Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Смешарики» мультфильмӑн Чӑваш Ен пирки сери тухнӑ. Унта республикӑри ремесла пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Смешарики» проект кӑларакан «Рики» ГК пресс-служби.

Проект Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Мультфильмри сӑнарсем Чӑваш Ене унти культура пирки пӗлес тесе кайнӑ. Кар-Карыч республикӑри ҫӗр ӗҫӗ, утар ӗҫӗ пирки, йывӑҫран касса кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартать. Хӑва пылӗ Лосяша питӗ тӗлӗнтернӗ, вӑл унччен ку усӑсӑр йывӑҫ тесе шутланӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ала пуснӑ.

Алена Елизарова пирӗн тӑрӑхра тӗрлӗ социаллӑ программӑна пурнӑҫа кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлет. Ку вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене, ватӑсене, ӗҫсӗр ҫынсене, халӑхӑн тата ытти категорине тӳрремӗнех пырса тивет.

 

Республикӑра
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ

Кулавккара ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Прокурор присягине прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшнӑ Дмитрий Яранов тытнӑ.

Яваплӑ ҫак мероприяти республика прокуратуринче пулса иртнӗ.

Унта ҫамрӑк прокурорӑн тӑвӑнӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем те хтушӑннӑ.

Республика прокурорӗ Эдуард Гиматов прокурор пулса ӗҫе пуҫӑнакан ҫамрӑк специалиста ӑнӑҫу суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/5002?single
 

Культура

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗнер, Чӑваш тӗррин кунӗнче, вата ҫынсен ал ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ.

Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗ урамра вырнаҫнӑ «Манӑн социаллӑ центр» клубри курава пенсионерсем хӑйсен ӗҫӗсене ҫеҫ мар, амӑшӗсенчен юлнӑ пуянлӑха та илсе пынӑ.

«Аннен тӗрленӗ ӗҫӗсемпе кунти куравра ҫынсене паллаштарма май пурри мана питех те савӑнтарать», — тенӗ Галина Деомидова.

Николай Фролов мӑшӑрӗн Екатерина Сильвестровнӑн ӗҫӗсем пирки темччен каласа кӑтартма пултарать. Вӗсен килӗнче те ал ӗҫӗсем, чӑвашла тумлантарнӑ пуканесенчен пуҫласа минтер пичӗсем таранах, пур.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар округӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче пурӑнакан фронтовик Павел Князев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Павел Иванрвич Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче I Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Хӗвеланӑҫ Прусси операцине хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве вӑл Кенигсбергра кӗтсе илнӗ. Фронтран таврӑнсан «Победа» колхозра 25 ҫул ӗҫленӗ. Тӳрӗ чунпа ӗҫленӗшӗн ӑна орденсемпе, медальсемпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_409129
 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Чӑваш Енри ҫамрӑк ӳнерҫӗ Шупашкарта Хевеш урамӗнчи ҫурт стени ҫине чӑваш хӗрарӑмне ӳкерни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхинче – Модӑсен ҫуртӗнче.

Ксения унта балеринӑна ӳкерме тытӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьел пульницин пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ ватӑ пациента Шупашкара харпӑр клиникӑна МРТ тума илсе килнӗ. Пациентӑн вара электрокардиостимуляор пулнӑ, унпа вара МРТ тума юрамасть. Процедура вӑхӑтӗнче ватӑскер сывлама пӑрахнӑ.

Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла суд пациентӑн арӑмне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе район пульницинчен 500 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Палӑртмалла: ҫак тухтӑр унччен медпулӑшу панӑ чухне ҫынна асӑрханмасӑр вӗлӗрнӗшӗн айӑпланнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Паян Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 16-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче 15 ҫулти каччӑ пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.

Каччӑ медицина учрежденийӗ тӑррине персе аннӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.

Следстви комитечӗ, йӗрке хуралҫисем халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.<s></s>

 

Чӑвашлӑх

Паян – Чӑваш тӗррин кунӗ. Ӑна 2020 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паян чылайӑшӗ ӗҫе чӑваш тумӗпе килет. Тӳре-шара та акцие хутшӑннӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Дмитрий Краснов вице-премьер, министрсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков... Нумайӑшӗ паян ӗҫе чӑваш тӗрриллӗ тумпа килнӗ.

 

Персона

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче бухгалтер учёчӗн тата ревизи пайӗн пуҫлӑхӗ — тӗп бухгалтерӗ пулнӑ Галина Смелова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Галина Александровна министерствӑра 17 ҫул, 1991 ҫултан пуҫласа 2008 ҫулччен, тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн Культура минситерствин Хисеп грамотине те тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтерне тӑрӑх, Галина Александровна яланах пысӑк профессионал та ӗҫчен ҫын пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 239, 240, 241, 242, 243, 244, 245, 246, 247, 248, [249], 250, 251, 252, 253, 254, 255, 256, 257, 258, 259, ... 4024
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...