Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн раштав уйӑхӗнчи ларӑвӗнче Нина Артемьевӑн «Ӗмӗрхи кӗвӗ» сӑвӑ кӗнекине сӳтсе явассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Кӑҫал кӗркунне Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӑларӑма автор тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ.
Ларӑва пухӑннӑ поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе библиотекарьсем поэт пултарулӑхне ырласа калаҫнӑ.
Аса илтерер: автор Тутарстанри Аксу районӗнчи Ҫӗмӗртлӗ ялӗнче ҫуралнӑ, пӗр вӑхӑт Шупашкарти пиир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1977–2003 ҫулсенче «Хатӗр пул» (каярахпа – «Ҫилҫунат», «Самант») журнал редакцийӗнче тӑрӑшнӑ.
