Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Мӑнтарӑн пирӗн вырӑнти культура министрӗ! Балет фестивальне уҫнӑ чух синкерлӗ саламланӑран ун ҫумне яланлӑхах «ПетИпа» ят вырнаҫать пулӗ», — тесе ҫырнӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура темине ҫутатакан журналисчӗ Маргарита Красотина Фейсбукра.
Аса илтерер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкрати оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланчӗ, вӑл «Петипа-гала» концертпа уҫӑлчӗ.
Хрнатсуссен балетмейстерӗн Мариус Петипан хушаматӗнче ударени юлашки сыпӑк ҫине ӳкет.
Форумсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Яковлев министр балет фестивалӗ вырӑнне опера фестивалӗ тенӗ имӗш.
<iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fritakrasotina%2Fposts%2F1496593517133030&width=500" width="500" height="193" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe>
Хамар ял // 1267.4.4136
2018.04.16 21:53 | |
Вара мен? Сака Маргарита Красотина чаваш ятсене терес ударенийе калама пелет-и? Паллах, сук. Меншен тесен, вал чавашла, пирен республикин патшалах челхене пелмест. Тата йеплет. Меншен хамаран Чаваш халах сайтенче сак майра хыссан чаваш синчен аван мар сыратпар, Вика Сорокина? Тархасшан, шухашлара илер-ха. Каптарма! | |
Agabazar // 1983.91.3715
2018.04.16 22:10 | |
Ударени мар, пусăм темелле. Ку самант вара Печчиппа тенине йăнăш каланинчен те хăрушрах. | |
Agabazar // 2843.40.5089
2018.04.17 10:59 | |
Хранццус пусăмне чухламанни çынна питĕ начар енчен кăтартать.
Хранццус пусăмне чухлама пит пысăк ăс кирлех те мар. | |
владимир // 3957.56.0551
2018.04.18 01:05 | |
Agabasar? сана мĕнле тесен лайăхрах: тус тесен-и, юлташ е господин темелле мар-ши? Ан çиллен - ку шÿт туни çеç. Çак статьяна пуçĕнчен пăхсамччĕ, мĕн куратăн? Хранцуз вырăнне "хрнатсус" тесе .сырнă пулсан, министр та, хуть те кам та йăнăшма пултарать. Кун пек йăнăша "çăтса" пулать, каçарса та - ан вăрлаччăр кăна!!!
| |
