Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Марина Карягина, Римма Прокопьева ҫыравҫӑсем сумлӑ премие тивӗҫнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 26.09.2017 16:12 | 2824 хут пӑхнӑ
Культура
Римма Прокопьева
Римма Прокопьева

Чӑвашла ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртакан комисси хӑйӗн ӗҫне кӑҫаллӑха вӗҫленӗ, чи маттуррисене палӑртса сумлӑ премисене кама памаллине ҫирӗплетнӗ.

Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комисси пайташӗсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, ал ҫырусене тӗплӗ тишкернӗ, чӗлхине хак панӑ, хайлавсен стильне, композицине танлаштарнӑ, произведенисен воспитани сӗмне шыранӑ, вӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен еплерех калӑпланнине пахаланӑ.

Ҫапла майпа «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн «Шураҫка» ал ҫырӑвне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ, уншӑн автора 50 пин тенкӗлӗх грант пама йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире палӑрса Марина Карягина «Ҫӑкӑрпа сахӑр» хайлавӗшӗн 75 пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш номинацире Римма Прокопьевӑна ҫитекен пулман. Аслӑ классенче ӑс пухакансем валли шӑрҫаланӑ хайлавсене тишкерсе комисси пайташӗсем Римма Прокопьевӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» ал ҫырӑвне пысӑк хак панӑ. Ҫавӑнпа та 75 пин тенкӗ ӑна тивӗҫнӗ.

#культура, #литература, #конкурссем, #кӗнекесем, #ачасем, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем