Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынран коллекторсем укҫа тавӑрса пама тапӑннӑ. Вӑл вара ҫав вӑхӑтра салтакра пулнӑ, кивҫен укҫа паракан нимле организацирен те укҫа илмен. Арҫын пулӑшу ыйтса прокуратурӑна ҫул тытнӑ.

Надзор органӗ тӗрӗсленӗ те 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫав ҫын ячӗпе икӗ микрофинанс организацийӗнче 22 пин тенкӗ ют ҫын укҫа илнине палӑртнӑ. Укҫана илме арҫыннӑн паспорт даннӑйӗпе тата кивӗ абонент номерӗпе усӑ курнӑ.

Ҫавна май йӗрке хуралҫисем улталакансем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, арҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар кӑтартнӑшӑн кредит организацине укҫа тӳлеттерме ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Чӑваш Ене пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те хыпарларӗ. Инкек вӑхӑтӗнче пурӑнмалли ҫуртсем те сиенленнӗ, ҫынсем хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, хваттерсене юсама тивет.

Шар курнӑ ҫынсене вӑхӑтлӑха хулари техникумсенчен пӗринчи общежитие вырнаҫтарнӑ. Кун пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ. Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Станислав Трофимов 30 ытла пӳлӗм хатӗрлени пирки хыпараланӑ. Хальлӗхе унта 4 ҫын вырнаҫнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне пурӑнма куҫса кайнӑ.

 

Республикӑра
ugo-lnk.kemobl.ru сайтри сӑн
ugo-lnk.kemobl.ru сайтри сӑн

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра регион шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку Шупашкарта беспилотникрен шар курнисене пулӑшма тата тӑкаксене саплаштарма пӗтӗм ресурса мобилизацилеме май парать. Хальхи вӑхӑтра тӑкаксене шутлаҫҫӗ, юсав ӗҫӗсене пуҫӑннӑ ӗнтӗ.

Правительство лару-тӑрӑва ҫирӗп сӑнаса тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Пӑтӑрмахсем
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Паян Украина беспилотникӗсем Шупашкара тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Правительство премьер-министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 ҫын аманнӑ, вӗсен йышӗнчи пӗри - ача.

Премьер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем хваттерӗсене таврӑнма тытӑннӑ. Хваттерсем сиенленнине ятарлӑ комисси хаклать. Вӗсене резерв фондӗнчи укҫапа тӑвасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/vstepanovmz21
 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри 61 ҫулти хӗрарӑм пӗлӗшне вӗлернӗшӗн ҫирӗп режимлӑ колонире 8 ҫул ҫурӑ ларӗ.

Ку инкек Куславккара ҫурла уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Вӑл килӗнче тӑванӗпе, арҫынпа, хирӗҫсе кайнӑ та ӑна пуртӑпа темиҫе хутчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_263562
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнарта пурӑнакан Борис Егорычев велосипед вӑррине ярса тытма пулӑшнӑ. Куншӑн вӑл полицейскисенчен Тав хутне тивӗҫнӗ.

Борис Ҫӗнӗ Шупашкарта ӑнсӑртран темиҫе велосипед вӑрланӑ арҫынна, шыравра пулнӑскере, Вӑрнарта асӑрханӑ. Вӑл хӑйне мӗнле тыткалани ӑна сисчӗвлентернӗ, ҫавӑнпа пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ.

Ҫапла Борис Егорычев пулӑшнипе йӗрке хуралҫисем судпа унччен те айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫынна ярса тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_263525
 

Пӑтӑрмахсем
www.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкара пилостӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑнни пирки эпир унччен хыпарласа ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Аса илтерер: хулари темиҫе ҫурт сиенленнӗ.

Хусанкай урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 20-мӗш шкулта пулӑшу паракан пункт уҫнӑ.

Унта пухӑннисемпе республика парламенчӗн ертӳҫи Леонид Черкесов тӗл пулнӑ. Шар курнӑ ҫуртсене республика шучӗпе юсама шантарнӑ, эвакуациленисен ытти ыйтӑвне хуравланӑ.

«Сиенленнӗ хваттерсене республика хысни шучӗпе юсӑпӑр. Ӗҫе пуҫӑннӑ та ӗнтӗ», - тенӗ Леонид Черкесов.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Ураскилтри пӗр кушак урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑ Республикӑн ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Кушак чирлине пӗлнӗ хыҫҫӑн вырӑнта карантин тесе республика Элтеперӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Хушу ӑна пӑрахӑҫличченех вӑйра пулӗ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Куславккара причал тума «Нептун» компание суйласа илнӗ. Причалсӑр пуҫне вӑл ҫав территорие те илемлетӗ.

Подряд организацин мӗнпур ӗҫе 2027 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.

«Нептун» (ИНН 2130189390) тулли мар яваплӑ обществӑна 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унӑн учредителӗ тата директорӗ — Алексей Сухалов. Асӑннӑ общество ҫурт-йер тӑвассипе ӗҫлет.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче уйӑх ҫурӑ каялла ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ.

41 ҫулти Александр Леонидович Томский килтен юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Лада Приора» машинӑпа тухса кайнӑ. Явӑш арҫынни хӑй ӑҫта ҫул тытнине килтисене пӗлтермен.

Арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.

Хӑй сӑрӑ курткӑпа, сӑрӑ джинс шӑлаварпа пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 233, 234, 235, 236, 237, 238, 239, 240, 241, 242, [243], 244, 245, 246, 247, 248, 249, 250, 251, 252, 253, ... 4292
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...