Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта каллех минӑсем хуни пирки хыпар сарӑлма пуҫланӑ. Кунашкал пӗлтерӳ организацисен электронлӑ почтине килет.
Аса илтерер: кун пек пӑтӑрмах кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ун чухне Шупашкарти 11 шкула, хӑш-пӗр суту-илӳ ҫуртне мина хуни пирки электронлӑ почтӑна пӗлтерӳ килнӗ. Йӗрке хуралҫисем ачасене, суту-илӳ ҫурчӗсенчи ҫынсене урама кӑларнӑ, кинологсем йытӑсемпе мина хунипе хуманнине тӗрӗсленӗ.
Хальхинче вара кунашкал хыпар «Мередиан» суту-илӳ комлексне, Хулари 1-мӗш клиника пульницине, Республикӑри пульницӑна, Гладков урамӗнчи инфекци пульницине, Правительство ҫуртне ҫитнӗ. Каярахпа хула администрацине, Ленин проспектӗнчи 47-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ тӗп пульницӑна та мина хуни пирки пӗлтернӗ.
Базиль Кириллов // 3290.75.0794
2019.04.12 17:53 | |
Чӑвашла "мина хумаҫҫӗ", мигна лартаҫҫӗ. Пӗр-ик кӗнеке те пулин тытса вулӑр-ха, алла кӑранташ тытрӑр пулсан. Ытла та чапрас ҫыратӑр, Саванешпа тепри. | |
