Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Артистсене Правительство ҫуртӗнче чысланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.12.2025 05:59 | 37 хут пӑхнӑ
Персона
vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
vk.com/mincult21 сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республика Элтеперӗ патшалӑх наградисене тивӗҫнисене чысланӑ. Ҫав йышра икӗ артист пулнӑ.

«Атӑл Опера» театрӑн балет солистне Анна Серёгинӑна «Чӑваш Республикин халах артисчӗ» ят панӑ.

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистне Владимир Свинцова «театр ӳнерӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят пама юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе йышӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

«Ку саманта эпӗ тахҫанах кӗтнӗ. Ӗҫӗме пысӑка хурса хакланӑшӑн калама ҫук телейлӗ», — тенӗ Владимир Свинцов. Вӑл, сӑмах май каласан, Кӳкеҫрен.

#артистсем, #театрсем, #культура, #ӳнер, #чыславсем, #Элтепер, #Кӳкеҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем