, 2701, 2702, ... 3622
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...