Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем

Политика
Ютубри видеоран илнӗ скриншот
Ютубри видеоран илнӗ скриншот

Шупашкар хулин администрацийӗн Йӑлӑмри территори пайне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должнорҫре Олег Алексеев тӑрӑше.

Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов ҫӗнӗ ертӳҫӗпе ирхи планеркӑра тунтикунах паллаштарнӑ-ха. Ку хыпара официаллӑ сайтра ӗнер вырнаҫтарнӑ.

Олег Алексеев унччен «Инженери хӳтлӗхӗ» обществӑна ертсе пынӑ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Тӑвай округӗнчи Лачкассинче пурӑнакан Анна Тихонова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ун патне ҫак ятпа РФ Президенчӗн саламлӑ открыткине илсе ҫитернӗ, чечек ҫыххи парнеленӗ.

100 ҫулта та вӑл хастар, вӑйӗ тапса тӑрать. Кинемей хӑнасемпе калаҫнӑ хушӑра шӳтлесе те илнӗ.

Анна Тихоновна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн «Канаш – Тӑвай» ҫула тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Халӗ ӑна ывӑлӗпе хӗрӗ пулӑшсах тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18362
 

Хулара
«Про Город» сайтри сӑн
«Про Город» сайтри сӑн

Шупашкарти таксист Геннадий Васильев пассажира ҫӑлнӑ. Вырӑна ҫитиччен 500 метр юлсан 30 ҫулти клиента япӑх пулса кайнӑ, эпилепси пуҫланнӑ.

Геннадий ҫухалса кайман, машинӑна чарса пассажира айккӑн вырттарнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Клиент тӑна кӗрсен киле кайма тӑнӑ, анчах таксист ӑна яман, тухтӑрсене кӗтсе илме ыйтнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Геннадий таксире 4 ҫул ӗҫлет. Кун пеккипе ҫак тапхӑрта вӑл пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_72833
 

Чӑвашлӑх
Виктор Чугаров тунӑ сӑн
Виктор Чугаров тунӑ сӑн

Хӗлле – сырӑш ҫакмалли вӑхӑт. Шупашкарта вӗсем унта та кунта курӑнкалама пуҫланӑ ӗнтӗ.

Виктор Чугаров хулари пӗр паркра хӑйне евӗр сырӑш ҫакӑнса тӑнине курсан ӑна ӳкерсе илнӗ. Ӑна чӑваш эрешӗллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18344
 

Персона

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Иван Бойко пособи илсе тӑрӗ. Ӑна кашни уйӑхрах 5 пин тенкӗ парӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Бойко – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ. Унта 1976 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн тӗп ӗҫӗсем: «Этнография переписи в Чувашской Республике» (авторпа пӗрле), «Рабочие Волго-Вятского региона: опыт и уроки социально-экономического развития».

Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак институтрах ӗҫлекен Михаил Кондратьева та пособи пама йышӑннӑ.

 

Республикӑра
yar.mk.ru сайтри сӑн
yar.mk.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере ачине пӗччен ӳстерекен хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пӗлтерӳ курнӑ, унта инвестицие укҫа хывса тупӑш тума сӗннӗ.

Хӗрарӑм телефонӗ ҫине сарӑм лартнӑ, кайран экран демонстрацине ҫутнӑ. Вал «брокер счечӗ» ҫине 25 пин тенкӗ куҫарнӑ. Унтан вӑл палламан ҫынсемпе хутшӑнма пӑрахнӑ.

Ҫулла ун патне каллех шӑнкӑравланӑ, «инвестици капиталне» ют ҫӗршывран хамӑрӑнни ҫине куҫармалла тесе ӗнентернӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 1,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4291
 

Ҫутҫанталӑк

Раштав уйӑхӗн мӗнле килӗ? Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юр ытти чухнехи норма чухлӗ е кӑшт сахалрах ҫӑвӗ. Сывлӑш температури 2-3 градус сивӗрех пулӗ /норма – 8 градус сивӗ/.

Пӗрремӗш икӗ декадӑра юр ҫукалӗ. Ытларах – 8-мӗшӗнче. Юлашки декада типӗ тата сивӗ килӗ.

 

Вӗренӳ
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Пневмони сарӑлнӑран Шупашкарти 59-мӗш шкул карантина кайнӑ. Унти ачасем, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Унччен унта хӑш-пӗр класс кӑна карантинра пулнӑ.

Ачасем килте вӗреннӗ май учительпе «Сферум» платформа урлӑ ҫыхӑнаҫҫӗ.

Тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари 40-мӗш шкул та карантинра. Хӑш-пӗр шкулта классем карантина кайнӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуса та ят панӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн пӗрремӗш ертӳҫине Владимир Петрова халалласа ят хунӑ.

Ҫак троллейбус 52-мӗш маршрутпа ҫӳрет: «Иваново» микрорайонтан Химпрома ҫитет. Салонра пассажирсене Владимир Петровӑн пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Сӑмах май, вӑл управлени ертӳҫинче 1976 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен ӗҫленӗ.

Палӑртмалла: ят панӑ троллейбуссем Шупашкарта та пур.

 

Культура
culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ҫӗнӗ председатель ертсе пырать.

Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш Республикин професси писателӗсен Союзӗн членӗсен отчетпа суйлав пухӑвӗ пулса иртнӗ. Правлени членӗсене Улька Эльмень председатель виҫӗ ҫул хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа панӑ. Хальхи вӑхӑтри проза ҫинчен Николай Осипов, поэзи пирки Ольга Скворцова чарӑнса тӑнӑ.

Председатель пулма вара Сергей Павлова суйланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 237, 238, 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, 246, [247], 248, 249, 250, 251, 252, 253, 254, 255, 256, 257, ... 4024
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...